Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх ырлăхĕшĕн, район аталанăвĕшĕн

Иртнĕ кунсенче пирĕн района Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев килсе кайнине хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Районти тĕрлĕ объектсенче пулнă хыççăн çул çÿреве хутшăннисем райадминистрацин ларусен залĕнче мĕн курни-илтнисене пĕтĕмлетнĕ. Малтанах райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин районăн пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарнă.

Район мĕнлерех аталанса пынине халăх пурнăçĕ, вĕсен кăмăл-туйăмĕ палăртать. Вырăнти халăх хăйсен поселокне, ялне юратса пурăннинчен те килет район аталанăвĕ, унăн çитĕнĕвĕ те, аталанăвĕ те халăхсăр пулмасть, кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ халăхăн пурнăç шайĕ еплереххине кăтартать.

 

Промышленность аталанăвĕ

Промышленность предприятийĕсенче çак вăхăтра 38,7 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 105,5 процент пулать. Рынок аталанăвĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх тĕп вырăн йышăнать - юридици сăпатĕнче 122 предприяти тата 544 уйрăм çын предприниматель. Вĕсенчен район бюджетне налук укçи 10,8 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Ку сферăра 2 пин ытла çын ĕçлет, çакă вăл районти пур экономика отраслĕсенче ĕçлекенсенчен шутласан 44 процент пулать. Вĕсем кăçалхи 6 уйăхра пурĕ 235 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă тата ĕç тунă (2013 çулта - 215,0 миллион тенкĕ пулнă) е иртнĕ çулхипе танлаштарсан 9,2 процент ÿснĕ.

Иртнĕ 6 уйăхра çĕнĕрен тата 84 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май тупнă. Çак тĕллевпех çитес вăхăтсенче «Светлана» тулли мар яваплă общество Пысăк Енккасси ялĕнче хăйĕн филиалне уçма палăртать. Унта 15 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелеççĕ.

 

Вак тата вăтам бизнес ĕçĕ-хĕлĕ

Пĕчĕк предпринимательлĕхре вăй хуракансем вăтамран 10 пин те 200 тенкĕ ĕç укçи ĕçлесе илеççĕ. Çав вăхăтра Вăрмарти Пенси Фончĕн управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх виçĕ пĕчĕк предпринимательлĕх субъектĕнче ĕç укçине пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен тÿленĕ (иртнĕ çул çакă 59 субъектра пулнă).

Район территорийĕнче пĕчĕк бизнес структури пур отрасльсенче те экономика ĕçне тытса пырса аван йĕркеленсе кайнă. Пĕчĕк бизнеса тата хресчен ?фермер% хуçалăхĕсене патшалăх енчен пулăшу кÿресси те иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чылай ÿснĕ, кăçалхи 6 уйăхра 6,2 миллион тенкĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтра 1,2 миллион тенкĕ пулнă. Предпринимательсене республика бюджетĕнчен кăна мар, район бюджетĕнчен те кашни çулах чылай пулăшу кÿреççĕ. Кредит илнисен тăкакне саплаштарас тĕллевпе 190,0 пин тенкĕрен кăçалхи çур çулта 88,0 пин тенкĕ усă курнă. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине пуянлатас тĕллевпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарса, вĕсене ĕçлеме условисем туса парассишĕн тăрăшатпăр.

 

Ял хуçалăхĕ

Районта ял хуçалăх предприятийĕ 8, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 51. Кăçал çак вăхăт тĕлне хресчен (фермер) хуçалăхĕ тепĕр 6 йĕркеленнĕ. 8 ял хуçалăх предприятийĕсенчен 4 хуçалăхĕ хăйсен ĕçне тупăшлă пурнăçланă, тепĕр 4 хуçалăхĕ хальлĕхе тăкаклă ĕçленĕ.

2014 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, пĕлтĕрхи пекех, 15803 гектар çинче çитĕнеççĕ. Палăртнă тĕллеве пурнăçлас тесен пĕр гектартан 23,7 центнер тĕш тырă илмелле. Юлашки 5 çулта вăтамран пĕр гектар çинчен 23,4 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Вăрлăхлăх кукурузăна та тепĕр хут акса туса илме пуçларăмăр. Хальхи вăхăтра «Иванов В.А.» тата «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 200 гектар çинче акса вăрлăхлăх кукуруза туса илеççĕ.

Çĕр улми - 719 гектар, пахча çимĕç - 163, сарă пăрăç (горчица) 381 гектар çинче йышăнать. Пур категориллĕ хуçалăхсенчипе шута илсен акса-лартса илмелли лаптăк - 27220 гектар. Хăмла туса илесси те майĕпен аталансах пырать. Пĕтĕмĕшле илсен «симĕс ылтăн» 26 гектар çинче çитĕнет, çав шутра икĕ гектарĕ 2013 çулта лартса хăварнă çамрăк хунавсем.

2014 çул пуçламăшĕ тĕлне усă курман çĕрсен лаптăкĕ 2888 гектар йышăнать. Усă кÿмен çĕрсем ытларах Пинер ял тăрăхĕнче - 4825 гектар çĕр лаптăкĕнчен 570,0 гектарĕ, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче 3281 гектар çĕртен 872 гектарĕ, Кавал ял тăрăхĕнче 3490 гектартан 530 гектарĕ, Кĕлкеш ял тăрăхĕнче 2247 гектартан 353,5 гектарĕ усăсăр выртать. Усă курман çĕрсене кăçал 1444 гектар пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă, хальхи вăхăтра ку ĕçе тытăннă. Тĕслĕхрен, Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи «Ванюков В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ -180 гектар, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи «Громов С.В.» - 100, Чулкас ял тăрăхĕнчи Порфирьев О.П. - 180 гектар сухаланă. «Владина-Агро» тулли мар яваплă общество Энтрияль ял тăрăхĕнче усăсăр выртакан 200 гектар çĕре сухаласа кĕрхи культурăсем акма хатĕрлесе çитернĕ. Çавăн пекех çĕрпе усă курма май паракан документсене те хатĕрлеççĕ.

Ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама 122 трактор, груз турттармалли 93 автомашина, курăк çулакан 28, утă пуçтаракан - 24, утă-улăм преслакан 24, тырă типĕтекен 2 агрегат, выльăх апачĕ хатĕрлекен 7 комбайн, тĕш-тырă пухса кĕртекен 44 комбайн, тырă тасатакан комплекс 5 пур.

Пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсене 5800 гектар çинче акса хăварма палăртнă, ăна валли хальхи вăхăтра 3700 гектар çĕре хатĕрлесе çитернĕ. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне 380 тонна вăрлăх пур, çакă акма палăртнинчен шута илсен 30 процент пулать. Типĕ çанталăкра районти 5 хуçалăхра 146 гектар çĕр улмине шăвармалли 9 техника ĕçлет. Кăçал 25 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăхĕнче ĕçлемелли 36 единица техника туяннă, çакă пĕлтĕрхинчен нумайрах.

Чĕрĕ виçипе шутласан 1533 тонна аш-какай туса илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çакă сахалтарах, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 370,7 тонна аш-какай туса илнĕ, çакă пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 92 тонна сахалтарах. Çул вĕçлениччен çак çитменлĕхсене пĕтерес тесе тăрăшатпăр. 6588 тонна сĕт туса илнĕ, çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 18 процент сахалтарах. Районта сĕт туса илессин виçине чакарас мар тесех «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов виççĕмĕш кварталта 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх туянма палăртнă, çав шутран -150 пуç сăвакан ĕне. Çапла майпа сĕт сăвăмĕ ÿсес шанчăк пур.

«Шигали» ял хуçалăх предприятийĕнче, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра ĕнесен йышне чылай чакарнă. «Вăтам Энĕш» общество аш-какай туса илес тĕллевпе мăйракаллă шултра выльăхсем усрама палăртать.

Пур тĕрлĕ хуçалăхсенчипе шутласан 3 миллион та 622 пин штук çăмарта туса илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 25,8 процент сахалтарах. «Урмарская» ăратлă чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă обществинче çăмарта туса илесси 40 процент чакнă. Ку хуçалăхра хальхи вăхăтра 124674 пуç кайăк-кĕшĕк, вĕсен йышĕ çак вăхăт тĕлне 1,6 процент чакнă.

Районта мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ÿстерес тĕллевпе çакăн пек ĕçсем туса ирттернĕ:

1) Çиçтĕпе ялĕнчи Евгения Анатольевна Павлова хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн укçи-тенкипе 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх вите тума тытăннă;

2) Шăхальти Галина Васильевна Константинова хресчен (фермер) ĕçне пуçăнса аталантарса ярас тĕллевпе «2012-2014 çулсенче фермер хуçалăхĕ ĕçне пуçăнакансене пулăшу парасси» ятарлă программăпа 1,1 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ;

3) Валадимир Анатольевич Иванов хресчен (фермер) пуçлăхĕ «2012-2014 çулсенче хресчен (фермер) çумĕнче выльăх-чĕрлĕх тытмалли çемье фермине аталантарасси çинчен» ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 5 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ;

4) 100 пуç ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу ферми хăпартса лартма хресчен (фермер) пуçлăхĕ Александр Юрьевич Игнатьев çитес çул конкурса хутшăнма кирлĕ документсене пуçтарма пуçланă;

5) Татьяна Николаевна Сарапаева хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 50 пуç ĕне тытмалли витене çĕнетсе реконструкцилеме тытăннă.

 

Строительство

Кăçалхи 6 уйăхра пур тĕрлĕ кĕрекен укçа-тенкĕпе (86 миллион тенкĕпе) туллин усă курнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 102,5 процент пулать. 3437 тăваткал метр пурăнмалли вырăн хута кайнă. Вăрмар поселокĕнче пурăнмалли 30 хваттерлĕ çурта хута янă. Кăçал 19807 тăваткал метр пурăнмалли вырăн тумалла. «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене çирĕп аталантарасси çинчен» федераллă ятарлă программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан 11 çемьен пурăнмалли условисене лайăхлатма палăртнă, çав шутран пурăнмалли çурт хăпартма е туянма ялта пурăнакан 5 граждана тата çамрăк 6 çемьене памалла. Хальхи вăхăтра çак программăпа ялта пурăнакан тата ĕçлекен 4 граждан, 5 çамрăк çемье социаллă тÿлев свидетельствисем илнĕ.

Çак тĕллевпе бюджетсенчен 8,1 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 6 тăлăх ачана хăтлă хваттерсемпе тивĕçтермелле пулсан, хальхи вăхăтра тăлăх 4 ачан ыйтăвĕсене татса панă. Çавăн пекех нумай ачаллă пĕр çемьене, 5 тата ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли хваттерсемпе тивĕçтермелле.  Ку енĕпе хамăр республика бюджетĕнчен 5,1 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă. Кăçал 56 çемьери 162 çынна çĕнĕ вырăна пурăнма куçармалла. Çак тĕллевпе 55,4 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Вăрмар поселокĕнче нумай хваттерлĕ (2023 тăваткал метр) 2 çурт тума палăртнă.

2010-2014 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене пурăнма лайăх условисем туса парас тĕллевпе 209 çынна палăртнă. 202 çынăнне пурăнмалли условисене лайăхлатнă, çав шутра 2010 çулта 74, 2011 - 61, 2012 - 34, 2013 - 32, 2014 -1, тепĕр 4 çын черетре тăрать.

Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕн çуртне тăвасси малалла пырать, ăна кăçалхи виççĕмĕш кварталта хута яма палăртнă.

