Анне сăнарĕ ялан асра
Мĕн ачаран пирĕншĕн чи çывăх та юратнă çын - анне. Вăл яланах хăйĕн тĕпренчĕкне ăнланать, ĕмĕр тăршшĕпех ачисемшĕн тăрăшать. Амăшĕн кунне халалласа районти хула, ял тăрăхĕсенче чаплă мероприятисем иртнĕ.
Пĕтĕм Раççейĕпе паллă тăвакан Амăшĕ кунĕ умĕн «Халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен Вăрмарти комплекслă центр» бюджет учрежденийĕ хăнана Вăрмар поселокĕнче пурăнакан ачисемпе мăнукĕсене çитĕнтернĕ амăшĕсемпе асламăш-кукамăшĕсене йыхравларĕ. Савăнăçлă мероприятие «Чун уççи» клубăн руководителĕ Е.Сергеева уçрĕ. Вăл хăй те асăннă клуба эрнере икĕ хут çÿрекенсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ пулса тăрать. Ун хыççăн пурне те учреждени директорĕн заместителĕ Т.Григорьева саламларĕ, амăшĕсен пурнăçри пĕлтерĕшне палăртнă май, пурне те вĕсене çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул сунчĕ. Мĕнле уяв юрă-ташăсемсĕр, сăвăсемсĕр иртĕ/ Çемьепе ачасене пулăшу паракан центрĕн воспитанникĕсем хăнасене хăйсен аллисемпе хатĕрленĕ парнесем панă.
А.ПЕТРОВА,
васкавлă социаллă
пулăшу паракан уйрăмĕн специалисчĕ.
Пысăк Енккасси
Çак паллă та сумлă уява халалласа Пысăк Енккасси ялĕнчи «Еник» фольклор ушкăнĕ ноябрĕн 25-мĕшĕнче Арапуç ялĕнчи ваттисен çуртĕнче пурăнакансем валли уяв концерчĕ лартса пачĕ. Кунта анне çинчен сăвă-юрăсем янăрарĕç, ачасем ашшĕ-амăшне юратмалли çинчен, пурте пĕр тăван пек пурăнмалли çинчен чĕрене хускатакан юрăсене шăрантарчĕç. Ватă çынсен кăмăлне уçас тесе савăнăçлă такмаксем те парнелерĕç.
Çав кунах Пысăк Енккасси ял библиотекине «Анне ăшши» тематикăлла каçа нумайăшĕ çемйипех пуçтарăнчĕç. Малтанах уяв ячĕпе аннесене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев тата Н.Никонорова хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи пурне те ăшшăн саламларĕç. Уяв малалла тăсăлнă май библиотека çумĕнчи «Литература тата театр» клуб членĕсем В.Пугачевăн «Каçар мана, анне!» пьесине лартса пачĕç. Библиотекăра «Анне чĕри» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. З.Сывлăмпин «Юрату ахрăмĕ» çĕнĕ кĕнеки премьери те пулса иртрĕ. Уяв илемĕ вара «Еник» фольклор ушкăнĕ пулчĕ. Ушкăна çÿрекенсем Н.Гаврилов купăсçăпа пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уява чăваш çыравçи, пирĕн ентеш А.Павловская тĕл пулăва килни те пуянлатрĕ. Вăл икĕ кĕнекеллĕ «Вĕрене шывĕ те пылак» романĕпе паллаштарчĕ. Хĕрарăмăн ал-ăсти те пулмалла, апат-çимĕçне те тутлă пĕçермелле. Уява пухăннисене хăйĕн ал ĕçĕпе Р.Филимонова паллаштарчĕ, шаль тутăрне мĕнле çыхмаллине кăтартрĕ. Аннесене халалланă каç çавра сĕтел хушшинче Т.Гаврилова пĕçернĕ тутлă кукăльсемпе, вĕри чейпе хăналаннипе вĕçленчĕ.
Аслă Чак
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ял тăрăхĕнчи Культура çуртĕнче Амăшĕн кунне халалланă анлă мероприяти иртнĕ. Чи малтанах вăл анлă концерт программипе уçăлчĕ, тĕрлĕ кружоксене çÿрекенсемпе пултарулăх коллективĕсем уява пухăннисене юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. Иккĕмĕш пайĕнче «Анне, лар-ха юнашар, пĕрле ларса калаçар» видеопрезентаци пулчĕ. Çавăн пекех пур амăшне те Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Мельников, культура çурчĕн заведующийĕ Г.Андриянова саламларĕç. Куракансем «Ылтăн алăсем» курава тăратнă ĕçсемпе те паллашма пултарчĕç.
