Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрарăмсен хастарлăхĕ иксĕлми

Хĕрарăмсен хастарлăхĕ иксĕлми

Çур ĕмĕр каялла Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленнĕ. Вĕсем çемье, амăшлăхпа ачалăх, социаллă политика ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ, салтакăн тăлăх арăмне, вăрçă ветеранне, сусăрсене пулăшассине хăйсен чăн тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Хальхи вăхăтра çакăн йышши канашсем кашни районта тата 5 хулара пур. Вĕсен уйрăмĕсене 278 ялта тата тĕрлĕ предприятипе организацире йĕркеленĕ. Раççей хĕрарăмĕсен союзĕн регионти уйрăмĕ пулнă май чăвашсем те çĕршыв шайĕпе 2017 çулччен палăртнă «Пĕртанлăх. Аталану. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрти тĕнче» программăпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ.

2013 çулта Хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче ыркăмăллăх фончĕ йĕркеленнĕ. Ку фонд ытларах сахал тупăшлă çемьесене пулăшас енĕпе тăрăшать. Республикăри хĕрарăмсен вун çиччĕмĕш съездĕнче çакă тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене Республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ О.Зайцева туллин çутатрĕ. Унта районти хĕрарăмсен канашĕсен членĕсемпе пĕрле республика ертÿлĕхĕ те хутшăнчĕ. Пирĕн районтан та сумлă делегаци пулчĕ. «Еник» фольклор ансамблĕ вара хăйсен чăваш юрри-кĕввипе халăха тыткăнларĕ (ÿкерчĕк çинче).

Ольга Юрьевна Хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ. Хастар та пултаруллă, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракан хĕрарăмсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Çĕнĕлĕх те пулчĕ Съездра. Хĕрарăмсен канашĕ малашне «Канаш» мар, «Союз» ятпа пулĕ. Çакăн пирки съездра Устава улшăнусем кĕртрĕç. Чăваш Республикинчи хĕрарăм предпринимательсен ассоциацийĕ, Пĕтĕм Раççейри «Раççейри амăшĕсем» общество юхăмĕн регионри уйрăмĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Чăваш хĕрарăмĕ» канаш, Чăваш Республикинчи Салтак амăшĕсен комитечĕ Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕпе пĕрлешсе союз йĕркеленĕ. Чăваш Республикин хĕрарăмĕсен союзĕн председателĕ пулма пĕр саслăн пулса О.Зайцевăна суйларĕç. Ольга Юрьевна каланă тăрăх, çитес вăхăтра Евразири хĕрарăмсен канашĕ пухăнма палăртнă. Унăн ĕçне телекĕпер меслечĕпе Раççейри икĕ регионта - Пушкăрт Республикинче тата Чăваш Енре - çутатĕç.

Юлашкинчен уява килнисем валли савăнăçлă концерт пулчĕ.

 



16 сентября 2015
13:19
Поделиться