«Пирĕн республика. Тĕп тема»
Чăваш Республикинчи «Чувашия» ГТРК, Чăваш Енри наци телерадиокомпанийĕпе «Советская Чувашия» хаçат пĕрле хатĕрленĕ «Пирĕн республика. Тĕп тема» проект май уйăхĕн 5-мĕшĕнче эфира тухнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Республикăра ялхуçалăх енĕпе ĕçсем еплерех пынипе кăсăкланакансем паянхи кунăн тĕп темипе иртнĕ программăна курса паллашнă. Халĕ программăн хаçат версийĕпе паллаштарасшăн.
Çуркуннехи пĕр минут та çулталăк тăрантарать
Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра çуракине еплерех хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе малтанах Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнчен аякрах мар вырнаçнă «ВДС» ялхуçалăх предприятине çитнĕ. Малтанах республика Пуçлăхне М.Игнатьева хуçалăх учредителĕ А.Федоров халиччен нихăçан та сухаланман çĕр лаптăкĕпе паллаштарнă. Ку археологи объекчĕ пирки Михаил Васильевич хăй те тахçанах пĕлнĕ пулнă, çавăнпа та ăна культурăлама сĕннĕ.
Ялхуçалăхĕнчи механизаторсем ĕлĕкхи йăла-йĕркене тытса пырса суха ĕçне тытăниччен кунта килсе ваттисенчен ирĕк ыйтаççĕ. Сăмах май каласан, кунти ĕçченсем Турă çине шанаççĕ пулсан та хăйсем те алă усса лармаççĕ, çавăнпа та вĕсен ĕçĕ ăнăçать те. Чăваш Ен Пуçлăхне вĕсем хăйсен ĕçĕпе уй-хиртех паллаштарнă. Малтанхи икĕ çул хушшинче вĕсем 500 гектар çинче акса-лартса илнĕ, каярахпа усăсăр выртакан федераллă çĕре арендăна илнĕ. Халĕ вĕсем 4,5 пин гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ культурăсене акса-лартса туса илеççĕ. М.Игнатьева вĕсем хăйсем ĕçлекен тракторсемпе акмалли агрегатсене пĕр мухтанмасăрах кăтартса çÿренĕ. А.Федоров парăмсем ăшне путнă «Броневик» колхоза çĕнĕрен аталантарса янă. Кунта халĕ хуçа пурри палăрать - пурте йĕркеллĕ. Вăрлăхлăх тырă вĕсен хăйсене валли те çителĕклĕ, сутлăх та пур. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсем тупăшлă ĕçлеççĕ ?сахалтан та 10 млн тенкĕ%. Çак укçа-тенкĕрен хуçалăхра ĕçлекенсене преми те параççĕ, социаллă пакет та пур. Пурăнмалли кил-çурт туянма кăмăл пуррисем килĕшÿ мелĕпе 700 пин тенкĕ таран процентсăр кредит та илме пултараççĕ. Михаил Васильевич Чурачăкри çамрăксем мĕнле пурăннипе интересленсен ăна ялта пурăнакансем валли лайăх тÿлекен ĕç вырăнĕ, канма - спорткомплексĕ пуррине пĕлтернĕ. Ял аталанăвĕ куç умĕнче. Апла пулсан, çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕн малашлăхĕ пуррине палăртнă республика Пуçлăхĕ. «Çĕрпÿ районĕнче малтанхи çулсенче çĕрĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ усăсăр выртнă. Хальхи вăхăтра пурне те сухаланă, ку ĕçсем ытти çĕрте те пурнăçланса пыраççĕ. Паянхи кун СШАпа Евросоюз Раççее хирĕç экономикăллă санкци кăларнă хыççăн пирĕн хамăрăн производствăна вăя кĕртмелли паллă. Çĕршыв хăйне хăй тăрантарма пултарать, çавăнпа та пирĕн ытларах вăй хурса ĕçлеме тивет», - тенĕ тĕлпулура Михаил Васильевич. Хуçалăхри çĕнĕлĕхсемпе паллашнă хыççăн «Паян çурхи кун кăна мар, унăн кашни минут тăрантарать. Кунти çĕр ĕçченĕсем пурăнма пĕлеççĕ. Пурте сирĕн пек пулсан питех те аван пулĕччĕ», - тенĕ М.Игнатьев хуçалăхри ĕç-хĕлпе кăмăллă пулнине пытармасăр.
