Сĕт пахалăхне ултав мелĕпе ÿстермелле мар
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекенсен чĕртаварăн пахалăхне, калăпăшне тата хакне патшалăх енчен тĕрĕслемеллине каланă. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен хушма хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме ыйтнă. Çак ыйтусене кунсерен республикăри кашни муниципалитетра çĕклеççĕ, ăна ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев та тимлесех тăрать.
Çавна май иртнĕ кунсенче райадминистрацин ларусен залĕнче халăх туса илекен сĕт хакне йĕркелесе ярассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ А.Самаркин, Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин патшалăх ветеринарин надзор пайĕн аслă инспекторĕ Л.Иванов, Чăваш Республикин «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмарти станцийĕ» бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ В.Александров, кунти специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, сĕт сутакан активлă çынсем, район территорийĕнче хăйсен ĕç-хĕлне пурнăçлакан сĕт пуçтаракансем хутшăннă.
Сĕтпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусемпе Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин патшалăх ветеринарин надзор пайĕн аслă инспекторĕ Л.Иванов, Чăваш Республикин «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмарти станцийĕ» бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ В.Александров, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, сĕт туса илекенсемпе пуçтаракансем тухса калаçнă. Çивĕч ыйтусем чылай пулнă, вĕсем хушшинче ĕнесене антибиотиксемпе укол тунине шута илсе укçа тытса юлни пирки, кашни çын ятне тата вăл сутлăха паракан сĕт пахалăхĕн процентне хут çине çырса пурте курăнакан вырăна çакса хурасси пирки, сĕт паракансем хушшинче кăна мар, сĕте пухакансем хушшинче те ултавçăсем пурри тата вĕсемпе еплерех кĕрешмелли пирки, сĕтшĕн халăхпа вăхăтра талса пымалли çинчен, тухса çÿренĕ ял тăрăхĕсене тепĕр хутчен систермесĕр кайса сĕт пахалăхне тĕрĕслесси, сĕт пуçтаракансем хушшинчи ултавçăсене район территорийĕнчен кăларса ямалли пирки тата ыттисем те.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем сĕт пахалăхне виçмелли тепĕр прибор туянасси пирки те каланă, вĕсем уйрăм çынсем ĕне тытакан сĕт пахалăхне вырăнтах кăтартма пултараççĕ, ку питĕ меллĕ.
Вăрмар райповĕн 11 лавкки те сĕт пуçтарать, вĕсем те ыйтусене мĕнле татса памалли пирки шутлаççĕ. Çакна палăртмалла, райпо лавккисем хушшинче чи лайăх сĕт пухакан Саруй ялĕнчи лавкка. 2014 çулта вăл халăхран сĕте чи нумаййи пухнă - 78 пин литр. Анчах та юлашки вăхăтра сĕт пахалăхĕ чакни, укçа вăхăтра тÿлеменни пирки сăмах тухни пурне те канăçсăрлатать. Ку сĕт пуçтаракансем хушшинче ултавçăсем пурри пирки калать. Кам мĕнле сĕт сутнине пурте пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ, пахалăха кура пĕрне хушса тÿлени, тепринчен укçа-тенкĕ катса юлни ял халăхне вăрçтарса яма пултарасси те пăшăрхантарать.
Вăрмар тăрăхĕнче паян сĕт пуçтаракансем çиччĕн, çав шутра Вăрмар райповĕ те. Апла пулин те конкуренци çук мар, çапах та сĕт хакĕ 18 тенкĕрен 17 тенкĕне анса ларнă. Çу кунĕсем çывхарсах пыраççĕ, çавăнпа та сĕт малалла йÿнелсе пырĕ. Ялхуçалăх министрĕн заместителĕ шутланă тăрăх, çуллахи тапхăрта та сĕт хакĕ 12 тенкĕрен сахалрах пулмĕ.
«Халăх паракан сĕт пахалăхĕ лайăх пулсан, уншăн тивĕçлĕ тÿлемелле, ку пирĕн тĕп задачăсенчен пĕри. Тĕрĕс мар ĕçлеме тытăнсан, ĕне усракансен йышĕ чакас хăрушлăх пур», - терĕ Алексей Александрович. Ларура сĕт сутакансемпе пуçтаракансем хушшинче килĕшÿсем тумалли пирки калаçрĕç, пайтаçă халăхпа килĕшÿ туса ĕçлеме хирĕç мар. Документра сĕт пахалăхне, хакне, тÿлев вăхăтне кăтартни те хăратмасть вĕсене, анчах çынсем пурте килĕшĕç-ши/ Мĕншĕн тесен ултавçăсем суйма хăнăхнă.
Вăрмарти ветслужба ĕçченĕсем ял тăрăхĕсене тухса çÿренĕ тăрăх анализ туса ирттернĕ. Ял сĕтĕнче çу хисепĕ 3,1-3,4 процент хушшинче вылять, чи çÿлли 4,1 процент пулнă, анчах та ултавçăсем тупăнсах тăраççĕ - сĕте 9 процент таран шыв хутăштарнă тĕслĕхсем те пулнă. Договорпа килĕшÿллĕн сĕт çулăхĕ 3,4 процент пулмалла, çав вăхăтрах пĕрисен ĕне 4,1 процентлă сĕт парать, теприсен 3,1 процентлă, тепри вара 2,8 процентлă сĕт илсе килсе парать, пĕр цистернăна ярсан вара пĕтĕм сĕт пахалăхĕ пĕрпекленет. Договорпа ĕçлеме тытăнсан сĕт пахалăхĕ ÿсет, анчах та калăпăшĕ чакать.
Çакăн пек мероприятисем ирттерни пуриншĕн те усăллă тесе калас килет, кунта пĕр-пĕринпе тĕл пулса, пăшăрхантаракан ыйтусене пĕрле ларса сÿтсе явма пулать. Ларăва хутшăннисем пĕр-пĕрне илтни, ăнланни паллă пулчĕ - сĕте йышăннă чухне пахалăхне куллен тĕрĕслесе тăмаллине, сĕт пахалăхне кура хакне те тĕрĕс тÿлемеллине тата сĕт паракансемпе пуçтаракансем хушшинче килĕшÿсем çирĕплетмеллине палăртрĕç. Çакăн пек майпа ĕçлесен анчах йĕркелĕхе тытса пыма май пулать.