Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр» автокараван - районта

«Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр» автокараван - районта

Амăшĕн кунне халалласа райадминистрацин ларусен залĕнче «Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр!» республикăри автокаравана хутшăнакансем районта пурăнкансемпе тĕлпулу ирттернĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ, кунта пухăннă пур амăшĕсене - тăлăхсемшĕн амăшĕ вырăнĕнче пулса тивĕçлĕ воспитани кÿрекенсене уяв ячĕпе чĕререн саламларĕ.

Пурин те çемье вучахне упракан, çынсене пурнăç тата ырлăх кÿрекен Управçă Анне ăшшине, юратăвне, ăшă сăмахне, пуçран юратса ачашланине туяс килет-çке. Унпа чуна уçса калаçас, тĕрлĕ лару-тăрăва сÿтсе явас килет. Шел пулин те, хăш-пĕр ачасем - пĕрисем çуралсанах, теприсем тĕрлĕ сăлтавсене пула амăшĕн юратăвĕсĕр, тимлĕхĕсĕр, унăн ăшшисĕр тăрса юлаççĕ. Вĕсен ачалăхĕ вара ача çурчĕсенче, интернатсенче иртет. Çапах та çĕр çинче хастар чĕреллĕ, çирĕп чунлă çынсем пулни республикăри, районти лару-тăрăва лайăхлатма пулăшать. Шăпах автокараван тĕллевĕсене пурнăçласа вĕсен ырă та пархатарлă ĕçне сума суса ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин çамрăксен политикин управленийĕн, опекăпа попечительство тата ачасен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ С.Сырмолотова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов райадминистрацин пуçлăхĕн А.Тихонов ятĕнчен ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсене - С.Корниловăна, В.Петровăна, А.Козыревăна, А.Хованские, Н.Семенова, Ю.Сергеева, Т.Максимовăна, В.Аваковăна - Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Унтан опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Н.Борисова ку енĕпе районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пирĕн районта 79 çемье 114 ачана хăйĕн хÿттине илнĕ. 2015 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне усрава илнĕ 33 çемьере 61 ача пурăнать. Районти çемьесем 53 ачана усрава илсе воспитани параççĕ. Ыррипе юнашарах начарри те пур. 65 ăнăçсăр çемьере 109 ача пурăнать. 68 çын учетра тăрать. Кунашкал çемьесене опекăпа попечительство органĕ яланах пулăшма хатĕр, унашкал çемьсене тăтăшах кайса çÿреççĕ, тĕрлĕ калаçусем ирттереççĕ. Район прокуратури те ку тĕлĕшпе ăнăçсăр çемьесенче çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлес тĕллевпе асăрхасах тăнине палăртрĕ район прокурорĕн пулăшуçи К.Исаева. Воспитани парас ĕçре йывăрлăхсем килсе тухакан тĕрлĕ ыйтусемпе «ЧР вĕрентÿ министерстви ачасене комплекслă майпа пулăшу парас енĕпе ĕçлекен вĕрентÿ центрĕ» бюджет учрежденийĕн педагог-психологĕ Е.Никитина ăнлантарса пачĕ. Çавăн пекех ачасене пур енлĕн аталанса ÿсмешкĕн тĕрлĕ конкурссем йĕркелеççĕ. Акă, «Асамçăсен парнисем» декораципе хушма искусство конкурсĕ пырать. Тин кăна-ха «Çĕнĕ çул - çĕнĕ çемьере» акци пуçланчĕ. Çакă пĕтĕмпех çĕнĕ çемьере хÿтлĕх тупнăскерсемшĕн çемье ăшшине, юратăвне туйма май парать, çемьене пĕр пĕрлĕхе çирĕплетет.

 



02 декабря 2015
11:47
Поделиться