Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хутса ăшăтмалли сезон йĕркеллĕ иртсе пырать

«Газпром газораспределение г.Чебоксары» акционерсен уçă обществин Куславккари филиалĕн Вăрмарти газ участокĕнче 46 çын ĕçлет. Участок районти 9459 уйрăм çуртсемпе хваттерсенчи, коммуналлă хуçалăхри, тĕрлĕ шайри предприятисенче, лавккасенче, чиркÿсенче, шкулсенче вырнаçтарнă 120 ытла газ оборудование пăхса тăраççĕ. Çавăн пекех 573 километр тăршшĕ газ пăрăхĕсене, газ валеçекен 89 пункта пăхса тăрасси те вĕсен тивĕçĕ.

Хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăрта кунта хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштарма Вăрмарти газ участокĕн аслă мастерĕнчен А.Романовран ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Пирĕн организацире хăйсен ĕçне тĕплĕн пĕлсе пурнăçлакан специалистсем тăрăшаççĕ, çулталăкне икĕ хут аттестаци витĕр тухса ăсталăхне çирĕплетнĕ май, хутса ăшăтмалли тапхăрта газ оборудованийĕсемпе пысăк пăтăрмах пулнине астумастăп. Кăçал та йĕркеллех ĕçлетпĕр, малашне те çаплах пулĕ тесе шанатăп, - терĕ Алексей Иванович. Çавăн пекех вăл çакна та палăртрĕ: чылай чухне хăрушсăрлăх граждансенчен хăйсенчен те килет. Хăшĕ-пĕри конденсат ларнипе пăрланнă мăрьесене тасатасшăн мар. Газ тĕтĕмĕ пăр витĕр мĕнле тухтăр ĕнтĕ - котелсем сÿнсе лараççĕ. Кун пек чух инкек те пулма пултарать. Çавна май эпир пулăшу пама яланах хатĕр, анчах çын ĕçне хакламаллах, мĕншĕн тесен кашни чĕнÿпе тухса çÿресси тăкаксемпе çыхăннă. Шел пулин те, хăш-пĕр уйрăм çынсем пирĕн участокпа килĕшÿ те çырасшăн мар. Халĕ уншăн çулталăкĕпе те 900 тенкