Сыхланакана Турă сыхлать
Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ, умра шкул вĕренекенсемшĕн вара чи савăнăçлă вăхăт - çуллахи каникул. Çак вăхăт, чăн та, ачасемшĕн ырри кăна илсе килтĕр тесен пирĕн , аслисен, кун çинчен паянах тĕплĕн шухăшлас пулать.
Çуллахи шăрăх кун сар хĕвел хĕртсе пăхнă чух епле чăтăн-ха кÿлĕ хĕрне кайса шывра ишмесĕр? Анчах шăпах çуллахи вăхăтра çул çитменнисен аманасси-сусăрланасси, вилесси ÿсет. Кану синкерлĕ килсе ан тухтăр тесен пирĕн, аслисен, паянах кун çинчен шухăшлас пулать. Ача-пăчан лайăх, тĕрлĕ енлĕ ишме вĕренмелле, шыва кĕмелли чи çăмăл правилăсене асра тытмалла.
- Шыва сывлăш температури 25 градусран, шыв температури 22 градусран сахалрах мар пулсан кăна кĕмелле.
- Ишме ятарлă вырăнсенче, пулăшуçăсен служби ĕçленĕ вырăнта кăна юрать.
- Эсир ишме пĕлетĕр пулсан та, тÿрех тарăн вырăна кĕме юрамасть, шăнăр туртма пултарать е тăна çухатма пултаратăр.
- Пĕлмен вырăнсенче шыва чăммалла мар, кимĕсем иртсе кайнă чухне патне пыма юрамасть, шывра вылямалла мар.
- Ÿсĕрле шыва кĕме юрамасть, статистика пĕлтернĕ тăрăх, 90 проценчĕ шывра ÿсĕрле путса вилет.
- Тăн çухатакансен, тытамак (эпилепси) чирĕпе чирлекенсен шыва кĕме тăхтамалла, е кам та пулин юнашар пулнă чухне анчах кĕмелле.
- Тарланă пулсан, вĕриленсе е шăнса кайсан шыва кĕмелле мар, юн тымарĕсем валли сиенлĕ вăл, майĕпен ÿт-пĕве шывпа сирпĕтмелле.
- Чĕтреве ерсен шывран пĕр тăхтамасăр тухмалла.
- Тÿрех пĕвене ишсе каçмалла мар, çыран хĕрринче ишсен аванрах пулать. Варрине ишсе çитнĕ пулсан, вăй пĕтсен, çурăм çине выртса канса илмелле.
- Пĕччен шыва кĕме нихăçан та ан кайăр, çумра кам та пулин пултăр, ачасен пушшех те аслисем пур пулсан анчах шыва кĕме юрать. Тепĕр хут аса илтеретпĕр: ÿсĕрле шыва ан кĕрĕр.
- Ачасене шыв тăракан вырăнсене пĕччен ямалла мар, вĕсене аслисем çук пулсан шыв патне пыртарма юрамасть. Шыв мĕнле хăрушă пулни çинчен ан манăр.
- Ачасем хыççăн питĕ тимлĕ сăнаса ларăр, шыв хĕрринче хăйсене пĕччен ан хăварăр. Хăвăр ачăрсем хыççăн анчах мар, юнашар канакан палламан çынсен ачисене те сăнаса ларма тăрăшăр, ют ачасем пулмаççĕ, тепĕр чухне вĕсем те сирĕн ачасене çăлса хăварма пултараççĕ.
- Шывра ишмелли вĕрсе хăпартнă хатĕрсем çине ытлашши ан шанăр, хăш чухне ачасем вĕсенчен тухса ÿкеççĕ е çаврăнса каяççĕ.
- Çыран хĕрринчен инçене, тарăн вырăна ишсе кайма хăрушă пулни çинчен ăнлантарăр.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Ачăрсемпе çуллахи вăхăтра тимлĕ пулăр, вĕсене вăл е ку лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарăр. Пурнăçран хакли нимĕн те çук.