Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăрăшсан лайăхрах пурăнатăн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Елчĕк тата Патăрьел районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă, ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма еплерех пынипе паллашнă.

«Прогресс» АХО уй-хирĕсенче ĕç вĕрсе тăрать: пĕринче комбайнсем кĕрхи тулла выраççĕ, тепринче хура пусă хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕнче пăрçа çулаççĕ. Ку хуçалăх республикăра чи малтисенчен пĕри вырмана тухнă. АХО директорĕ П.Скворцов пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта 5025 гектар çинчи тĕрлĕ культурăна пухса кĕртмелле, ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 5 процент нумайрах. Республика Пуçлăхĕ выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăхсем тупăшлă ĕçленине, аш-какай хакĕ пĕчĕк маррине палăртнă. Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ аграрисем вырма ĕçĕсене çÿллĕ шайра тата вăхăтра вĕçлессе шаннине пĕлтернĕ.

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 



"Урмарская районная газета"
26 июля 2014
09:26
Поделиться