Куç хăрать те алă тăвать
Малалла Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ çул-çÿревĕ Канаш районĕнчи Янгăлч ялĕнчи Никоновсен фермине пулнă. Çĕр çинче мĕнле ĕçлеме вĕренмеллине вĕсенчен тĕслĕх илмелли сахал мар. Валерий Михайловичпа унăн мăшăрĕ Вера Арсентьевна выльăх-чĕрлĕхпе 2005 çулта ĕçлеме тытăннă. Малтанах вĕсен виçĕ ĕне пулнă. 2011 çулта хуçалăх мелĕпе 40 пуç вырнаçмалăх ферма туса лартнă. 2014 çулта «Хресчен ?фермер% хуçалăх никĕсĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çемье фермине аталантарас» конкурса хутшăнса 5 миллион тенкĕ укçа илме пултарнă. Вĕсем вара çак укçа-тенкĕпе кĕске вăхăтрах çынна тĕлĕнмелĕх, хăйсене савăнмалăх ферма хăпартса лартнă. Александрпа Алексей ывăлĕсем тата кинĕ Эльвира строительство ĕçне ырми-канми хутшăннă, халĕ те вĕсен пĕр канăç та çук. «Сăвакан ĕнесене 100 пуçа çитересшĕн», - теççĕ Никоновсем хăйсен малашлăх планĕпе республика Пуçлăхне М.Игнатьева паллаштарнă май. Вĕсен тĕллевĕсене Михаил Васильевич ырланă. Фермăра патшалăх предприятийĕнчи пекех - ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ, лайăх ĕçленĕшĕн преми те параççĕ. Хăйсен кредичĕсене те вăхăтра тÿлесе пыраççĕ. Халĕ вĕсен патшалăх пулăшăвĕ те илме пулать. Михаил Васильевич фермерсене сăвакан ĕнесем кĕтÿре çÿренине сăнаса тăмашкăн компьютер туянма сĕннĕ. Çапла туни производствăна йĕркелесе яма тата ÿстерме май парассине çирĕплетсех каланă. Фермерсем кун пирки шухăшласа пăхма шантарнă, вĕсен тепĕр темиçе çултан специалистсем татах хутшăннаççĕ - килте икĕ шкул ачи çитĕнет, пĕри кĕçех шкул пĕтерсе экономиста вĕренме каясшăн. Фермерсемшĕн ку питех те пысăк пулăшу пулĕ. Никоновсен аслă ывăлĕн пĕчĕк ачи те çут тĕнчене килнĕ. Вĕсене çурт-йĕр çавăрас е туянас тĕллевпе 70 процентлă субсидие илмеллин йĕркипе паллаштарнă. «Ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри ялта пурăнакан 4483 çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ, çав шутра 1,5 пин ытла çамрăк çемьесемпе агропромышленноçĕнче вăй хуракан специалистсене. Çак тĕллевпе кăçалхи çул федераллă бюджетран Чăваш Ене 87 млн тенкĕ уйăрнă.
Чăвашри «Моцарелла» Италиринчен пĕрре те начар мар
Комсомольски районĕнчи Новое Изамбаево ялĕнче сĕт завочĕ пур. Унта пулса курсан «Чăвашсенне туян»,- тесе чĕнсе калани ахаль сăмах çеç маррине куçпа курса ĕненетĕн. Ку предприятине Армени çынни В.Агамирян ертсе пырать. Сĕт заводĕнче продукци туса кăларассине, нимĕнле хутăш хушмасăр, хальхи технологипе усă курса лайăх оборудованипе пурнăçлаççĕ. Вĕсен пĕр пайне хамăр республикăрах туяннă. Чăваш Енре сыр туса кăларассине пуçарса яни «Изамбаевский» завод ăнăçлă ĕçлесе пынин тĕслĕхĕ те. Çакă ют çĕршывран илсе килекен таварсене лавккасен çÿлĕкĕнчен хĕстерсе кăларма та пулăшать. Раççейри хуласем хушшинчи пицца кăларакан Санкт-Петербургри фирма хальхи вăхăтра «моцарелла» сыра Аппенинск çурутравĕнчен мар, Новое Изамбаевăри сĕт заводĕнчен туянать. Чăвашра туса кăларнă продукт Италиринчен лайăхрах та, йÿнĕрех те.
Заводсемпе фабрикăсенче пулнă вăхăтра М.Игнатьев яланах унти ĕç условийĕсемпе кăсăкланать. Хальхинче те çаплах пулнă. Республика Пуçлăхне кунта ĕçлекен Е.Соколова оператор кунти ĕçченсем апатланакан столовăйне çитсе курма сĕннĕ. Апатланма паракан талонсем йÿнĕ, тĕслĕхрен пĕр блюдăшăн 20 тенкĕ тÿлемелле, çав вăхăтрах чей куркине сĕтел çине тÿлевсĕр лартса параççĕ. Кунта пулнă хыççăн Михаил Васильевич апачĕ тутлă та техĕмлĕ пулнине палăртнă, пĕçерекенсене ырă сăмахсем каланă.
