Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тимлĕрех пулни пăсмасть

 

Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем Виталий Вениаминович Нестеров директор пуçарулăхне пула çулленех кашни сусăра тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Кунта кашни çул ыттисемпе тан ĕçлеме пултарайман çынсем пыраççĕ. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен пултараслăхне кура пурин валли те кăмăлне юрăхлă ĕç тупма самаях йывăр. Чи кăткăсси - хевтесĕр çыннăн кăлтăк-сăлтăк уйрăмлăхĕсене шута илсе реабилитаци программипе килĕшÿллĕн ĕç вырăнне хăйне евĕр ятарлă хатĕрпе майлаштарасси.

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Вăрмар район тăрăхне ĕçлĕ çул-çÿревпе ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С.Димитриев килсе çитнĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă май, районăн социаллă пунăçĕпе экономика аталанăвĕпе паллашнă.

Малалла яваплă çынсем Пинер ял тăрăхне çул тытрĕç. Кунта декабрь уйăхĕнче çĕнĕ çĕвĕ цехĕ уçăлмалла, çапла майпа, Татьяна Петровнăпа Юрий Иванович Ивановсем Пинер ял тăрăхĕнче пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем туса параççĕ. Малтанлăха 5-6 çын ĕçе йышăнма палăртнă, çаврăнса кайсан вара, паллах, çĕвĕ машинисем ытларах пулĕç, ĕç вырăнĕсем те нумайланĕç. Кунта хĕрарăмсем валли халатсем, арçынсем валли кĕпесем çĕлĕç.

«Кÿмепе çÿрекен сусăр çын валли ятарлă ĕç вырăнĕ тăвасси» федераллă-тĕллевлĕ программа рамкинче республикăна 3 млн тенкĕ укçа уйăрнă, çав укçана Шупашкар, Вăрнар тата Вăрмар районĕсене панă. Хĕвеланăçĕнче сусăр çынсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсене лайăх, майлă пултăр тесе пĕтĕм мерăсем йышăнаççĕ, мĕн пур условисем туса параççĕ, вĕсем кирек ăçта та çитме пултараççĕ - пĕр кнопка анчах пусмалла. Пирĕн республика та вĕсенчен юлас мар тесе çак программăна йышăннă. Раççейре, Чăваш Енре, районта инвалидсем урăхларах-и-мĕн/ Пирĕн, сыввисен, вĕсене пур енлĕн те пулăшмалла, ыттисенчен уйăрмалла мар, хăйне ахаль çын пек туйтăр тесе тăрăшмалла. Инвалидсем ĕç вырăнĕ шыранă чухне республикăри ĕçлев службисем витĕмлĕ пулăшу параççĕ. Пирĕн района та та 1 млн яхăн укçа-тенкĕ уйăрнипе çак цехра Пинер ял тăрăхĕнче пурăнакан М.Михайлова кÿмепе çÿрекен II ушкăнри сусăр çын валли те вырăн тума палăртнă. Малтанлăха вăл çĕвĕç-упаковщик пулĕ, кайран, тен, изделисем çĕлеме те кăмăл тăвĕ. Кунта пулса пыракан ĕçсемпе, уйрăмах сусăр çын валли ĕç вырăнĕ тăвассипе, Сергей Петрович кăмăллă пулчĕ. Ĕçсене вăхăтра туса пĕтермешкĕн тата производство йĕркелесе ямашкăн ăнăçусем сунчĕ.

Калаçу малалла ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Вăрмар район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен» хысна учрежденийĕнче тăсăлчĕ, кунта ĕçлекенсемпе лару иртрĕ. Сергей Петрович Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. Ĕçлев служби кашни эрнере мониторинг тунă тăрăх, декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 4228 ĕçсĕр ларакан граждан. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçлекеннисен кирлĕлĕхĕ 16879 çынпа танлашнă, 2450 ĕç паракан ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ.

Районпа илсен, пĕтĕмĕшле лайăх кăтартусемпе палăрать. Кăçалхи 11 уйăх хушшинче халăха ĕçпе тивĕçтересси 97,08 процентпа танлашать. Ĕçлев службин директорĕ В.Нестеров «Вăрмар район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен» хысна учрежденин ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пур программăсем те туллин пурнăçланса пыраççĕ. Сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтерессине илес пулсан - 26 инвалид учета тăнă, вĕсенчен 14-шне ĕçе вырнаçтарнă.

Çапла майпа, Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр-та ĕçлекен специалистсем хăйсен ĕçне лайăх та тÿрĕ кăмăлпа, пахалăхлă туса пырасса шанас килет.

 

 



06 декабря 2014
13:20
Поделиться