Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Конкуренци татах та вăйлăрах пулма хистет

Вăрмар райповĕ районти чи вăйлă та лайăх аталанакан предприятисенчен пĕри. Кунта суту-илÿ, общество апатланăвĕ, производство, хатĕрлев, пулăшу ĕçĕсене пурнăçпа тан пыма пулăшакан паха технологийĕсене алла илме, пурлăхпа техника никĕсне çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Районти потребкооперацин Канашне С.Харитонов председатель ертсе пынипе райпо ăнăçлă аталанса пырать, çулсерен тупăшне ÿстерсе кăтартусене лайăхлатса пырать.

Райцентрсенче лавкка хыççăн лавкка уçăлать, пĕри тепринчен пысăкрах, капăртарах, çапах та сахал çын пурăнакан вырăнсенче вĕсем курăнмаççĕ. Райпо лавккисем вара пĕчĕк те аякра вырнаçнă ялсенче лавкка тытса тăма тăкаклăрах пулсан та вĕсен алăкĕсем çине çăра çакса хумаççĕ, пушшех, çĕнетеççĕ, юсаççĕ, çынсене унта çÿреме кăмăллă пултăр тесе ĕçлеççĕ, ассортиментне те пуянлатаççĕ, урăхларан та урăхла продукци илсе килме, туянакансен йышне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ, илекенсен кăмăлне пур енлĕн тивĕçтерессишĕн вăй хураççĕ. Райпо лавккисем районти тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă, сахал çын пурăнакан вырăнсене çитсе килме те ÿркенмеççĕ, куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çирĕм-вăтăр киллĕ ялсенче пурăнакансемшĕн вăл çăлăнăç, тăкаклă лавккасене хупас пулсассăн, ялсенче пурнăç пĕтсе ларĕччĕ. Ку этемле мар, çавăнпа та райпо системи сÿнмест, аталанса пырать.

Апат-çимĕç кăна мар, кил хуçалăхĕнче кирлĕ сĕтел-пукан, строительство материалĕсем, кĕпе-йĕм те сутаççĕ. «Райпо лавккисем пурри пирĕншĕн телей, кунта эпир хамăра кирлине туянатпăр, пĕр-пĕринпе тĕл пулса курнăçатпăр, çĕнĕ хыпарсем пĕлетпĕр, кулленхи пурнăçри тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яватпăр», - тени пулчĕ Тупах ялĕнчи райпо лавккине кĕрсен. С.Александрова сутуçăра 9 çул вăй хурать, хăйĕн ĕçне вăл чунтан юратать, кашни туянаканпа ăшшăн калаçать, тавара суйлама тата сĕнме пĕлет, çавăнпа та пулĕ кунта яланах çын пур. Çак лавккана 4 çул каялла уçнă, унтанпа вăл пĕр пин çынна анчах тавар туянтарман. Кун сиктерсе «Вăрмарти çăкăр завочĕн» автомашини çемçе çăкăр илсе килет. Магазинта Вăрмар райповĕн продукцийĕ кăна мар, Чăвашпотребсоюзĕн Етĕрнери аш-какай комбиначĕн, «Ядринмолоко» тулли мар яваплă обществин, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн изделийĕсем те пур.

Кăçал Хуруй ялĕнчи райпо лавккине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, халĕ вăл малтанхипе танлаштарсан хăтлă та илемлĕ. А.Васильева сутуçă та туса ирттернĕ ĕçсемпе питĕ кăмăллă. Малтан пÿлĕме хутса ăшăтмалла пулнă пулсан, халĕ электричество кăмаки ĕçлет. Вăл çав тери ăш-пиллĕ хĕрарăм, килен-каянпа тарават, кама мĕн кирлине пĕлсех тăрать тейĕн. Тавар çаврăнăш каллăпăшне ÿстерессишĕн те ырми-канми тăрăшать. Вăл ку лавккара 2005 çултанпа ĕçлет, лайăх улшăнусене тахçантанпах кĕтнине пĕлтерчĕ. Кĕрсе тухакан тĕлĕнсе тухса каятчĕ, унччен лавкка сăнĕ пачах урăхлаччĕ. Кунта та хамăр тăрăхра туса кăларнă продукцине ытларах сутаççĕ, халăх чăваш продукцинех килĕштерет çав: «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществин, Хĕрлĕ Чутайри «Янтарь» тулли мар яваплă обществин, Етĕрнери, Вăрнарти аш-какай комбиначĕсен продукцине, «Акконд» тулли мар яваплă обществин пылак изделийĕсене хаваспах туянаççĕ, хăйсене мĕн кирлине тÿрех саккас туса хăвараççĕ.

Паянхи кун Вăрмар райпо тытăмĕнче 46 лавкка. Вĕсенчен саккăрăшне автоматизациленĕ. Урăхла каласан, пĕр-пĕр райпо лавккинче 500 тенкĕлĕх тавар туянтăн пулсан, карттă параççĕ, вăл карттăпа усă курса малашне тавар илнĕ чухне скидка пама тытăнаççĕ, унсăр пуçне «Мебель», «Универмаг» магазинĕсенче 500, 1000 тенкĕлĕх парне картисем те пур. Пурĕ 1 млн та 500 пин тенкĕлĕх автоматизаци хатĕрĕсем вырнаçтарнă.

Кăçалхи 9 уйăхра Вăрмар райповĕ 176 млн тенкĕлĕх тавар сутнă. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» 226 тонна çăкăр-булка пĕçернĕ, 40 тонна кондитер изделисем, 10 тонна - 2 млн тенкĕлĕх çурма фабрикатсем, 37 пин те 123 декалитр пылак шыв туса кăларнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăтартусем лайăхланнă. Уйрăмах «Общепит» тулли мар яваплă обществине палăртмалла, вăл туса кăларакан продукцине халăх лайăх туяннипе тупăшлă ĕçлесе пырать. Унăн тавар çаврăнăшĕ 41 млн тенкĕпе танлашать, 102 процент таран ÿснĕ, вăл хăйĕн продукцине 28 млн тенкĕлĕх сутнă (116 процент ÿстернĕ).

Çăмăл мар саманара, конкуренци вăйланса пынă вăхăтра çирĕп туяс, малалла ăнтăлуллă аталанас тĕлĕшпе çĕнĕ лавккасем тума тăрăшаççĕ, пуррисене хăтлăлатаççĕ, тавара суйласа илмелли йĕрке çине куçараççĕ тата ытти те. Райпо чăннипех те халăхшăн ĕçлет, вăл çынсене куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерессине, тĕрлĕ пулăшу кÿрессине ÿстерет. Налук тÿлессипе те райпо яланах лайăххисен шутĕнче. Çитĕнÿ малашлăха курса тĕплĕ ĕçленĕрен, çĕнĕ технологисемпе усă курнинчен, халăхăн кăмăл-туйăмне пĕлнинчен килет.

Паян райпо системинче 265 çын вăй хурать, пурте вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ, яваплăха туяççĕ, каланине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕ пурăнакан туслă йыша ертсе пыма та çăмăлрах пулĕ. Пĕр сăмахпа - Вăрмар райпо коллективĕ малашлăха çирĕп утăмсемпе, пысăк шанчăкпа пăхса малалла аталанма тăрăшать. Кунти ĕçченсем ÿсĕмсемпе лăпланса лармаççĕ, пурнăç, халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

 



15 ноября 2014
08:21
Поделиться