Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Журналист - кăткăс професси

Районти ача-пăча библиотекинче «Колосок» ача садĕнчи ачасем професси суйласа илессипе вăйă-сехете хутшăнчĕç. Мероприяти «Профессие пĕл» электронлă презентаципе уçăлчĕ.

Шкул çулне çитменнисем çыравçă, журналист тата художниксен творчествисемпе паллашрĕç. Библиотекарьсем ачасене палăртнă профессиллĕ çынсен тĕп пахалăхĕпе, вĕсем хăйсене халăх умĕнче мĕнлерех тытмаллине ăнлантарчĕç. Ачасемпе пĕрле журналист профессине выляса пĕр-пĕринчен интервьюсем илчĕç.

Çапла вара аслисем те, кĕçĕннисем те журналист профессийĕ çăмăл мар пулсан та, интереслĕ те илĕртÿллине палăртрĕç. Художник-иллюстратор пек пулма ачасем хăйсен талантне ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле килĕсенче тăрăшса пăхма килĕшрĕç. Кунта пуçтарăннисем ача-пăча кĕнекисемпе паллашнă май, библиотекăра нумай япаласем çинчен пĕлме май пурри пирки палăртрĕç.

 



16 января 2016
14:04
Поделиться