Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Професси ăсталăхĕ - сăнсенче» фотокурава йыхравлаççĕ

«Професси ăсталăхĕ - сăнсенче» фотокурава йыхравлаççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2016 çула «Ĕç çыннин çулталăкĕ» тесе пĕлтернĕ. Çавна май вĕрентекенĕн ĕç-хĕлне çÿллĕ шайра хаклас, ăна çамрăксен хушшинче ытларах сарас, асăннă професси хаклăхне упраса хăварас тĕлĕшпе «Ĕç çыннин çулталăкĕнче» район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕ «Професси ăсталăхĕ - сăнсенче» ятпа фотокурав йĕркеленĕ.

Çакна палăртмалла: асăннă темăпа ятарласа фотоконкурса 2015 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчен йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕнчи фойере вĕрентекен профессие халалласа 80 ытла ĕç тăратнă. Фотокурава чаплă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, районти шкулсен директорĕсемпе вĕрентекенĕсем хутшăннă.

«Ĕç çыннин çулталăкне чысласа кăçалхи çулăн пуçламăшĕнче вĕрентекенсен профессие халалласа фотокурав йĕркелени хăйнеевĕр пысăк чыс, хисеп. Пирĕн пĕтĕм пурнăç ачалăхран пуçласа çамрăклăх вăхăчĕ таранах вĕрентекенсемпе çыхăннă. Вĕсем пире пахалăхлă пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшаççĕ, пулас професси ăсталăхне туптаççĕ. Малашлăхра вĕрентекенсене творчество аталанăвĕнче çитĕнÿсем тума сунатăп», - терĕ Александр Иванович фотокурава уçнă май.

Асăннă фотокурава районти тĕрлĕ шкулсен, хушма пĕлÿ паракан учрежденисен, ача сачĕсен ĕçĕсене тăратнă. Вăл кунта кăçалхи март уйăхĕ таран пырĕ. Унтан асăннă фотокурава районти шкулсенче кăтартĕç.

 



20 января 2016
13:59
Поделиться