Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Района ЧР юстици министрĕ килнĕ

Района ЧР юстици министрĕ килнĕ

Март уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.Прокопьева çитсе курнă.

Чи малтанах министр район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулăва çавăн пекех райадминистрацин организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов, районти ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова, райадминистрацин право енĕпе ĕçлекен секторĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Родионова хутшăннă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче ЗАГС пайĕн ĕçне пăхса тухнă, социаллă хÿтлĕхсĕр граждансене адвокатсен тÿлевсĕр пулăшăвне парас ыйтăва çĕкленĕ, муниципалитетсен правăпа норматив ыйтăвĕсем тавра та калаçу пулнă, вĕсене Чăваш Республикин законодательствипе килĕшÿллĕн норматив шайне çитермеллине палăртнă. ЗАГС ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă май, Н.Прокопьева çемье тăнăçлăхне тытса тăма нумайрах мероприятисем ирттермелли çинчен каланă (ÿкерчĕк çинче). 2014 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх ЗАГС урлă çынсен 75,5 проценчĕ хăйсен ыйтăвĕсене электронлă вариант урлă татса пама тăрăшаççĕ. Ку пĕрре те ахальтен мар, хут çырса тĕрлĕ кабинетсем тăрăх çÿренинчен çакă самай çăмалрах, вăхăта перекетлеме пулăшать. Хальхи электронлă çыхăну вăй илсе пынă вăхăтра çакă калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та унпа питĕ активлă усă курмалла.

 



07 марта 2015
15:12
Поделиться