Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нацисен хутшăнăвĕ

Кăçалхи февралĕн 18-мĕшĕнчех Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин «Раççей федерацийĕн Обществăлла палатин членĕсем çинчен» Указа алă пуснă. Унăн шутне, вăл гражданла пĕрлĕхсемпе тĕн организацисен членĕсенчен тăрать, пирĕн республикăри Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче пурăнакан Чăваш Республикинчи мусульмансен муфтийĕ, Пĕтĕм Раççейри мусульмансен духовнăй управленийĕн председателĕн çумĕ Альбир Крганов та кĕрет.

Июлĕн 24-мĕшĕнче муфтий Чăваш Республикин культура министрĕпе В.Ефимовпа тата министерство представителĕсемпе тĕл пулса Раççейри тĕрлĕ нацисемпе тĕн конфессийĕсен хушшинчи лару-тăрăва сÿтсе явнă, хăйĕн шухăшне палăртнă. «Çĕршывра тĕрлĕ халăхсен, конфессисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тесе курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Çакна тивĕçлĕ шайра пурнăçлама нумай çулсем хушши пухнă опыт пысăк витĕм парать. Раççейре çĕршер çулсем хушши тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ тĕне тытса пыракансем килĕшÿллĕ пурăнни лăпкă лару-тăру малашне те упранса тăрасса шанас килет», - тенĕ муфтий. РФ Президенчĕ В.Путин çак ыйту пĕлтерĕшне палăртса гражданла пĕрлĕхлĕ наци йĕркелемелли пирки каланине те тĕпе хурса палăртнă.

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 



"Урмарская районная газета"
02 августа 2014
13:38
Поделиться