Вăл Прагăна ирĕке кăларма хутшăннă
Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине паллă тума вăхăт çитсе пырать. Çавна май эпир, никама та, нихăçан та манас мар тесе, вăрçă паттăрĕсене тепĕр хут аса илетпĕр. Вĕсем пурте пĕр тĕллевпе çапăçса Çĕнтерÿ кунне хăвăртрах çывхартма тăрăшнă. Вăрçă çулĕсенче пирĕн районта та нумай-нумай çын паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă.
Вĕсенчен пĕри - 1922 çулта Ыхраçырма ялĕнче çуралнă Павел Маркович Марков.
1941 çулхи июнь уйăхĕнче П.Маркова çар службине илеççĕ. Вăл 133-мĕш танксен полкне лекет, сапер ăсталăхне те алла илет. 1941 çултан пуçласа 1943 çулччен тĕрлĕ çапăçусене хутшăнать. Сталинград тесенех эпир çак хулашăн пынă хаяр çапăçусене аса илетпĕр. Атăл хĕрринчи хулана хÿтĕленĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» тата «Хăюлăхшăн» медальсемпе наградăлаççĕ. 1943 çултан пуçласа 1945 çулччен 242-мĕш саперсен батальонĕпе çапăçу çулĕпе Одер юхан-шыв урлă каçать, Берлина штурмлать. Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденне тата «Берлина илнĕшĕн» медаль илме тивĕçлĕ пулать. Фашистсен тĕп хулине илнĕ хыççăн Чехословаки çĕршывне, çавăн пекех унăн тĕп хулине Прагăна ирĕке кăларнă чухне уйрăмах палăрать. Ăна çак çапăçусемшĕн «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медальпе наградăлаççĕ. Вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленсен 1947 çулччен Псковри 376-мĕш Хĕрлĕ ялавлă стрелковăй дивизин 48-мĕш уйрăм сапер батальонĕнче службăра тăрать. Тĕрлĕ операцие хутшăнса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартать. Ăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăлаççĕ. Кунсăр пуçне унăн кăкăрĕ çинче иккĕмĕш хут «Хăюлăхшăн» медаль йăлтăртатма пуçлать.
СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1942 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче тухнă Указĕпе «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ, ăна 1944 çулта панă. Тăван çĕршывшăн çапăçнă вăхăтра хăйне паттăр, хăюллă, йĕркеллĕ сапер пек кăтартнă. Бассоня сали çывăхĕнчи Висла юханшыв урлă каçакан кĕпер тунă çĕрте уйрăмах палăрнă. Çурçĕрте, 1944 çулхи августăн 17-мĕшĕнче тăшманăн вăйлă миномет çулăмĕ айĕнче вăрман материалĕсене шыв урлă 4-мĕш хутчен илсе каçнă чухне снаряд çурăлнипе кимĕ тĕпне çурса янă. Çапах та хăюллă паттăр çухалса кайман, виçĕ свайине çиппе çыхса хурса кĕпер тунă вырăна тĕрĕс-тĕкел илсе çитернĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем сахал мар кăтартнă нимĕнрен те хăраман паттăр салтак. 1945 çулхи январĕн 12-25-мĕшĕсенче Марков юлташ хăйĕн маршрутне тăшманăн 138 мининчен тасатнă, çак ĕç пирĕн çарсене пĕр кăлтăксăр малалла иртме пулăшнă.
1947 çулта ăна демобилизацилеççĕ. Салтака вун тăххăрта тухса кайнăскер, киле вара çирĕм пиллĕкре кăна таврăнать. Ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕ салтак пĕтĕм Совет халăхĕпе пĕрле мирлĕ ĕçе тытăнать. Малтанах вăл тăван колхозра плугарьте ĕçлет. 1948 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Славаш ялĕнчи Еленăпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Канашри механизаци училищине вĕренсе пĕтерсе аттестат илнĕ хыççăн колхозра трактористра ĕçлет, каярах ăна ферма заведующине уйăрса лартаççĕ. Вăл ĕçленĕ Шăплат тата Ыхраçырма фермисенче мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасем çитĕнтернĕ.
Ĕçне чуна парса ĕçленĕшĕн ăна В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕпе наградăлаççĕ. Вăл ĕçлекен ферма коллективĕ тĕп тата пĕр хут çăвăрлакан сысна амисенчен нумай çурасем илсе районта малти вырăна тухать. Самăртмалли ушкăнри мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри хушăнакан чĕрĕ виçине 1 килограмм таран çитерет. Производствăра малта пынăшăн, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен социализмла ăмăртăвĕнче пысăк кăтартусем тунăшăн вăл 1971 çулта СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн çĕршывăн пысăк наградине - Ленин орденне илме тивĕçлĕ пулать. Ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн ял халăхĕ ăна темиçе хутчен те Пысăк Енккасси ял Совечĕн депутатне суйлать. Вăл «Районти чи лайăх ферма заведующийĕ» ята пĕрре кăна мар çĕнсе илет. Ăмăртура пысăк кăтартусемшĕн Мускаври халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкинче бронза тата кĕмĕл медальсене илме тивĕçлĕ пулать.
Вăл ертсе пыракан фермăра мăшăрĕ Елена Филипповна ветеринари фельдшерĕ пулса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем илме тивĕçет. «Ĕç ветеранĕ» медальсăр пуçне Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 30, 40, 50, 60 çул çитнĕ ятпа панă юбилей медалĕсемпе пĕрле Хĕç-пăшаллă Çарсене туса хунăранпа 50 тата 60 çул çитнĕ тĕле кăларнă юбилей медалĕсем те пур. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ĕçсĕр ларман, сад ĕрчетес енĕпе ĕçленĕ.