Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пысăк тупăш туса илесси шанчăклă

Çурхи уйăхăн çуррине çитрĕмĕр те. Умра - çураки. Ку енĕпе районта тахçанах ĕçлеме тытăннă: пĕрисем пахалăхлă вăрлăх туянаççĕ, теприсем ăна вырăнта тасатса кондицие лартаççĕ, минераллă удобренисем, тĕрлĕ техника тата ытти те туянаççĕ.

Районти ялхуçалăх предприятисемпе хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче çак яваплă тапхăра еплерех кĕтсе илме хатĕрленнипе район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тăтăшах интересленсе тăрать. Иртнĕ кунсенче Константин Владимирович ертсе пыракан ушкăн «Ямуков Г.Н.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче пулнă. Хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков ĕçлĕ ушкăна хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарнă май çуракине еплерех хатĕрленни пирки каласа панă. Кĕскен каласан кунта çураки валли мĕн кирлине пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ: тĕрлĕ техникăсене юсанă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тата минераллă удобренисем, тĕрлĕ культурăсен вăрлăхĕсем çителĕклĕ. 2014 çулта патшалăх пулăшăвĕпе 2300 тонна пахча-çимĕç вырнаçмалăх ?температура режимне пĕр пек тытса тăракан% хранилище туса хута янă.

 



11 марта 2015
15:05
Поделиться