Аталану пултаруллă специалистсенчен килет
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикинче 2016 çулта «Ĕç çыннин çулталăкне» ирттересси, çавăн пекех çак кун Пĕтĕм Раççейрех 2015 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли куна ирттерессине сÿтсе явасси, 2016 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ тавра, 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси темăсемпе пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информаци ушкăнĕнчисем Вăрмар хула, Пинер, Энĕшпуç, Арапуç, Энтрияль ял тăрăхĕсенче пулса унта пурăнакансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç, вĕсен актуаллă ыйтăвĕсем çине хуравсем пачĕç, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнне ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль енĕпе ĕçлекен Управленийĕн начальникĕ М.Федотов тата районти яваплă çынсем хутшăннă.
Ĕçлĕ лару-тăру район администрацийĕн залĕнче пуçланчĕ. Кунта пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ăшшăн кĕтсе илчĕ, информаци кунĕн темисене кĕскен асăнса тухрĕ. Чăваш Республикинче 2016 çул «Ĕç çыннин çулталăкне» ирттересси çинчен информушкăн руководителĕ К.Никитин тĕплĕн чарăнса тăчĕ. (Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2015 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче 119 номерлĕ Указ кăларнă). Паянхи куншăн çак тема çав тери актуаллă пулнине палăртрĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче чаплă лару-тăрура икĕ е ытларах ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн капиталĕн сертификатне парасси ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ку хутĕнче ăна В.Петровăпа (Çĕнĕ Кинчер) Е.Иванова (Вăрмар поселокĕ) илчĕç, сертификат илнĕ ятпа информушкăн членĕсем тата ыттисем те амăшĕсене чĕререн саламларĕç, çирĕп сывлăхлă пулмашкăн сунчĕç. Унтан Вăрмар район пуçлăхĕ, Раççей Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков амăшĕн капиталĕпе мĕнле майпа, ăçта тата хăçан усă курма юранине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Пенси çинчен пĕтĕмĕшле нумай функциллĕ центрта пĕлме май пуррине асăнчĕ. Унтан ĕçлĕ пĕчĕк 5 информушкăн çине пайланса малтан палăртнă хула, ял тăрăхĕсене унта пурăнакан çынсемпе, тĕрлĕ структурăсенче ĕçлекен халăхпа тĕл пулса çÿлте асăннă хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Вăрмар поселокĕ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитари предприятийĕнче пулса кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Çавăн пекех Пушар хуралĕн 39-мĕш чаçĕн, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕсенче тĕл пулу ирттернĕ. Ыйтусем тĕрлĕ енлĕ пулнă - Вăрмарти кварталти котельнăя çĕнетессипе те, ялсенчи пушар машинисен паркне çĕнетесси те, урамсене кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра çутатса тăрасси те, «Родничок» ача сачĕ патне çитме тротуар хывасси пирки те. Информаци ушкăнĕнчи яваплă çынсем пур ыйтăва та шута илсе вĕсене татса пама майсем тупма шантарнă.
Пинер ял тăрăхĕ
Пĕрлехи информаци кунĕн пĕр ушкăнĕ - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов Пинер ял тăрăхĕнче пулчĕç. Кунта вĕсене çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский ăшпиллĕн кĕтсе илчĕ, администрацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн Вăтакасри çыхăну уйрăмне çул тытрĕ. Çĕнетнĕ çурт, шала кĕретĕн - хăтлăх хуçаланать. 21-мĕш ĕмĕрти оргтехника хатĕрĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Ăшăпа çутăшăн, газпа усă курнăшăн, тĕрлĕ налуксене вырăнти халăх кунтах тÿлет. Кунашкал май пурришĕн халăх çав тери кăмăллă.
