Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мĕн акнине пухса кĕртессишĕн

Районта вырма ĕçĕ вăй илсе аталансах пычĕ, хăш-пĕр хуçалăхсенче ку ĕçе часах вĕçлĕç. Района ертсе пыракансем вĕсен ĕçĕсемпе интересленсех тăраççĕ, вырăна çитсе кураççĕ.

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов Тикаш ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă «Передовик» агропромышленность комплексĕн тулли мар яваплă обществинче, «Иванов Н.А.», «Сапаркин А.Г» хресчен ?фермер% хуçалăхĕсене çитсе курнă.

Малтанах вĕсем «Передовик» хуçалăхăн машинăпа-трактор паркне çитнĕ. Ирхине ирех çитнĕ май пур техника та паркра пулнă. Ирхи сывлăмпа тырă вырма тухас мар тесе кăна вĕсем паркра ларнă, мĕншĕн тесен тĕш тырă сывлăмпа пулин те самаях нÿрленет. Çак вăхăтра вĕсем техникăсене пăхса яраççĕ, уя тухсан ан чăхăмлатăр, йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесе кăлтăкĕсене юсаççĕ. Çакă вара ĕçе татах та малалла кайма пулăшать. Хăйсен вăйне шанса ĕçленипех вырмана çитес кунсенче вĕçлесшĕн кунта. Йĕтем çинче те ĕç кал-кал пулса пырать, килнĕ тырра тасатса тирпейлесех пыраççĕ. Çитес çул валли тĕш тырă акма çĕре кăçалхинчен те ытларах хатĕрлесшĕн. Çавна май çитес çул пĕрчĕллĕ культурăсене типĕтмелли агрегат туянасшăн.

Вырма ĕçĕ «Иванов А.Н.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче те хĕрсех пырать. Вырма ĕçĕпе пĕрлех çитес çулхи тухăçшăн та тăрăшаççĕ кунта. Кăçал кĕрхи культурăсене 200 гектар çинче акса хăварасшăн. Агролизинг енĕпе КШУ-6 культиватор туяннă. Йĕтем çинче ĕç ăнăçлă пулса пырать. Сортлаççĕ, тасатаççĕ, унпа пĕрлех кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акма кондицие çитерессипе те тăрăшаççĕ.

«Сапаркин А.Г.» хуçалăхĕнчи кукуруза ани кашласа ларни чуна çĕклет ?ÿкерчĕк çинче%. Çакăн пек ĕçе юратса пурнăçлакансем пуррипе кăна район çултан-çул малалла аталанма пултарнине, кун пек çынсене патшалăх та айккинче хăварманнине, пулăшса пынине палăртса хăварнă райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин Тикаш ял тăрăхĕнчи хуçалăхсенче пулнă май.

 

Н.НИКОЛАЕВ.



"Урмарская районная газета"
27 августа 2014
13:18
Поделиться