Ял аталанăвĕ - пирĕн пуласлăх
ĕтеснер ял тăрăхĕнче художествăлла пултарулăх коллективĕн отчет-смотрĕ иртрĕ. Ăна Литература çулталăкне тата Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Мероприятие райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов, организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов, ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Ю.Ефимов, Вăрмарти ача-пăча искусствисен шкулĕн директорĕ Т.Гаврилова, Вăрмарти культура çурчĕн культура программисен режиссерĕ Т.Пичкова, ял халăхĕ хутшăннă.
Чи малтанах Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров 2014 çулта туса ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçне РФ тата ЧР вырăнти хăй тытăмлăх çинчен калакан саккунĕсемпе тата Кĕтеснер ял Пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлесе пынă. Çулталăк тăршшĕпе пĕрлехи информаци кунĕсем иртнĕ, вĕсенче халăх республикăран килекен яваплă çынсене кăсăклантаракан ыйтусем парса хуравсем илнĕ. Сăмахран, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Федераллă службăн ЧР Патшалăх статистикин территори органĕн ертÿçин çумĕ Л.Егорова килнĕ, ял халăхне тивĕçтерекен ыйтусене сÿтсе явнă. Кĕтеснер ял тăрăхĕнче пурĕ 813 хуçалăх, 1950 çын пурăнать, çав шутра 446 пенсионер, пур категорири 123 инвалид, 1 вăрçă ветеранĕ, 80 çултан иртнĕ 75 ватă ?Кĕтеснерте - 37, Эçпепере - 21, Çĕнĕ Шулханта - 7, Кивĕ Шулханта-10%, Афган вăрçине хутшăннă 11 çын, Чечен Республикинче ирттернĕ çар операцийĕсене хутшăннисем - 4. Демографи лару-тăрăвне илес пулсан - ял территорийĕнче 1 ачаллă çемье -121, 2 ачаллисем - 72, 3 ачаллисем - 24, 4 ачаллисем - 3, 5 ачаллă çемье вара -1.
Ял тăрăхĕнче 10 хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Вĕсем ытларах тĕш тырă туса илессипе тата çĕр улми ÿстерессипе ĕçлесе пыраççĕ. Кĕрхи-çурхи тапхăрта уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата тивĕçлĕ шайра туса ирттереççĕ. Иртнĕ çула илес пулсан, 1 гектартан 18 центнер тĕш тырă, 173,6 центнер çĕр улми туса илнĕ. Çавăн пекех хресчен (фермер) хуçалăхĕсем нумай çул ÿсекен курăк ÿстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Паян выльăх усрама тупăшлă теме те пулать, пĕр литр сĕтшĕн паянхи кун тĕлне 18 тенкĕ параççĕ, сурăх какайĕ пасарта 250 тенкĕ, ĕне ашĕ 220 тенкĕ.
Килти хушма хуçалăхсенче пурĕ - 346 пуç ĕне, 112 пуç сысна, 366 пуç сурăх, 78 пуç качака, 1 пуç лаша, 56 кролик, 2370 пуç кайăк-кĕшĕк.
Ялти Культура çурчĕн 2-мĕш хутĕнче ветеринари пункчĕ вырнаçнă, унта И.Ломоносова ветврач ĕçлет, ял халăхĕн выльăх-чĕрлĕхне сыватассишĕн нумай тăрăшать. Вăл 2014 çулта ЧР Патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çавăн пекех Культура çуртĕнче 1-мĕш перекет касси вырнаçнă. Унта С.Иванова тăрăшса ĕçлет. 2014 çулта халăх 1000000 тенкĕ хывнă, 2600000 тенкĕлĕх халăха кредит панă. Ял тăрăхĕнче çыхăну уйрăмĕ те ĕçлет, кунта 3 çын тăрăшать. Вĕсем ял халăхне тĕрлĕ хаçат-журналпа тата пенсионерсене пенси укçипе тивĕçтереççĕ. 2014 çулта çыхăну уйрăмĕ урлă «Хĕрлĕ ялав» хаçата 108, «Хыпар» хаçата 6 çын çырăннă.
Ял тăрăхĕнче 2 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Халăха чир-чĕртен сыхласа хăварас тĕлĕшпе 2014 çулта 420 çынна грипран прививка тунă. Кулленхи таварпа 8 суту-илÿ точки тивĕçтерет, вĕсенчен пĕри райпо лавкки. Кĕтеснерте пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 76 ача ăс пухать, пурĕ шкулта 24 çын ĕçлет, вĕсенчен 14-шĕ - вĕрентекенсем. Çавăн пекех ача сачĕ пур, 3 ушкăна 59 ача çÿрет, кунта 17 ĕçчен вăй хурать. Ял тăрăхĕнче 2 культура çурчĕ тата 2 вулавăш пур. Кĕтеснерти тата Эçпепери культура çурчĕсенче хастар та пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсем ялсенче кашни культурăллă мероприятире хутшăнаççĕ, çитĕнÿсем тăваççĕ.
Кĕтеснер ял çыннисем ĕçпе анчах мар, спортпа та туслă. Ялта, районта иртекен пур спорт мероприятисене хутшăнса призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Шкул спортзалĕнче те волейбол секцийĕ ĕçлет, унта кăмăл тăвакансем, спорта юратакансем тăтăшах çÿреççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ял пĕтĕм енчен активлă аталанса пырать, чылай тăрăшса ĕçленĕ, çапах та тумаллисем татах та нумай. Ял çынни пĕрле туслă пурăнсан çитĕнÿсем те пысăкрах пулĕç, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура тăрсан анчах ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулать. Çавăн пекех ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов, организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов тухса калаçрĕç, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчетне ырларĕç, кăçал татах та тăрăшса ĕçлеме сĕнчĕç. Малалла художествăлла пултарулăх ушкăнĕн концерчĕ пулчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"