Черетлĕ темăна - Чăваш Республикинче килес çул ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев - çутатнă май ĕçлĕ ушкăн Çÿлти Кинчер ялĕнчи «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăна çитсе курчĕ. Унăн пуçлăхĕпе П.Крыловпа тĕл пулса кунти çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Хуçалăхра усă куракан çĕрсен лаптăкĕ 2300 гектарпа танлашать. Кунта мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çав шутра тĕрлĕ ăратлă вăкăрсем ÿстерсе самăртаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсемпе хăйсен апатлану вырăнĕсенче усă кураççĕ. Хуçалăхра ĕç вĕресе тăрать, выльăхсен шучĕ те самаях, вĕсене татах та ĕрчетес кăмăллă Петр Николаевич пуçлăх. Анчах та кадрсем пĕтĕмпех татса параççĕ тенĕн вĕсем пач та çитменни ура хурать. Акă, выльăх тухтăрĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен ?пăхакан%, зоотехник специальноçĕсене алла илнĕ çынсем кирлĕ. Пирĕн малашлăх - çамрăксенче, тетпĕр. Анчах та вĕсем паян ялта тĕпленсе пурăнасшăнах мар, нумайăшĕ хулана тухса каяççĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенче çамрăксене тĕпленсе пурăнмашкăн тивĕçлĕ условисем туса парасси тавра çивĕч калаçу пычĕ. Кунта хуçалăх пуçлăхĕ П.Крылов ветеринари врачĕсене ялта ĕçлеме хăвармашкăн сывлăх сыхлавĕн медицина ĕçченĕсем пекех ЧР ялхуçалăх министерстви çак тĕлĕшпе субсиди парса пулăшма майсем туса пама пултараймасть-ши/ текен канăçсăрлантаракан ыйтăва пачĕ. Çавăн пекех 2017-2018 çулсенче Культурăпа кану центрне тăвасси пирки плана кĕртсе хăварма кирлине палăртрĕç пухăннисем. Çакă кăмăллă, ялта пурăнакан сывлăхне тĕрĕслеттерме халĕ фельдшерпа акушер пунктне çÿрет. Ку вăл вырăнти халăхшăн çав тери меллĕ.
Унтан ĕçлĕ информушкăн Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çул тытрĕ. Калаçу чăн малтанах кунта вĕрентекенсемпе тĕл пулнинчен пуçланчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев республикăра шкулсем тумалли пысăк проекта пурнăçлама тытăнасси пирки сăмах хускатрĕ. Çакă вăл шкулта икĕ-виçĕ сменăпа вĕренекенсене пĕр смена çине куçармаллипе çыхăннă (ку вăл ытларах хула шкулĕсемпе çыхăннă). Программăна пурнăçламашкăн пĕтĕмпе 2, 835 триллион тенкĕ уйăрнă, çав шутран федераллă бюджетран - 1,985 триллион (70 процент), республика - 0, 709 триллион (25 процент), бюджет урлă кĕмен укçа-тенкĕ - 0,141 триллион ?5 процент%. Ялта 100 ача вĕренмелĕх шкул тата 40 ача вырнаçмалăх ача-сачĕ тăвассине Тĕп плана кĕртсе хăварма тăрăшмаллине асăнчĕç.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту - 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăрта пушар хăрусăрлăхĕпе тивĕçтересси тавра пулчĕ.
Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейрех 2015 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли куна ирттерессине сÿтсе яврĕç. Çак кун кăнтăрла 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен халăха хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче йышăнĕç. 2016 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне мĕн тĕллевпе ирттерни çинчен организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов тĕплĕн каласа пачĕ. Вĕрентÿ ĕçченĕсем енчен те ыйтусем сахал мар пулчĕç. Хуравĕсем те тивĕçлисем пулчĕç. Тĕлпулу пуриншĕн те тухăçлă иртрĕ.
Энĕшпуç ял тăрăхĕ
Район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова Энĕшпуçĕнчи ял тăрăхĕн администрацийĕнче, ял библиотекинче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕç, унти специалистсемпе вĕрентекенсене Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Ĕçлĕ çул çÿревĕн пĕтĕмлетĕвĕ кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта иртрĕ. ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова 2016 çулта Чăваш Республикинче «Ĕç çыннин çулталăкне» ирттерессипе çыхăннă чылай мероприятисем йĕркеленине палăртрĕ. Çавна май районти культура учрежденийĕсенче те ку енĕпе чылай ĕç туса ирттермеллине каларĕ. Вĕрентекенсем ялта культура çуртне хăçан хăпартасси пирки те ыйту хускатрĕç. Татьяна Васильевна палăртнă тăрăх, çитес çул çак ĕçе виçĕ районта пурнăçлама палăртнă. Вĕсенчен пĕри - Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕ. «Çитес çул кунта культура çурчĕ хăпартассипе строительство ĕçĕсем пуçланмалла», - терĕ Т.Казакова.
Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех «сăрă ĕç укçи» илекенсен пенси çулне çитнĕ тĕле унăн калăпăшĕ ыттисеннипе танлаштарсан самаях пĕчĕк пулнине каларĕ. Çавăнпа та ĕçе вырнаçнă чухне ĕç параканпа ĕç килĕшĕвĕ туса çирĕплетмелле.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова çырăнтару кампанийĕнче районта, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсене çырăнтарас енĕпе ĕçсем мĕнлерех пулса пыни çинче чарăнса тăчĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнсан район хыпарĕсене вăхăтра та туллин пĕлме май пурри çинчен каларĕ.