Энтрияль
«Анне чĕри - сÿнме пĕлмен тĕлĕнтермĕш çăлкуçĕ» ятпа иртрĕ ял тăрăхĕнче çак уяв. Культура çуртне пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Васильева саламласа чи пултаруллă амăшĕсене тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Çак кун сцена çинчен амăшĕсем валли чи çепĕç юрăсемпе сăвăсем шăранчĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи ал ăстисем кружокне çÿрекенсем хăйсен ĕçĕсен куравĕпе те паллаштарчĕç. Çавăн пекех ăстаçăсен ĕçĕсемпе Пăртасри таса Симеон чиркĕвĕн настоятелĕ Иван атте паллашнă, пур амăшне те çак уявпа саламланă.
Чупай
Çак уяв ял тăрăхĕнче «Аннеçĕм, юратнă аннеçĕм!» пысăк концертпа иртнĕ. Чи юратнă çынсене халалланă уяв программи пĕр самантрах иртсе кайнă теме пулать. Аслисенчен тăракан художествăлла пултарулăх коллективĕсемпе пĕрлех ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти иккĕмĕш класра вĕренекенсем лартса панă шÿтлĕ сценка «Хальхи ачасем - мĕнлескерсем вĕсем/» вара уйрăмах килĕшнĕ.
Урнар
«Тав тăватпăр, Аннесем, сире...» Çакăн пек сăвă йĕркисенчен пуçланчĕ уяв ял клубĕнче. Пур амăшне те чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ячĕпе Н.Никифоров староста саламларĕ, Саруй старости В.Павлов та ăшă сăмахсене хĕрхенмерĕ, юрă юрласах саламларĕ. «Сарнар» ансамбль пухăннисене чăваш, вырăс халăх юррисемпе савăнтарчĕ. Вăрçă теми те манăçа тухмарĕ, К.Симонов çыравçă 100 çул тултарнине халалласа унăн «Жди меня» вилĕмсĕр сăввине тата ытти сăвăлла хайлавĕсене вуларĕç сцена çинчен.
Арапуç
«Керменкке» ача-пăча садĕнче Амăшĕсен кунне халалласа кунта çÿрекен шăпăрлансем амăшĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Шкул çулне çитмен ачасем амăшĕсене занятисенче хăйсем ăсталанă чечексене парнелерĕç. Амăшĕсем те - Н.Ефимова, А.Крманеева, С.Григорьева - чăваш наци тумне илемлетекен хатĕрсене ăсталанă, пысăк курав йĕркеленĕ.
Вăрмарти ача сачĕсем
Вăрмарти 2-мĕш номерлĕ «Колосок» ача-пăча садĕнче çак куна халалласа тĕрлĕрен мероприяти иртнĕ: «Пирĕн туслă спорт çемйинче - атте, анне тата эпĕ», «Манăн аннен сăнÿкерчĕкĕ» ятпа ачасен ÿкерчĕксен куравĕ, «Вĕри чейпе - çавра сĕтел хушшинче», «Ача-пăча садĕнчисем реабилитаци центрĕнче концертпа савăнтараççĕ», утренниксем.
Ачасем амăшĕсем валли чылай тĕлĕнтермĕшсем хатĕрленĕ: хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесем, аннесем çинчен сăвăсем вуланă, ташă-юрăсемпе савăнтарнă. Асăннă мероприятисем пурин кăмăл-туйăмне те çĕкленĕ.
Аннесен кунне халалласа Вăрмарти 4-мĕш номерлĕ «Ромашка» ача садне çÿрекенсем хăйсен ашшĕ-амăшĕсене пултарулăхĕпе савăнтарчĕç - юрăсемпе, ташăсемпе тĕлĕнтерчĕç, анне сăнарĕ çинчен сăвăсем вуларĕç. Кашни ушкăнри ачасемех воспитательпе пĕрле уяв тĕлне куравсем йĕркеленĕ, амăшĕсене, асламăшĕсемпе кукамăшĕсене халалласа хитре ÿкернĕ открыткăсене парнелерĕç. Пурте çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа килĕсене кайрĕç.
Район сайтĕнчи
материалсемпе усă курса хатĕрленĕ.