Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Иртнине манмасăр, малашлăхшăн тăрăшса

Иртнине манмасăр, малашлăхшăн тăрăшса

Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул (малтанхи вăхăтра вăл вăтам шкул пулнă) 70 -мĕш çул пуçламăшĕсенчех ĕçлеме тытăннă. Ăна Тупах шкулĕнче ĕçленĕ Н.А.Афанасьев пуçарнипе Кĕлкеш ялне лартнă, таврари ялсенчи ачасем те вăтам пĕлÿ илччĕр тенĕ пулĕ ĕнтĕ. Кунта Кĕлкеш, Тупах, Çитмĕш, Чĕкету, Кинчер ялĕнчи ачасем пĕлÿ пухнă, халĕ те çаплах. Николай Афанасьевич çак шкул тилхепине нумай çул ăнăçлă тытса пынă.

Вăл директорта ĕçленипе пĕрлех истори предметне те вĕрентнĕ. Николай Афанасьевич ирттерекен уроксенче ларма та интереслĕччĕ. Паянхи кун темисĕр пуçне тĕнчери пулăмсем пирки, иртнĕ самантсем çинчен те каласа пама ĕлкĕрнĕ вăл ачасене. Çавăнпа та ăна ачасем те, вĕрентекенсем те чунтанах хисепленĕ. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайни те чылай пулчĕ ĕнтĕ, анчах та ăна ку шкултан вĕренсе тухнисем, кунта вăл ĕçленĕ вăхăтра ĕçленисем, халĕ унăн ĕçне малалла тăсакансем нихăçан та манмаççĕ. Николай Афанасьевича хисеплесех шкула унăн ятне панă, музей уçнă, шкулта пур енчен те ĕлкĕрсе пыракан ачасене Афанасьевсен фондĕнчен кашни вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче стипенди параççĕ. Халĕ унăн кăкăр таран тунă скульпторне ?бюст% уçрăмăр. Çак чаплă лару-тăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш Патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ И.Рязанцева, педагогика наукисен докторĕ - М.Григорян профессор, В.Кузьмин скульптор, шкулăн яланах кĕтнĕ çыннисем - Николай Афанасьевичăн хĕрĕсем - Т.Петровăпа Г.Семенова профессорсем тата мăнукĕ О.Антонова Даниил ывăлĕпе, Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ - эксперт Е.Сергеева, çак шкултан вĕренсе тухнă, бюст авторĕ С.Обручков килсе çитнĕ.

Николай Афанасьевича халалласа чаплă лару-тăрура уçнă бюст умĕнче пуçтарăннисене хăнасем саламланă. Татьяна Николаевна шкул ачисене вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тата экзаменсене ăнăçлă тытнă ятпа чи лайăх вĕренекенсене, кăçал шкултан вĕренсе тухса каякансене тата шкул çумĕнчи ача садĕнчен кăçал шкула каякансене саламласа грамотăсемпе асăнмалăх парнесем панă. Вĕсемсĕр пуçне шкулта физкультура предметне вĕрентекен О.Кузьмина тата столовăйĕнче вăй хуракансене ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав туса грамотăсемпе асăнмалăх парнесем парса чысланă.

Бюста вырăнне лартас ĕçре нумай вăй хунă шкулти вĕрентекенсемпе кунти автобус водительне Э.Филиппова тата çак ĕçе хутшăннă ытти çынсене ырă сăмахсем каласа тав тăвас килет.

Николай Афанасьевич бюстне шкулта уçни чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнине манмасăр, малашлăхшăн тăрăшса унăн ятне çÿллĕ шайра, чыслăн тытса пыма сăмах паратпăр.

 



04 июля 2015
08:09
Поделиться