Кивĕ сăнÿкерчĕк аса илтерет
Умра 75 çул каялла салтак тумĕпе ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕк. Ман çине тарăн шухăша путнă Хĕрлĕ Çарăн салтакĕ пăхать. Сăнÿкерчĕке 1940 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче ÿкерттернĕ. Сăнÿкерчĕк хуçи хăçан ÿкерттернине, кам аллине хăйĕн аллипе: «Куна паянах илсен Машука пар»,- тесе çырнă. Мана сăнÿкерчĕке Васса Ильинична Ильина мăнукĕ панăччĕ. Кам-ха вăл сăнÿкерчĕкри салтак?
Энтрияль ялĕнче 1918 çулта Илья Егорович Егоровпа Варвара Ивановна Иванова çемйинче çуралнă Николай Ильич Ильин - Тăхти.
Çемьере ывăл ачасем çуралсанах вилнипе, черетпе çуралнă ывăлне чăваш йăлипе Тăхти ятпа чĕнме пуçăннă. Çемье пуçлăхĕ И.Егоров ялта колхоз йĕркеленсен çĕре кĕнĕ, мăшăрĕ В.Иванова вăрçă çулĕсенче упăшки çумĕнче вырăн тупнă. Аппăшĕсем, Татьянăпа Вассук, шăллĕне юратса пăхнă. Тăхтисен кил-çурчĕпе тепĕр кил-çурт урлă Давид Карпович Карповпа Ирина Леонтьевна Леонтьевăн кил-çурчĕ вырнаçнă. Çак çемьере Тăхтирен 2-3 çул кĕçĕн Машук ятлă хĕр ÿснĕ.Тăхти каччă шутне, Машук хĕр шутне кĕме тытăнсан, иккĕшĕн хушшинчи туслăх юратăва куçнă. Ялан пĕрле пулма тăрăшнă колхоз ĕçĕнче те, каçхи çамрăксен вăййинче те.
Çирĕм çул тултарсан Тăхтин салтак ячĕ тухать. 1939 çулăн малтанхи уйăхĕнче Николай Ильич Ильина - Тăхтине - Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Финляндипе Совет Союзĕ хушшинче вăрçă пуçланать. Машук хăйĕн юратнă каччине вăрçăра вĕлересрен хăранă, вăл ăна салтакран кĕтсе илме тупа сăмахĕ панă-çке. 1939 çулăн пуçламăшĕнче пуçланнă вăрçă 1940 çулăн март уйăхĕнче икĕ вăрçакан çĕршыв мирлĕ договор тунипе вĕçленет.
Тăхти вăрçăн юлашки тапхăрĕнче çеç ун вутне кĕрет те сывах юлать. Тĕнчери лару-тăру çăмăл мар. Фашистла Германи Европăри çĕршывсене хăйне пăхăнтарать. Англипе иккĕшĕн хушшинче вăрçă пырать. 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22 кунĕнче Гитлер мирлĕ договора пăсса Совет Союзĕ çине вăрçăпа тухать. Тăхти - Н.Ильин, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех ун вутне кĕрет. Вăрçă пырать пулсан та юратнă хĕрĕпе, Машукпа çыхăну тытма пăрахмасть. Нимĕçсене Мускав патĕнчен хуса янă çĕре хутшăнать. Фронтра тан мар хаяр çапăçусем пыраççĕ. 1942 çулхи апрель уйăхĕнче Тăхтин тăван килне «хура хут» çитет. Татьяна аппăшĕ хута вуласан, вăрçăра шăллĕ хыпарсăр çухалнине пĕлет, ун пек хутсем яла килсех тăнă. Хыпарсăр çухални вилнĕ тени мар, тен, вилмен, Машук та çаплах шутланă, савнă каччи, тен, хыпар ярать, шанчăка çухатман - кĕтнĕ.
Машук, Мария Давыдовна Давыдова, вăрçăн йывăр çулĕсенче тăван ялĕнчи «Большевик» колхозăн иккĕмĕш уй-хир бригадин пуçлăхĕнче вăйне-сывлăхне шеллемесĕр, канлĕхе пĕлмесĕр тăрăшса ĕçлет. Вăл ертсе пыракан уй-хир бригади колхозра ялан малтисен вырăнĕнче пулнă. Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн паракан медале илме тивĕçнĕ вăл.
Çĕнтерÿ пулнăранпа икĕ çул хыçа юлать. Тăван яла вăрçăн çулăмĕ витĕр тухнă Петр Иванович Иванов таврăнать, вăрçă чарăнни икĕ çул иртет. Тăхтирен хыпар çук. Машук Петр Иванович Ивановпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Çамрăк мăшăр пĕр çул тăван ялта пурăнсан Урала куçса каять.
П.Ивановпа М.Давыдова çĕре кĕнĕ хыпар яла çитни нумай çул иртнĕ. Энтрияль ялĕнче М.Давыдова ывăлĕ пурăнать. Н.Ильин çамрăк пурнăçĕ вăрçăна пула вăхăтсăр татăлнă. Юратнă хĕрĕпе пĕрлешсе çемье çавăрма Аслă Турă ăна пил паман. Тăхтине пĕлекен ялта никам та юлман. Вассук аппăшĕн ывăлĕн ачисем пĕлеççĕ, сăнÿкерчĕк аппăшĕн килĕнче упранса юлнă.
Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пуçне хунă салтаксенчен пĕри - Энтрияль ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Ильин.
Сăнÿкерчĕк çинче Николай Ильич Ильин - Тăхти (1939 çул).