«Изамбаевский» заводра кĕçех çĕнĕрен ĕç вырăнĕсем пулассине пĕлтернĕ В.Агамирян республика Пуçлăхне, мĕншĕн тесен кунта производство пÿлĕмĕсене реконструкцилеме тата çĕннисене хăпартса лартма палăртнине пĕлтернĕ вăл. Комплекслă йышăнăва М.Игнатьев ырланă пур енчен те пулăшма хатĕррине палăртнă.
Инвесторсем хамăрăн пулмалла
Ĕç çине çăмăлттайла пăхакан харпăрлăхçăсен айăпĕпе юлашки çулсенче панкрута тухнă Чăваш Енри апат-çимĕç отрасльне тепĕр хут ĕçлеттерсе ямалла. Малтанхи вăхăтсенче çĕршывĕпех паллă пулнă Шупашкарти аш-какай комбиначĕ 2012 çулта таварçаврăнăш пулманнине пула ĕçлеме чарăннă. М.Игнатьев пуçаруллă çынсем тупма пултарнă. 2014 çулта «Агро-Инвест» акционерсен хупă обществи Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче пĕр линине ĕçлеттерсе ярса аш-какай продукчĕсем туса кăларма тытăннă. 2017 çул тĕлне инвестици проектне пурнăçа кĕртсе предприятине реконструкцилесе çĕнетесси пырать. Ăна пурнăçлама 1,5 млрд тенкĕ укçа кирлĕ. Малтан кунта ĕçленĕ рабочисемпе инженерсем чылайăшĕ каялла таврăнма кăмăл тунă. Малтан кунта ĕçленĕ пулнă, халĕ тĕп технологра вăй хуракан Е.Кашанован шăрттанпа сервилатăн чапне каялла тавăрас енĕпе туса хатĕрленĕ бизнес-планне М.Игнатьев кăмăлпах итленĕ. Ку продуктсене туса кăларас çĕрте унăн хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Паянхи куна Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче талăкра 2 тонна аш-какайран 100 тĕрлĕ издели туса кăлараççĕ. Вĕсене туянакансем хаклаççĕ. Пулса иртнĕ йăнăшсене малашне шута илсе лайăхрах та тухăçлăрах ĕçлессине палăртнă республика Пуçлăхĕ, пули-пулми çынсене шанма юраманни çинчен те каланă. Паянхи кун Чăваш Республикинче пур ĕçе те шанма юрăхлă çынсем пурри çинчен те чарăнса тăнă. Инвесторсем хамăрăн кăна пулмаллине те çирĕплетнĕ.
«Советская Чувашия» хаçат корреспонденчĕ Раççей ялхуçалăх министерствин руководителĕ улшăннă хыççăн еплерех ĕçлесси пирки ыйтсан, Михаил Васильевич çапла каланă: «Федераллă министерствăсемпе пирĕн яланах ĕçлĕ хутшăнусем пулнă. Ведомствăсем пĕлтернĕ конкурссемпе экономикăллă программăсене хутшăнма эпир яланах заявкăсем тăратнă, анчах пирĕн ыйтăва хăш-пĕр чухне темшĕн айккине илсе хунă. Хальхи çĕнĕ министрпа А.Ткачевпа пирĕн ĕçлĕ хутшăнусем аван. Вăл нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ «Раççей - спорт çĕршывĕ» пĕтĕм халăхсем хушшинчи спорт форумне килсе кайрĕ, эпир унпа калаçрăмăр. Çĕнĕ должноçа лартнă ятпа эпĕ ăна саламларăм. Вăл ялхуçалăх ĕçченĕ, пултаруллă, унăн ĕçĕ те малалла кайĕ. Ялсене аталантарасси те çĕнĕлле пулса пырĕ».
Умра - çураки, çавна май пирĕн районта та ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ
Çурхи хĕвеллĕ кунăн кашни минучĕпе туллин усă курас тесе тăрăшаççĕ пирĕн районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăх ĕçченĕсем. «Çурхи кунăн пĕр минучĕ те çулталăк тăрантарать», - тенине асра тытса ирпе-ирех ĕçе тытăнса сĕм çĕрлеччинех тăрăшаççĕ вĕсем. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнчи оперативлă даннăйсем тăрăх кăçалхи майăн 12-мĕшĕ тĕлне çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 6633 гектар çинче акнă, е çакă планпа палăртнинчен 55,1 процент. Хăмлан тĕп тымарне 22 гектар çинче каснă. Нумай çул ÿсекен курăксене 4455 гектарне сÿреленĕ, палăртнинчен шутласан 90 процент, çавăн пекех 388 гектарне апатлантарнă. Кĕркунне сухаласа хăварнă 7251 гектара культиваци тунă (85,4 процент). Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 2700 гектарне (61 процент) апатлантарнă, 4364 гектарне сÿреленĕ (98 процент), 100 гектар çинче горчица акнă. 100 гектар çинче çĕр улми лартнă, планпа палăртнинчен шутласан 7,8 процент. Çурхи ĕçсем малалла пыраççĕ.