Ырă ят - мулран паха
«Ĕçчен çынна ял савать», - тенĕ мĕн авалтан. Ырми-канми вăй хуракан çын хăй валли мул пухма та, çынна ырă тума та пултарать. Çак сăмахсем тÿрремĕнех Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав хулинче ĕçлесе пурăнакан Юрий Ильич Афанасьевпа Валерий Иванович Иванова пырса тивеççĕ.
Мăнçырма ялĕ çак паллă çынсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Вĕсем ял шăпишĕн, унăн пурнăçĕшĕн тăрăшакан ĕçчен те пултаруллă çынсем. Мĕн ялтан тухса кайса ура çине хăйсем çирĕп тăнă хыççăнах тытăннă вĕсем ял халăхне тĕрлĕ енлĕн пулăшу кÿме.
Юрий Ильич Афанасьев 1963 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ ялти ытти ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Мечĕк хыççăн та чупнă, сивĕ çанталăксенче пите тăм илсе кайичченех урамра вылянă, çав хушăрах килте мĕн ĕçлемеллине те пурнăçланă, шкулта та аван вĕреннĕ. 1980 çулта ялти шкула вĕренсе пĕтерсен тÿрех Мускав хулинчи 54 номерлĕ техника училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан 1981-1983 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. Салтакран таврăнсан пĕлĕвне малалла тăсас шутпа Н.Э.Бауман ячĕпе хисепленекен Мускаври патшалăх техника университетне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен Мускаври пĕр строительство организацийĕнче бригадирта ĕçлеме тытăнать. Ĕçчен чăваш каччи ĕçре пур енĕпе те палăрса тăрать. Кĕçех вăл «Союзпаркет» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ пулса тăрать. Çакă вăл 1991 çулта пулнă. 1994 çултан пуçласа паянхи кунччен вара «Дом паркета» Холдинг Компанийĕн директорсен Канашĕн председателĕ. «Хамăн кĕпе хама çывăхрах», - тенĕ пек пултаруллă Мăнçырма çынни, Юрий Ильич, хăй Мускавра ĕçленĕ хушăрах ялти мĕн чухлĕ çынна ĕç вырăнĕ туса паман-ши? Йывăр вăхăтсенче пулăшнишĕн ялти мĕн чухлĕ çын ăна тав тăвать пулĕ. Яла газ кĕртнĕ вăхăтра та вăлах алă тăсса панă. Вăл пулăшнипех Мăнçырмари велосипедпа чупса ăмăртнă А.Н.Трофимова асăнса çулсерен велосипедпа чупассипе ирттерекен Раççей шайĕнчи ăмăртăва йĕркелеççĕ. Çавăн пекех Турă амăшĕн Тихвинри Турăшĕн ячĕпе хисепленекен ялти чиркĕве çĕнетсе хăпартас ĕçре те чи активлисенчен пĕри - Ю.Афанасьев.
Мăнçырма ялĕн тепĕр харсăр ывăлĕ - Валерий Иванович Иванов. Вăл та 1963 çулта февралĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Унăн та ачалăхĕ ялти çамрăксемпе пĕрлех иртнĕ. Вылянă, кулнă, хĕрачасен çивĕтне те туртнă пулĕ, спорта юратнă. Шкул вĕренсе тухнă хыççăн вăл та Мускав хулине çул тытнă. 54 номерлĕ профессипе техника училищине паркетчик-столяр специальноçне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕренсе тухсан çуртсем тăвакан 3 номерлĕ комбинатра ĕçлеме тытăнать. 1981 çулта салтак ячĕ тухать. Икĕ çул Китай чиккинче ĕçри йытăсен инструкторĕ пулса службăра тăрать. Салтак хыççăн хăйĕн ĕç кун-çулне малтан ĕçленĕ комбинатрах тăсать. 1994 çултанпа строительство енĕпе предприниматель ĕçне кÿлĕнет. Вăл та ял çыннисене хăй патне ĕçе явăçтарать. Вăл ертсе пынипе рабочисем ахаль çуртсемпе коттеджсем тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Çав хушăрах тăван ял çинчен те манмасть, кирлĕ вăхăтра яланах пулăшса тăрать. Ăна та ял çыннисем чĕререн тав тăваççĕ. Шкулта спорт инвентарĕсем туянмалла-и, мĕнле те пулин спорт мероприятийĕсем иртеççĕ-и, яланах пулăшсах пырать вăл.
25 çул ытла ялшăн, унти çынсемшĕн питех те нумай ĕç тунине шута хурса, çавăн пекех вĕсен ырă кăмăлĕшĕн Мăнçырма ял тăрăхĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе тата ял халăхĕн кăмăлĕпе Юрий Ильичпа Валерий Ивановича «Мăнçырма ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята панă. Иккĕшĕ те çак хисеплĕ ята чăннипех те тивĕçлĕ.