Ылтăн фонда кĕрсе юлнă
Кăçал Раççейре Литература тата Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕсем пулнă май Чăваш Республикинче чылай кăсăк, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуçсем пулса иртрĕç: литература каçĕсем, тĕрлĕ форматлă тĕл пулусем, куравсем, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕчĕç.
Вĕсем вулакана чăваш поэзийĕн классикĕн Константин Ивановăн пултарулăхне тепĕр хут пăхса тухма хистерĕç.
Чи паллă пулăмсенчен пĕри - республика шайĕнче иртнĕ «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» проект пулчĕ. Ăна Чăваш Республикин Наци библиотеки тата Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пуçарса янипе наци литературин чи паха тĕслĕхĕсене тупса палăртас тата вулакансен хастарлăхне ÿстерес, чăвашла нумайрах вулама хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелерĕç.
«Мĕнле кĕнекесем кĕнĕ-ши чăваш литературин ылтăн çÿпçине? Ăна камсем суйласа илнĕ-ши?», - тесе ыйтусем çуралаççĕ хаçата вулакан кашни çыннăн.
Акци мартăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 1-мĕшĕччен иртнине пĕлтернĕччĕ Интернетри сайтсенче. Наци библиотеки çумĕнче çак проекта ирттерес тĕллевпе йĕркеленĕ экспертлă ушкăн членĕсем 300 ытла чăваш çыравçисен кĕнекисене пăхса тухнă, кĕнекесем малтанхи списокне сÿтсе явма Интернетри Наци библиотекин сайтĕнче сасăлава вырнаçтарнă. Çак майпа усă курса 2000 яхăн вулакан хăйсен кăмăлне каякан хайлавсемшĕн сасăлама пултарнă.
Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă хыççăн экспертсен ушкăнĕ кĕнекесен татăклă списокне çирĕплетнĕ. Унта паллă классиксен тата хальхи çыравçăсен тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ тата популярлă ăслăлăх литератури хайлавĕсем кĕнĕ: Чăваш Ене халалланă кĕнекесем. Çеçпĕл Мишши, К.Иванов, Яков Ухсай, Илпек Микулайĕ, Куçма Турхан, Мĕтри Кипек, А.Артемьев, Г.Айхи тата ытти чылай-чылай çыравçăпа сăвăç чăваш литературин ылтăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.
ЧР Наци библиотекин ĕçченĕсем суйласа илнĕ кĕнекесен электронлă копийĕсене туса хатĕрленĕ. Паян «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» электронлă коллекципе Интернет урлă Наци библиотекин сайтĕнче паллашма пулать.