Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Манăн пулас професси

Çĕр çинче пин тĕрлĕ ытла професси. Анчах та кашни çыннăн хăйĕн чунтан юратнă професси пур. Пĕрисем мĕн ачаран ăна пурнăçа кĕртме ĕмĕтленеççĕ, теприсем вара ÿсерехпе кăна хăйсене кăмăллакан професси суйласа илеççĕ.

Республикăра «Санăн пулас професси» ятпа акци пырать. Çавна май районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа пĕрле çак акцие хутшăнса Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ачисемпе тĕл пулу ирттерчĕ.

Чи малтанах шкул ачисем «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн историйĕпе паллашрĕç. Ун çинчен тĕплĕн хаçатăн пай редакторĕ В.Толматов ăнлантарса пачĕ. Вăл пĕрремĕш хаçат «Трактор» ятпа тухнине, хăйĕн историйĕнче район хыпарçи тĕрлĕ йывăрлăхсем тÿснине, анчах та тĕрлĕ пăтăрмахсене пăхмасăрах район хаçачĕ малаллах аталаннине, вăл халăхăн чи юратнă хаçачĕ пулнине палăртрĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн журналисчĕсемпе корреспонденчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те шкул ачисене тĕплĕн паллаштарчĕ В.Толматов. Журналист пулас тесен мĕн ытларах пĕлмелле/ - тесе кăсăкланса ыйтакансем те пулчĕç çак тĕл пулура. Хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова чи малтанах ачасен шкулта лайăх вĕренсе пымаллине, гуманитари наукисемпе ытларах кăсăкланмаллине, илемлĕ литература ытларах вуламаллине, компьютерпа туслă çыхăнура пулмаллине палăртрĕ.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп специалисчĕ Л.Мишина çамрăк ăрăва хальхи рынок тапхăрĕнче мĕнлерех профессипе ĕç хăвăртрах тупма пултарни çинчен ăнлантарса пачĕ. Ачасене итлеме интереслĕрех пултăр тесе компьютерпа профессисем çинчен ятарлă мультфильмсем кăтартрĕ. Ачасем хаваспах курчĕç вĕсене.

Районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа чылай çулранпа туслă çыхăну тытакан Т.Нимакова вара çамрăк ăрăва хăйĕн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн çамрăк чухнехи професси журналистикăпа çыхăнман пулсан та, чунри туртăмĕ вара çырас ăсталăха туптасси пулнă. Хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне вăл çулсем иртнĕ пулин те пурнăçланă. Татьяна Федотовна икĕ кĕнеке çырса кăларма пултарчĕ. Пĕринпе, «Тăван ялăм - чун ăшши» ятлăскерпе, шкул ачисене паллаштарчĕ. Вăл çавăн пекех çамрăк ăрăва хăйсен пултарулăхне аталантарма, ăшри туйăмсене сăвăлла е калав евĕрлĕ çырса пыма, район хаçачĕпе туслă çыхăну тытса пыма чĕнсе каларĕ. Шкул ачисем çак пултаруллă çыннăн çырас ăсталăхĕнчен чăннипех те тĕлĕнчĕç, малашнехи пурнăçра хăйсене кирлĕ ырă енĕсене илчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

 



22 ноября 2014
08:18
Поделиться