Çÿлти Кинчерпе Вăтакас ялĕсем хушшинчи 2 километр тăршшĕ çула кăçалхи июнь уйăхĕнче хута янă. Ăна пурнăçлама 31,7 миллион тенкĕ укçа кайнă. Çавăн пекех Пинер ялĕнчи шкул умне çитекен 1,03 километрлă çул (28 миллион тенкĕ) хута кайрĕ.

Районти çул-йĕрсене тытса тăма тата юсав ĕçĕсем тума 32,2 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Вăрмар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ икĕ çурт картишĕсене юсама тытăннă тата вĕсен умне çитме çулсем тăватпăр. Ку енĕпе 1,749 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.

 

Тавар çаврăнăшĕ тата пулăшу ĕçĕсем

Пысăк предприятисенче ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ кăçалхи çур çулта161,2 миллион тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 112,8 процент пулнă (Чăваш Республикинче 108,1 процент). Кăçал çак вăхăт тĕлне халăха организацисем 94,0 миллион тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу кÿнĕ. Халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене районта тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр. Мониторинг пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хаксене ÿстернине палăртман. Çулталăклăха палăртнă районти пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пай çак вăхăт тĕлне 55,3 процент пурнăçланнă. Пĕрлештернĕ бюджета 221 миллион тенкĕ укçа килсе кĕнĕ. Налук тата ытти енчен кĕрекен тупăш пĕрлештернĕ бюджета 39,7 миллион тенкĕ е çулталăклăха палăртнинчен 44,4 процент кĕнĕ, çакă пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 110 процент пулать.

 

Вĕрентÿ

Шкул çулне çитмен ачасен 7 вĕрентÿ организацийĕ, шкул-ача сачĕ пĕрле ĕçлекенни 1, шкулсем çумĕнче шкул çулне çитмен 19 ушкăн ĕçлет. Вĕсенче 1053 ача воспитани илет. Кунта вăй хуракан педагогика ĕçченĕсен кăçалхи çур çулхи ĕç укçи вăтамран 20483 тенкĕпе танлашнă, çак вăхăтра республикăра 21215 тенкĕ пулнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 138,4 процент ÿснĕ. Ача сачĕсенчи черет кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне 1,5 çултан аслăраххисем 251 ача пулнă. 3 çултан иртнĕ ачасем ача сачĕсенче пурте шкула кайма тĕплĕн хатĕрленсе пĕлÿ илеççĕ. Халĕ тăвакан ача садне уçсан палăртнă черет ыйтăвĕ лайăх еннелле улшăнмалла. Районти 18 шкулта 2463 ача вĕренет. Пур шкул та «Интернет» сечĕпе çыхăннă, çĕнетнĕ сайтсем пур. Шкулта вĕрентекенсен пĕр уйăхри ĕç укçи кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вăтамран 25321 тенкĕ пулнă (республикăра 26398,0 тенкĕ). Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 127,4 процент ÿснĕ. Хушма вĕрентÿ паракан вĕрентекенсем кăçалхи çур çулта вăтамран пĕр уйăхра 14566 тенкĕ ĕçлесе илнĕ (республикăра 20244 тенкĕ). Вĕрентÿ ĕçĕнчи чи пысăк çитменлĕх çамрăк педагогсем вĕрентме килменни. Çамрăк вĕрентекенсене вĕрентÿ системине явăçтарас тĕллевпе кашни ĕçленĕ çулшăн 0,5 коэффициент хушса тÿлеме палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ учрежденийĕсенчи çамрăк вĕрентекенсене пурăнмалли условисене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» Указа пурнăçа кĕртме районти 4 вĕрентекен хутшăннă. Хальхи вăхăтра районти пур вĕрентÿ организацийĕсенче те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕç пырать. Вĕсене комиссипе тĕрĕслесе йышăнаççĕ. Ялти шкулсенче физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсем валли район бюджетĕнчен 839 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ăна Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти спорт залĕнче юсав ĕçĕсем тума тата спорт инвентарĕсем илме панă.

Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Раççей Федерацийĕн 2011-2015 çулсем валли хатĕрленĕ «Доступная среда» патшалăх программине хутшăннă. Кăçал республика бюджетĕнчен район валли 1652 пин тенкĕ укçа куçарнă. Çак укçа-тенкĕне инвалид ачасене вĕрентме условисем туса пама янă.

 

Культура

Район бюджетĕнчен культура отраслĕ валли 22,8 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Кĕтеснерти информаципе культура центрĕнче юсав ĕçĕсем тума 771 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă. Вăрмар хула, Арапуç, Чулкас, Чупай ял тăрăхĕсенче культурăн 4 учрежденине модернизацилеме 1,9 миллион тенкĕ укçа тăкакланă.

Районти модельлĕ 9 библиотекăра халăх ыйтăвне тивĕçтерме пур условисем те çителĕклĕ, нумай функциллĕ центрпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çавăнпа та пулĕ кăçалхи çур çулта 2467 ыйтса килнине регистрациленĕ, пĕлтĕр çак вăхăтра 800 пулнă. Культура отраслĕнче çав-çавах клуб учрежденийĕсене тĕпрен юсасси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать-ха. 37 клуб учрежденийĕнчен 17-шне тĕпрен юсамалла (45,9 процент). Çак тĕллевпе ял тăрăхĕсенчи çурт-йĕрсене комплекслă майпа компактлă тăвас енĕпе хатĕрленĕ проекта конкурс майĕпе хутшăнма тăрăшмалла. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен вăтамран пĕр уйăх укçи 9699 тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 10,5 процент ÿснĕ.

 

Физкультура тата спорт

Физкультурăпа спорт районта «2014-2020 çулсенче районта физкультурăпа спорта аталантарасси çинчен» муниципаллă программăпа килĕшÿллĕн аталанса пырать. Çак программăна пурнăçа кĕртсе пынă май районта ватти те çамрăкки те, шкул ачисем те массăллă спорта активлă хутшăнаççĕ.

Халăх ытларах «Илем» физкультурăпа спорт комплексне çÿреме юратать. Çак çур çул хушшинче унта 43163 хутчен пынă, иртнĕ çулхи çак вăхăтра 31916 пулнă, е 135 процент.

Физкультурăпа спорт тата массăллă спорт ĕçĕн центрĕ Спорт çуртĕнче вырнаçнă А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пулса тăрать. Район администрацийĕ физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе çамрăксене малашне те пур енлĕн пулăшса пырĕ.

 

Демографи

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи çур çулта 175 ача çуралнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 9 ача сахалтарах. 204 çын вилнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 13 çын сахалтарах. Районти ЗАГС пайĕнче 59 çемье чăмăртаннине регистрациленĕ, 33 - уйрăлнă.

42 граждана ĕçсĕр тесе регистрациленĕ, çакă ĕçлеме пултаракан халăхран 0,30 проценчĕ. Çак вăхăт тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 258 ĕç вырăнĕ пур. Хальхи вăхăтра «Вăрмарти çĕвĕ фабрики», «ОВАС», «Светлана» тулли мар яваплă обществăсенче, «Аванпром», «АЛТЭЦЦА» предприятисенче ĕçлеме çынсем кирлĕ.

Паянхи куна халăхăн пурăнмалли тупăш çăл куçĕ - ĕç укçи. Организацисенче ĕçлекенсен, пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсенче ĕçлекенсене шута илмесĕр, пĕр уйăх укçи вăтамран 16166,5 тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 15,3 процент пысăкрах (Чăваш Республикипе 19716,2 - 10,0 процент).

Пурте пĕрле тăрăшсан çитĕнÿ пулатех, çакна шансах тăратпăр. Пирĕн пурин те халăх ырлăхĕшĕн, район аталанăвĕшĕн ĕçлемелле.



09 августа 2014
17:20
Поделиться