Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хÿтлĕх шыраса килнисем пирки сăмахăм

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă хăрушă вăрçă нумай çыншăн кĕтменлĕх пулнă. Уйрăмах хĕвел анăç чикки таврашĕнчи хуласемпе ялсенче пурăнакансемшĕн вăл пысăк инкек илсе килнĕ. Вĕсем тăван тăрăхĕнчен тарса тухса Мускав еннелле кайнă. Кунта та лăпках пулман - ирсĕр фашистсем Совет çĕршывĕн тĕп хулине тытса илсе тĕп тума шутланă. Эвакуациленисене Атăлпа Урал тăрăхнелле ăсатнă.

1942 çул пуçланнă тĕле Чăваш Республикине 60633 çын килсе çитнĕ. Кам кăна пулман вĕсем хушшинче: ватă-вĕтĕ, ача-пăча, хĕрарăмсем. Чылайăшĕн хĕллехи вăхăтра тăхăнмалли тумтир те пулман. Апат-çимĕç çитмен. Вăрçă вырăнĕсенчен тарса килнисене ытларах ялсем тăрăх салатнă. Колхозсем, предприятисем эвакуациленисене килсене, хваттерсене вырнаçтарнă, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ.

Вăрмар тăрăхне ытларах Мускавран, Мускав облаçĕнчен, Ленинградран, Ленинград облаçĕнчен килнĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисем пулнă: вырăссем, украинсем, белоруссем, еврейсем, чикансем ... Хăш-пĕр çемьесем 5-6 çынран тăнă. Вăрмар тăрăхĕнчи ялсенче пин çурă çын пурăнни паллă.

Архиври хутсем çапла каласа параççĕ:

Арапуç ялĕнче - 177, Кĕтеснерте - 111, Чупайĕнче - 87, Çĕнĕ Вĕренерте - 36, Тикашра - 79, «Хĕрлĕ Кĕтнере» - 139, Паттире - 37, Пысăк Енккассинче - 34, Аслă Чакра - 45, Кавалта - 104, Мăнçырмара - 145, Аякри Мăнçырмара - 178, «Хĕрлĕ Мăнтăрта» - 73, Энĕшпуçĕнче - 96, Атайкассинче - 18, Кивĕ Вăрмарта - 173, Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче - 37, Пĕчĕк Енккассинче - 34, Анаткасра - 6, Калинин ячĕллĕ колхозра - 18, Пăвакасси колхозĕнче – 20, Коминтерн ячĕллĕ колхозра - 63, Молотов ячĕллĕ колхозра - 44 çын пурăннă. Ĕçлеме пултаракансем хуçалăхсенче, учрежденисенче вăй хунă. Ватăсем ачасене пăхса асăрхаса тăнă, пултараканнисем чăлха-алсиш çыхнă. Ĕçкунĕсене çырса пынă журналсенче хăш-пĕр çемьесем кил-йышпах ĕçленине палăртнă. Паллă таврапĕлÿçĕ Г.Эверсков çапла каласа парать: «Кивĕ Вăрмарти совхоза ертсе пынă çулсенче Мускав хулинче пурăнакансенчен çырусем илеттĕм. Пенси çулне çитнĕ çынсем хăйсем 1941-1944 çулсенче колхозра вăй хунине çирĕплетекен справкăсем ярса пама ыйтаççĕ-мĕн. Паллах, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтереттĕмĕр».

Эвакуациленисенчен чылайăшĕ вăрçăччен фабрикăсенче, тĕрлĕ учрежденисенче вăй хунă. Ял хуçалăхĕпе пач та çыхăнман темелле. Бухгалтер, перекет банкĕн заведующийĕ, корректор, парикмахер, столовăй хуçи, библиотекарь, атă-пушмак ăсти, пир-авăрçă, кладовщик пулнисем ака-суха ĕçĕсене хăнăхнă. Ĕне сунă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Вырма вăхăтĕнче çурла йăтса хире утнă, кĕркуннепе хĕлле авăн çапнă. Кунти çынсемпе хутшăнса чăваш чĕлхине самаях тĕшмĕртме вĕреннĕ. Чăваш юррисене кăмăлланă. Пĕр эвакуированнăй хĕрарăм çапла аса илсе çырни пур: «Чăваш ялĕнче пурăннă май ир-ирех тăрса уя каяттăмăр, кунĕпе ĕçлеттĕмĕр, хĕвел ансан та тÿрех киле таврăнман-ха - ĕçленĕ, фронта пулăшас тенĕ. Чăвашсем пире çурла тытма, вырма, авăн çапма вĕрентрĕç. Кăнтăрлахи апата ларсан пĕр пысăк йывăç тирĕкрен яшка сыпаттăмăр, уйран ĕçеттĕмĕр. Йывăр пулсан та, пирĕн çарсем тăшмана çĕнтерме тытăнсан, питĕ савăнаттăмăр. Часах тăван киле таврăнатпăр ĕнтĕ теттĕмĕр».

Вăрçăран тарса килнисен хушамачĕсем хăйне евĕрлĕ: Цыбульский, Зкурская, Галл, Шукст, Сапгир, Лейбман, Ваймлер, Сальена, Вестергельм, Кейних, Изсаюк, Чеба, Япайт, Мопараль, Иошна, Фрейдина, Дрейцер, Геллер тата ытти те. Вырăнти çынсем вĕсене хушамат е национальноç тăрăх уйăрса пăхман - пурне те лайăх пурăнма, вĕренме е ĕçлеме майсем туса панă, пĕчĕккисемпе ватăсемшĕн тăрăшнă. Акă ĕç ветеранĕ Р.Долгова çапла аса илет: «Пирĕн кил Ленинград таврашĕнчен тарса килнĕ тăватă çемьене йышăннăччĕ. Çапла, пĕр çуртра 13 çын пурăнтăмăр. Аслисем колхозра ĕçлетчĕç, пĕчĕккисене пирĕн кукамай пăхатчĕ». Çынсене ĕçлеме, вĕренме майсем туса пани, ватăсемшĕн тăрăшни ытахальтен пулман - фронтра çапăçакан салтаксем тăванĕсем хÿтлĕхре пурăннине пĕлсе тăшманпа тата вăйлăрах çапăçма хавхаланнă.

Эвакуированнăй çамрăксем çул çитнипе çара кайнă, вăрçа хутшăннă. Шел, хăшĕ-пĕри çапăçу хирĕнчен тухайман. Вĕсем пирки Вăрмар тăрăхне хура хыпарлă хутсем килнĕ. Акă, В.Мурашов 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче, М.Костыгов 1943 çулхи февраль уйăхĕнче паттăрла пуç хуни пирки Чупайĕнче пурăннă çемйисене хыпар çитернĕ.

Тăшмана Тăван çĕршыв чиккинчен хăваласа кăларсан вăрçăран тарса килнисем хăйсен килĕсене таврăнма пуçланă. Паллах, пĕртте çăмăл пулман. Вĕсем фашистсем аркатса хăварнă хуласемпе ялсене таврăнаççĕ-çке! Мĕн кĕтет вĕсене! Çапах та тăван кил-вĕт! Чăваш халăхĕ вĕсене каллех ырă тума тăрăшнă: ĕçкунĕсем тăрăх илнĕ тыр-пулла, аш-какая, выльăх-чĕрлĕхе вырăна илсе çитерме пулăшнă.

Çапла, эвакуаци йĕркипе килнисем Çĕнтерĕве çывхартас тесе пĕтĕм вăй-халне панă.

 



18 апреля 2015
16:02
Поделиться