Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăшă пулсан чунра та ăшă

«Урмарытеплосеть» Вăрмар районĕнчи муниципаллă унитарлă предприяти ĕçĕпе хутса ăшăтмалли тапхăр çитсен çынсем уйрăмах интересленме пуçлаççĕ. Сăлтавĕ те пур - никам та хĕле сивĕ батарейăсем çумĕнче кĕтсе илесшĕн мар. Çак тата ытти ыйтусем тавра эпир асăннă предприятин тĕп инженерĕпе Э.Никифоровпа калаçрăмăр. «Урмарытеплосеть» предприяти Вăрмар поселокĕнче 9,207 метр тăршшĕ тăсăлакан ăшă трассине пăхса тăрать, районти ялсенче вĕсем тăршшĕ 2,187 метрпа танлашать. Ĕçĕ сахал мар, апла пулин те организаци ĕçченĕсем вĕсене вăхăтра пăхса тăрса тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ.

Паянхи кун тĕлне ăшă шыв трассин 99 процентне тĕрĕсленĕ, ăшă изоляцине çĕнĕтмелли ĕçе 90 процент пурнăçланă, темиçе кун хушшинчех çак ĕçе вĕçленĕ. Юрăхсăра тухнă тесе палăртнă 200 метр тăршшĕ пăрăхсене юсаса çĕнетнĕ. Çакна та палăртмалла - планпа пăхнинчен 100 метр ытларах ăшă трасси çинче те пусăм таппине тĕрĕсленĕ. Икĕ ярăмлă иртекен 250 метрлă трассинче те оптимизаци ĕçĕсем ирттернĕ.

Предприяти пăхса тăракан пур 34 котельнăй та хутса ăшăтмалли сезонта ĕçлеме яваплă документ - паспорт илнĕ. Çапла вара пирĕн районта çуртсене ăшă парассишĕн яваплă организаци хăйĕн ĕçне пурнăçлама пĕтĕмĕшле илсен, хатĕр. «Урмарытеплосеть» ĕçченĕсене пăшăрхантаракан цифрăсене унăн директорĕ В.Иванов илсе кăтартрĕ. Сентябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне ăшăпа тивĕçтерессишĕн уйрăм çынсем 4 млн та 17 пин тенкĕ тÿлемен. Ăшăтмалли çĕнĕ тапхăра та кивçенле кĕресшĕн-ши вĕсем/ Асра тытасчĕ - кашни япалан хакĕ пур. Материала ыррипех вĕçлес килет - предприяти кăçалхи пĕрремĕш çур çула тупăшпа вĕçленĕ, çакă администраци ĕçе пĕлсе йĕркеленинчен килнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

 



"Урмарская районная газета"
29 сентября 2014
08:17
Поделиться