Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Астăвăм эстафети» Вăрмар тăрăхĕнче

«Астăвăм эстафети» Вăрмар тăрăхĕнче

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çитрĕ, хуласемпе районсенче тĕрлĕ акцисем, мероприятисем, митингсем иртеççĕ. Вĕсене çĕршер çын хутшăнса ветерансене, вăрçăпа тыл ĕçченĕсене сума сăвать, вăрçăра паттăррăн çапăçса вилнисене чыс тăвать.

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул тата автомобильпе çул-йĕрĕн Мускаври институтне 15 çул çитнине халалласа автомобильпе çул-йĕрĕн Мускаври институчĕ ЧР Шалти ĕçсен Министерствипе пĕрле апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа майăн 8-мĕшĕччен çамрăксем хушшинче патриотизм туйăмне аталантарас тĕллевпе «Астăвăм эстафети» авточупу ирттернĕ. Майăн 5-мĕшĕнче Вăрмар тăрăхĕнче авточупу пулчĕ. Поселокри тĕп площадьре чаплă лару-тăрура митинг иртрĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕсем, райадминистрацин пай начальникĕсем, секторсен заведующийĕсем, специалистсем, автомобильпе çул-йĕрĕн Мускаври институчĕн 1, 2, 3, 4-мĕш курс студенчĕсем тата преподавательсем, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9-11 классенче вĕренекенсем хутшăннă.

Саламлă сăмахсемпе пухăннисем умĕнче райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçрĕ. Вăл çывхарса килекен пысăк уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, мирлĕ пурнăç сунчĕ, ветерансене Çĕнтерÿшĕн тав турĕ. Вăтакас ялĕнче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Н.Федотов сăмах илчĕ. Вăл çапăçу хирĕнче пулса иртнисем пирки каласа пачĕ. Николай Федотовича автомобильпе çул-йĕрĕн Мускаври институчĕн студенчĕсем асăнмалăх парне пачĕç.

Унтан митинга хутшăннисем Çĕнтерÿçĕ-салтака асăнса лартнă палăк умĕнче чечек кăшăлĕ хучĕç, пурте пĕрле пухăнса сăн ÿкерттерчĕç.

 



13 мая 2015
11:48
Поделиться