Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмарсем призерсен йышĕнче

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи патшалăх тата хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен XIII-мĕш физкультурăпа спорт Спартакиади иртнĕ. Ăна республикăра пĕрремĕш çул кăна мар ирттереççĕ. Çÿлерех асăннă тытăмсенче ĕçлекенсем хăйсем ĕçре кăна мар, спортра та çитĕнÿсем тума пултарнине кăтартса, çирĕплетсе параççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Çак мероприятие хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламласа ăнăçусем тума суннă. Михаил Васильевич çавăн пекех Спартакиада республикăри сывлăх кунĕ умĕн иртни сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Сывлăх кунĕнче республикăри пур спорт учрежденийĕсенче те, вĕсем вара 4,5 пин, тĕрлĕ ăмăртусем иртĕç. Патшалăх е муниципалитет служащийĕ пулма çăмăл мар, апла пулин те вĕсен сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вăхăт тупса ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Министерствăсемпе ведомствăсен, муниципалитетсен органĕсем çакна йĕркелесе пымалла. Спартакиадăн çуллахи тапхăрĕнче ăмăртусем мини-футбол, хутăш эстафета, канат туртас енĕпе иртнĕ. Çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет службинче тăракансем ГТО нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе чупнă, вăрăмăшне сикнĕ, турник çинче туртăннă, ытти ăмăртусене хутшăннă. Палăртма кăмăллă - Вăрмар район команди мини-футбол вăййинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пирĕн ентешсемшĕн ку пĕрремĕш çитĕнÿ кăна мар, иртнĕ çулсенче те тĕрлĕ спорт вăййисенче вĕсем сахал мар çитĕнÿсем тунă. Футбол вăййи вара Вăрмарсемшĕн çывăхрах тени пĕрре те йăнăш пулмасть. Çак кунсенче те районта ку спорт енĕпе ăмăртусем иртрĕç.

 

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: В.ВАСИЛЬЕВ.

 



"Урмарская районная газета"
30 июля 2014
08:21
Поделиться