Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни кун руль умĕнче

Кашни кун руль умĕнче

«Чăвашавтотранс» патшалăх унитари предприятийĕн филиалĕн Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче Г.Гурьев пассажирсене кирлĕ çĕре вăхăтра çитерес тĕлĕшпе пысăк яваплăхпа 1998 çултанпа вăй хурать.

Унăн кун-çулĕнчи самантсене кĕскен палăртса хăварсан вăл хăйĕн пурнăçне тÿрремĕнех водитель ĕçĕпе çыхăнтарни курăнать. Акă, ĕç стажне Вăрмарти сельхозхими предприятинче водительтен пуçланă Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕскер. Кунта сăлтавĕ те пур темелле, унăн ашшĕ Валериан Гурьевич Гурьев та хăй вăхăтĕнче районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче, çав шутра АТПра та водительте вăй хунă. Апла Г.Гурьевăн туртăмĕ ытахальтен мар, кунта ашшĕн витĕмĕ те пур.

Чун туртнă ĕçе вара çын кăмăлтан пурнăçлать. Геннадий Гурьевич та çаплах. «Хамăн ĕçе юрататăп. Ирхине-ирех 5 сехет валли ĕçе хаваспа каятăп. Çула тухма путевка илетĕп, унтан вырăнти медицина сестри патне кĕрсе сывлăха тĕрĕслеттеретĕп (йĕрки çавăн пек). Унтан автостанцине хăпаратăп. Çапла черетлĕ ĕç кунĕ пуçланать», - каласа парать водитель.

Автостанцинче вара яланах халăх хĕвĕшет: кашнийĕнех - хăйĕн каяс çулĕ. Акă, «Вăрмар-Шупашкар» маршручĕпе каякан Е723КН номерлĕ автобус водителĕ Г.Гурьев черетлĕ çула тухма хатĕрленет. Тапранса кайма вăхăчĕ те нумай юлмарĕ, çапах та салонта пушă вырăнсем курăнкалаççĕ-ха. Сăлтавĕ çакăн мĕнре-ши тетĕп хайхи кăсăкланса? «Хальхи вăхăтра халăх улшăннă. Вĕсем ытларах çăмăл автомашинăпа турттаракан уйрăм çын водительсемпе çула тухаççĕ, паллах, çакă пире кăшт чăрмав кÿрет», - палăртать çула кайма хатĕрленекен. Чăн та, хакĕ те автобуспа кайнă пекех, çул çинче те вăхăчĕ сахалтарах иртет, имĕш. Анчах та хăвăртлăх хыççăн кайса пурнăç чи хакли пулнине манас марччĕ. Хăй ĕçĕнче чăн ăста руль умне ларса шанчăкпа çула илсе тухать-çке.

Ахальтен мар ĕнтĕ ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ. Шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Геннадий Валериановича Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Тав хучĕсемпе чысланă. Кунпа пĕрлех ăна «Аварисĕр ĕçленĕшĕн» 2-мĕш степеньлĕ паллăпа наградăланă. 2012 çулта «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

 

 



"Урмарская районная газета"
24 октября 2015
08:53
Поделиться