Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш чĕлхи ыйтăвĕсем тавра

Чăваш чĕлхи ыйтăвĕсем тавра

Чăваш чĕлхи - вăрăм кун-çуллă чĕлхе. Вăл илемлĕ, янравлă та çепĕç чĕлхе. Вăл кама кăна кăсăклантарман-ши, кам кăна ăна тĕпчемен-ши/ Паянхи кун та чăваш халăхĕн чĕлхине вĕренес, ăна тишкерес текенсем тупăнаççĕ. Чăваш чĕлхинчи хăш-пĕр сăмахсене мĕнле çырсан тĕрĕсрех-ши: уйрăм е пĕрле/ Çак ыйту паянхи кун та тавлашуллă ыйтусенчен пĕри шутланать. Пĕрисем пĕрле, теприсем уйрăм çырмалла тенипе чăваш чĕлхипе наци культури малалла аталанĕ-ши/

Пĕр енчен шутласан, вăл татса пама май çук пек туйăнать темелле.Тĕпчевçĕсем чăваш чĕлхинчи сăмахсене мĕнле çырасси пирки, терминсене ку е вăл чĕлхепе усă курасси çинчен миçе хутчен пуçтарăнса калаçман пулĕ. 80 çул каялла пулса иртнĕ пĕр пулăм пирки аса илер-ха.

1935 çул. Чăваш АССРĕнче чăваш чĕлхин терминологийĕпе орфографине лайăхлатас тĕлĕшпе наука конференцийĕ иртнĕ. Конференцие Мускав, Горький хулисенчен тата кÿршĕллĕ автономи республикисенчен тĕпчевçĕсем килнĕ: Тĕп Комитетри çĕнĕ алфавита йĕркелекенсен председателĕ А.Рябов, Удмуртинчи наукăпа тĕпчев институчĕн профессорĕ С.Зуйков, Хусанти марксизм-ленинизм институчĕн çынни С.Атнагулов. Чăваш тăрăхĕнчи районсенчен 36 делегат хутшăннă.

Конференцире культурăпа пропаганда пайĕн заведующийĕ И.Кузнецов культура аталанăвĕнче чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ пирки тухса калаçнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл общество аталанăвĕнчи чĕлхе пĕлтерĕшĕ, чăваш чĕлхин историйĕ, вырăспа чăваш чĕлхи хушшинчи çыхăнăвĕ пирки палăртса хăварнă. Паллах, тĕп ыйтусем алфавита, чăваш чĕлхин орфографийĕпе терминологине тÿрремĕнех пырса тивнĕ. Конференци ĕçне пĕтĕмлетсе резолюци йышăннă. Резолюцире писательсен те, журналистсен те литература чĕлхи çивĕч, çăмăл, лайăх пултăр тесе ĕçлемеллине асăннă.

Пĕрремĕш чăвашла лингвистика конференцийĕн пĕлтерĕшĕ пирки татса калама çукрах, анчах конференци ĕçĕ-хĕлĕ чăваш чĕлхипе наци культурин аталанăвĕнче паллă йĕр хăварнă.

2015 çулта та регионсем хушшинче «Чăваш орфографийĕ: ĕнер, паян, ыран» темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕччĕ. Ятарлă ĕç ушкăнĕ сăмахсене пĕрле е уйрăм çырмалли сăмахсен йышне туллинрех хатĕрлесе çитерме палăртнă. Хăçан та пулин çак ĕç вĕçне çитессе шанас килет, мĕншĕн тесен чĕлхе ыйтăвĕ тавра тăтăшах тавлашу сиксе тухать. Çакăн пек пулăмсем чăваш чĕлхине хисеплеме вĕрентейрес çук. Эпир хамăр чĕлхене ним вырăнне хуманран-ши е урăх сăлтавсене пула тĕрлĕ культура мероприятийĕсенче те унпа сахалтарах усă куратпăр/ Юлашки çулсенче сăмахсене тĕрĕс çырас тесен те йăнăш каятех. Хăш-пĕр чухне ăнсăртран, кивĕ хутсем хушшинче, аслă ăрури çынсен тетрачĕсем тухкалаççĕ. Тĕлĕнетĕп те савăнатăп вĕсене курсан, таса чăваш чĕлхипе, чăвашла тĕрĕс çырнă сăмахсем чунра мăнаçлăх çуратаççĕ. Н.Егоров ăсчах калашле: «Чĕлхене пĕлни вăл çăкăр-тăвар ыйтма пĕлни кăна мар. Чĕлхене пĕлни вăл чи малтанах шухăшлама пĕлни».

Çак шухăша тĕпе хурса тĕрĕс шухăш патне пырса тухасчĕ.

 

 



"Урмарская районная газета"
25 июля 2015
16:33
Поделиться