Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăнара писатель пулчĕ

Хăнара писатель пулчĕ

К.В.Иванов çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Декабрĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче çак çулталăка халалласа чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе тĕлпулу пулчĕ. Унпа пĕрле «Советская Чувашия» хаçатăн корреспонденчĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, «Вăтам Энĕш» предприяти директорĕ П.Крылов хутшăнчĕç.

 Çыравçă Кинчер ялĕнче пĕрремĕш хут мар. Вăл октябрь уйăхĕнче П.Крылов пуçарнипе авалхи чăвашсен Киремет йывăçне тепĕр хут чĕртнĕ çĕре хутшăнчĕ. Хальхи тĕлпулăва йĕркелессишĕн те Петр Николаевич чылай тăрăшрĕ.

Хаклă хăна килес умĕн шкул библиотекарĕ Л.Васильева унăн кĕнекисен выставкине йĕркелерĕ, буклет хатĕрлерĕ. Шкул ачисем Юхма Мишшине хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: кĕçĕн класра вĕренекенсем чăваш юррисем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç. Драма кружокне çÿрекенсем çыравçăн «Термен» романĕнчи пĕр сыпăкне питĕ ăста выляса кăтартрĕç.

Малалла Михаил Николаевич сăмах илчĕ. Вăл хăй шкулта вĕреннĕ вăхăта аса илчĕ, пултарулăх çулĕ çине мĕнле тăнине каласа пачĕ. Çыравçă хăйĕн историллĕ хайлавĕн пĕр сыпăкĕнче Кинчер ялĕ çинчен те çырма шантарчĕ. Кинчер ялĕн историне çыртарассишĕн уйрăмах П.Крылов тăрăшнине палăртса хăварчĕ Юхма Мишши.

Шкул ачисем çак тĕлпулупа питĕ кăмăллă пулчĕç. Вĕсем çыравçă каласа панине питĕ тимлĕ итлерĕç.

 



23 декабря 2015
09:24
Поделиться