Пултарулăхĕ - тĕнче культурин пуянлăхĕ
2015 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ К.В.Иванов драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ тата паянхи чăваш литературин никĕслевçи çуралнăранпа 125 çул çитет. Унăн пултарулăхĕ – Пĕтĕм тĕнче культурин пуянлăхĕ.
Çак паллă событие халалласа шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ, унта 500 ытла ача хутшaнчĕ.
Эрнелĕхĕн 1-мĕш кунĕ ачасене чăвашлăх паллине тĕрлĕ енлĕ уçса паракан илĕртÿллĕ программăпа кĕтсе илчĕ. Çак кунах К.В.Иванова халалланă хаçатсен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем конкурса тăратнă хаçатсемпе тулли кăмăлпа паллашрĕç. Вĕсене хаçатсен содержанийĕ те, тĕрлĕ тĕслĕ туни те, творчествăлла калăплани те тыткăнларĕ. К.В.Иванов çинчен нумай çĕнни пĕлме пултарчĕç ачасем.
Эрнелĕхĕн кашни кунĕ усăллă та тухăçлă иртрĕ. Акă 7-мĕш класра вĕренекенсем Г.Левина тата Р.Иванова ертсе пынипе районти ача-пaча библиотекине çитсе К.В.Иванова халалланă уява хутшăнчĕç. Поэт пултарулăхĕ тăрăх йĕркеленĕ викторинăра тупăшрĕç, сăвăсем вуларĕç. 9 б класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕсем Г.Васильева тата П.Алексеев) çамрăк çыравçăпа Т.Дорофеевăпа (Миро) тĕл пулчĕç. Çакна та каласа хăвармалла, Т.Дорофеевăпа тĕл пулу каçĕ ирттересси шкулта йaлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кашнинчех ăна ачасем пысăк хавхаланупа йышăнаççĕ.
Эрнелĕхĕн 4-мĕш кунне чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем хăйсен урокĕсене К.В.Иванова халалларĕç: 5-7-мĕш классенче «К.В.Иванов пурнăçне пĕлетĕн-и?» викторина, «К.В.Иванов» презентаци куравĕ ирттерчĕç. Пур класс та викторинăра хастарлăх кăтартрĕ. Аслă классенче «Нарспи» поэмăн вилĕмсĕрлĕхĕ çинчен калаçрĕç. Ачасен шухăшлавĕ вара шкулта чăвашла вулав актуаллăхĕ мĕнле шайра пулнине ăнланса илме май пачĕ.
Республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиади те эрнелĕхпе пĕр килчĕ. Пилĕк çул хушши ĕнтĕ республика шайĕнче иртекен олимпиадăра пирĕн вĕренекенсем призерсен шутĕнче. Иртнĕ çулсенче пире Т.Дмитриева (вĕрентекенĕ Г.Левина), Р.Васильева (вĕрентекенĕ Р.Иванова), Т.Пугачева, А.Арсентьева (вĕрентекенĕ Г.Васильева), Н.Егорова, Т.Ларионова (вĕрентекенĕ В.Антонова) савăнтарчĕç.
Кăçалхи олимпиадăра Чăваш Республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекен 136 ача чăваш чĕлхипе тата литературипе ăс виçрĕç. Вĕсен шутĕнче пирĕн шкулта вĕренекенсем те: Т.Тихонова, И.Иванова, Е.Эверскова, А.Петрова. Виççĕшĕ - И.Иванова, Е.Эверскова (вĕрентекенĕ Г.Васильева), А.Петрова, (вĕрентекенĕ В.Антонова) тарăн пĕлÿ кăтартса призерсен шутне кĕме пултарчĕç.
Эрнелĕхĕн чи пысaк уявĕ «Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ» литература каçĕ пулчĕ. Ку каçа чылай вăхăт хушши хатĕрленни куçкĕрет. Уява пуçтарăннисем «Нарспи» поэмăри сыпăксене, «Хальхи самана», «Парăс» куçарăвне тата К.В.Иванова халалланă сăвăсене пысăк кăмăлпа итлерĕç. 5а, 10а, 11а, 11в класра вĕренекенсем К.В.Иванов хайлавĕсем тăрăх сцена çинче лартнă инсценировкăсем никама та хумхантармасăр хăвармарĕç. 6-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем хăйсен çепĕç сассипе «Хурăн çулçи» юрра юрлани пурин кăмăлне те кайрĕ. Эрнелĕх ачасемшĕн кăна мар, вĕрентекенсемшĕн те усaллă пулчĕ.
Чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен В.Антонова 6в класра (чăваш класĕ) «Юлташпа вăйсăрри те вăйлă» темăпа уçă урок пачĕ. Урокра аслă категориллĕ вĕрентекен ачасен шухăшлавне, вулас туртăмне аталантармалли çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курса кăтартса пачĕ. Калас пулать, чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курса вĕрентни ачасен чăвашла вĕренес туртăмне те ÿстерет.
Шкулта тăватă чăваш класĕ пурри (4б, 5а, 6в, 7а) питĕ аван, анчах çителĕксĕр. Çакна шута илсе çитес вĕренÿ çулĕнче «Инновационная чувашская школа» программăпа пĕрремĕш пĕр класс уçма палăртнă. Çак программăна пурнăçа кĕртес тесен «Чăваш хореографийĕ», «Чăваш хорĕн юрри» тата «Музей педагогики» кружоксен ĕçĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Çакна та палăртса хăварас килет, ачасене чăваш чĕлхине юратма вĕрентес ĕçре чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенсен тÿпи те пысăк. Чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ те кашни çулах вĕсен тăрăшулăхне кура интереслĕ те пуян содержаниллĕ иртет. Çулсеренех эрнелĕхе хутшăнакансен шучĕ те ÿссех пырать.