Малтан-мала каять «Передовик»
Тикаш ял тăрăхĕнчи «Передовик» агропромышленность комплексĕнче хальхи вăхăтра хĕрÿ тапхăр - «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртес ĕç пырать. Çĕр улми уйĕнче халăх хĕвĕшет кăна. Кунта хамăр ялти çынсем кăна мар, юнашар ялсенчи ĕçлеме ÿркенмен хастарсем те килнĕ.
Çĕр улми тухăçлă çитĕннĕ, таса та илемлĕ. Çакă çĕр улмине агротехника требованийĕсене пăхăнса çитĕнтернипе те çыхăннă. Хуçалăх пуçлăхĕ В.Кандаков хăйĕн ĕçне пĕлсе, яваплăха туйса тăрăшни куç умĕнче, мĕншĕн тесен машинăпа трактор паркне, акса лартмалли вăрлăхсене тăтăшах çĕнетсе пырать. Техника паркне кашни çулах çĕнетсе пырать терĕмĕр, акă, кăçал кăна çĕр улми кăлармалли техника туяннă вăл. Ĕç çине хуçалла пăхакан пуçлăх кунта вăй хуракансене те тивĕçлипе тÿлет, кунне икĕ хутчен апатне те çитереççĕ. Хуçалăхри ĕç-хĕле йĕркелесе пыраканĕ, нумай çул бригадирта вăй хуракан Л.Ленская пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Тутлă та техĕмлĕ апата Т.Григорьева пĕçерсе çитерет. Механизаторĕсем - ашшĕпе ывăлĕ - Михаил Рудольфовичпа Рудольф Михайлович Ленскийсем. Хуçалăх пуçлăхĕ В.Кандаков хăй те тăтăшах руль умне ларса ĕçлеме юратать. Çĕр улми тухăçпа савăнтарать терĕмĕр - хăйсене валли те сутлăх та пур. Вăрлăхлăх çĕр улмине те сутаççĕ. Çавăнпа та кунта çĕр улмине туянас текенсем те йышлă. Хамăр районтан кăна мар, тĕрлĕ çĕртен килсе туянаççĕ. Акă, нумаях пулмасть юнашар Тутар Республикинчен КамАЗ автомашинăпах килсе туянса кайрĕç. Çĕр улми тиес çĕрте кунта дизельлĕ погрузчикпа усă кураççĕ, унăн машинисчĕ Ф.Иванов.
Кĕскен каласан, «Передовик» хуçалăхра çанталăкăн кашни уяр кунĕпе туллин усă курас тесе тăрăшаççĕ. Малтан-мала каять «Передовик», хуçалăх ятне çÿлте тытас теççĕ пулĕ.