Тăрăшакана - хисеплĕ ят
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М.Игнатьев Социаллă работниксен кунĕнче Раççей Федерацийĕн Пенси фондĕнче палăрмалла вăй хунăшăн тата ăна аталантарас çĕрте нумай çул ĕçленисене «Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн отличникĕ» кăкăр çине çакмалли знак парса хавхалантарнă.
Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеш - Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Управленийĕн начальникĕн заместителĕ Т.Васильева та çак палăртнă знака илме тивĕçлĕ пулнă. Пысăк наградăна вăл ĕçре уйрăмах палăрса тăнипе тивĕçнине коллектив та çирĕплетсе парать. Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикин Пенси фончĕн управляющийĕн заместительне Ю.Шипова «Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли знака панă. Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикин Пенси фончĕн коллективĕн ĕçне пĕтĕмлетнин результачĕпе вăл Раççейре пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Пенси фончĕ çĕнĕлĕхсене тăтăшах пурнăçа кĕртсе пырса халăха тĕрлĕрен пулăшусем кÿрет. РФ Пенси фончĕн сайтĕнче граждансемпе страховательсем валли «Личный кабинет застрахованного лица» тата «Кабинет плательшика», «Предварительная запись на прием и заказ документов», «Формирование платежных документов» электронлă сервиссем ĕçлеççĕ. «Пенсионный калькулятор» электронлă заявленисене йышăнать тата пенсине илсе çитерессин вăхăтне палăртать. Граждансене меллĕ пултăр тесе кирлĕ тĕрлĕ документсене ведомствăсем хушшинчи информаци системи урлă е нумай функциллĕ Центр пулăшăвĕпе усă курса парассине йĕркеленĕ. Пенси фончĕ Чăваш Республикин влаç органĕсемпе пĕрле кашни çул социаллă программăсене пурнăçа кĕртет, çамрăксемпе пенсионерсене валли вĕрентÿ программи йĕркелет, «Лучший страхователь» конкурс ирттерет. Регионсем хушшинчи «Регионы — сотрудничество без границ» выставкăра ăнлантару ĕçĕсем ирттерет.
Чăваш Республикинчи Пенси фончĕ 358 пин пенсионера, 106 пин федераллă çăмăллăх илекенсене, 60 пин ачаллă çемьесене пăхса тăрать. 63 пин ĕç паракансемпе тата предпринимательсемпе пĕрле ĕçлесе пырать. Çавăн пекех республикăра пурăнакансен уйрăм пенси счетне шута илессипе ĕçлет.