Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хаксен шайĕпе интересленнĕ

Хаксен шайĕпе интересленнĕ

Анăç пирĕн çĕршыва хирĕç санкцисем йышăннă хыççăн РФ Президенчĕ В.Путин ятарлă Указ кăларчĕ. Çавна май Раççее Америкăран, Австралирен, Канадăран, Норвегирен, Европа пĕрлĕхĕнчи çĕршывсенчен пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт-çу тата аш-какай килме пăрахнă. Çавăнпа та лавкка сентрисем çинче хамăр тăрăхра çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе тулмалла пек туйăнать. Анчах та конкуренци çукран хаксем ÿсме пултарасси чăннипех те хăратать. Паянхи кун вĕсем мĕнлерех-ши?

Кун пирки район прокурорĕн çумĕ Г.Демьянов, райадминистрацин экономика аталанăвĕн тата помышленноçпа суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, тĕп специалист-эксперчĕ Н.Михайлова кăсăкланчĕç. Кăçалхи январĕн 19-мĕшĕнче вĕсем Вăрмар поселокĕнче вырнаçнă «Магнит» акционерсен хупă обществин тата райпон «Надежда» лавккисенче халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç хакĕсене тишкерчĕç. Паян лавккасемпе пасарсенче хаксем пысăк хăвăртлăхпа ÿснине кашниех курать. Ют çĕршывран илсе килекен тавар хаклă пулни тĕлĕнтермест те пулĕ, çапах та хамăрăн купăста, хура тул тата ытти продукци хакланни çав тери пăшăрхантарать. Мĕне кура апат-çимĕç хакланса пырать-ши? Нивушлĕ кĕçех хамăрăнне те туянса илейместпĕр-ши?

Мониторинг тăвакан яваплă çынсем «Магнит» лавккин хакĕсемпе кăмăлсăр пулчĕç. Унсăр пуçне нихăш тавар çинче те хаксемпе юнашар продукцие кам туса кăларнине тата ăçтан кÿрсе килнине çырса палăртман. Кунти хаксем чăннипех те вăйлă «çыртаççĕ», сăмахран, икĕ тĕрлĕ купăстана илер: ахаль купăстан пĕр килограмĕ 39 тенкĕ те 40 пус тăрать, пекин купăстишĕн вара 133 тенкĕ те 60 пус кĕсьерен кăларса парас пулать, иккĕшĕ те купăста-çке, хакĕ вара палăрмаллах уйрăлса тăрать. Çĕр улми хакĕ 25 тенкĕ те 40 пус, икĕ килограмм çăнăх 71 тенкĕ те 70 пус, сахăр-песук пĕр килограмĕ 61 тенкĕ те 40 пус тăрать, пасарта çак вăхăтра 48-49 тенкĕпе туянма пулать. Ытти тĕрлĕ продукцийĕн хакĕсем те хăш-пĕр лавккасенчен чылай хаклăрах.

Райпон «Надежда» лавккинче сăн ÿкерчĕк кăшт лăпкăрах. Кĕрсенех купăста хакĕпе интереслентĕмĕр: кунта пĕр килограмм купăсташăн 25 тенкĕ анчах памалла. Шутласан, «Магнит» лавккинчен 14 тенкĕ те 40 пус йÿнĕрех! Çĕр улмин хакĕ те пĕчĕкрех - 21 тенкĕ. Унсăр пуçне эпир пурте лайăх пĕлетпĕр - райпо лавккисенче хамăр районта туса илекен продукци.

Пысăк лавккасем продукцин ытларах пайне çав-çавах тулашран турттараççĕ. Çулталăкра темиçе миллион тенкĕлĕх тавар, вăл шутра пахча çимĕç, аш-какай, çурма фабрикат продукцине, ыттине сутаççĕ. Вĕсемпе пирĕн республика та, район та тивĕçтерме пултарать-çке. Мĕншĕн-ха пирĕнне туянмаççĕ, юттине пăхма юратаççĕ/ Сăлтавĕ пирĕн тавар пахалăхĕ начарринче мар - монополи политикинче. Хăвăрах куратăр, хăвăр та тĕрĕслеме пултаратăр, райпо лавккисенче тавар чылай пахарах та, йÿнĕрех те.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

 



"Урмарская районная газета"
28 января 2015
16:51
Поделиться