Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Салтак ячĕ яланах хисеплĕ

Салтак ячĕ яланах хисеплĕ

«Салтак атти тăхăнса курман, салтак пăттине çисе курман каччăран арçын пулмасть», - тенĕ мĕн авалтан. Арçын ачасем шкул сакки çине ларсанах хăйсене çара кайма хатĕрлеме пуçлаççĕ. Спортпа туслашаççĕ, аван вĕренме тăрăшаççĕ, нумайăшĕ шофер правине алла илет.

Нумай çул хушши ялти вулавăшра, Культура çуртĕнче ĕçленĕ майăн, кашни çул, çуркуннехипе кĕркуннехи призывсем пуçлансан, Хĕç-пăшаллă Вăйсен çарне каякан çамрăк каччăсене пĕтĕм ял-йышпа пуçтарăнса сцена çинче ăшă сăмахсем каласа ăсататпăр. Çак пăлхануллă та чаплă самант пулас салтаксен асĕнче яланлăхах юлать. Каччăсене ятарласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ саламлать, çар службине татса килнĕ салтаксем, тус-юлташĕсем такăр çул сунаççĕ. Çамрăк хĕрсем каччăсен хулпуççийĕ урлă алшăлли çакса яраççĕ, культура ĕçченĕсем пил укçи параççĕ, салтак юррисем янратаççĕ. Каччăсем салтакран яла таврăнсан, хăйсене хисеплесе çар службине ăсатнăшăн, тав сăмахĕ калаççĕ.

Çирĕм çул каялла, ашшĕне Е.Михайлова клубран салтака хисеплесе ăсатса ярса кĕтсе илнĕ пулсан, кăçал вара, ноябрĕн 11-мĕшĕнче, Энтрияльне çамрăк салтак - Э.Михайлов таврăнчĕ. 12 уйăх хушши хĕсметре тăнă хушăра вăл рядовойран кĕçĕн сержанта çитме пултарнă. Пултаруллă салтакăн çар службинчен парса янă характеристикине вуласа тухрăм та, эпĕ те чунтанах савăнтăм. «Кĕçĕн сержант, телеграф взвочĕн командирĕн заместителĕ, Э.Михайлов стройра яланах йăрăс ÿт-пÿллĕ. Вăл дисциплинăллă, принциплă салтак. Унăн пуçри шухăшĕсем çирĕп, вăл таса чунлă, харпăр хăйне чыслă тытать, çи-пуçĕ типтерлĕ. Юлташĕсем ăна хисеплеççĕ, унăн авторитечĕ ытти салтаксен умĕнче те, командирсен умĕнче те пысăк», - тесе алă пуснă 03123 номерлĕ çыхăну çарĕсен батальон управленийĕн командирĕ В.Микулин подполковник. Çак лайăх характеристикăпа пĕрле тата грамотăсем илсе килнĕ ятуллă салтак. Майăн 9-мĕшĕнче Североморск хулинчи гарнизонта Çĕнтерÿ Кунне халалланă парада хутшăннă. Ю.Попов генерал-майор ăна ытти салтаксемпе пĕрле грамота парса чысланă. Августăн 10-мĕшĕнче Североморск хулинче, Физкультурниксен кунне халалланă спорт уявĕнче, турник çинче выляса лайăх кăтартусем тунăшăн ăна С.Москвичев подполковник грамота парса чысланă. Августăн 24-мĕшĕнче Хĕвеланăçĕнчи Çар округне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа ирттернĕ спорт уявĕнче турник çинче выляса пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн Э.Михайлова, çар чаçĕн командирĕ С.Москвичев пĕтĕм строй умĕнче медаль, грамота парса чысланă.

«Салтака йĕркеллĕ кайса килнĕшĕн, юратнă çĕршыв умĕнче хамăн тивĕçе таса кăмăлпа пурнăçланăшăн, эпĕ мухтанатăп кăна. Халĕ хĕсмете каякансене ырлăх-сывлăх, тÿсĕмлĕх сунас килет, пĕрре те хăрамалла мар çара каясран, 12 уйăх пĕр сисĕнми иртсе каять, малтанах кăшт йывăр пулсан, киле каяс умĕн, пĕрле службăра тăнă юлташсенчен, командирсенчен уйрăлма йывăр. Унта пурте пĕрле: чăваш-и эсĕ, коми каччи-и, тутартан-и, мари-и, пурте пĕр ĕçе пурнăçлатпăр, çĕршыва, аннесене хураллатпăр. Эпĕ Североморск хулинче хĕсметре пулнишĕн питĕ хавас. Çурçĕр енчи Тинĕс-Çар Флочĕн пĕтĕм карапĕсем çак хулара тăраççĕ. Мĕн тĕрлĕ карап çук-ши/ Кăçалхи июлĕн 27-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ В.Путин Çурçĕр енчи Тинĕс Çар Флочĕн тĕп базинче тăракан карапсен уяв парадне йышăннă. Пирĕн пек çамрăк салтаксемшĕн Президента курни пысăк хисеп», - тесе лăпкăн калаçрĕ киле таврăннă кĕçĕн сержант. Ялтан, çуркуннехи е кĕркуннехи призывра, çамрăк каччăсем, Раççей çарне тухса каяççĕ пулсан, ял пурăнать, ялăн малашлăхĕ пур, тесе шутлатăп эпĕ.

 

 



10 декабря 2014
13:17
Поделиться