Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Каникул усăллă ирттĕр

Каникул усăллă ирттĕр

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕнче право йĕркисене пăсасран асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ Ю.Никифоров хутшăннă.

Район территорийĕнче преступлени тăвассине чакарас енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен тата преступление хирĕç порфилактикăлла мерăсем йышăнни пирки РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн участокри уполномоченнăйсемпе тата çул çитмен ачасен инспекциĕпе ĕçлекен начальникĕ А.Герасимов паллаштарнă. Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн заместителĕ З.Дмитриева çул çитмен ачасен канăвне усăллă йĕркелесси çинчен тухса калаçнă. Çул çитмен ачасен канăвне йĕркелес тата сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, ĕçпе тивĕçтерес, çав хушăрах пурнăçри йывăрлăхсене кĕрсе ÿкнĕ, социаллă йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене пур енлĕн пулăшса пырасси çинчен районти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрти О.Петрова пĕлтернĕ. Çул çитмен ачасем право йĕркисене пăсасран профилактикăллă ĕçсем туса ирттересси пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, комисси председателĕ Ю.Соколов тĕплĕн ăнлантарнă. Вăл каланă тăрăх, кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче çул çитмен 22 ача шутра тăрать, вĕсенчен шкулта вĕренекен 13 ача, професси училищисенчен - 4, ниçта та вĕренмен тата ĕçлемен 5 ача. Районта ăнăçсăр çемьесем 67, вĕсенче çул çитмен 113 ача пурăнать. Ăнăçсăр, ашшĕ-амăшĕсем тăтăшах эрех ĕçекеннисем районта пурĕ 15 çемье, вĕсенче 27 ача пурăнать. Кăçалхи 4 уйăхра «Районти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр» бюджет учрежденине çул çитмен 14 ачана вырнаçтарнă.

 



09 июня 2015
16:41
Поделиться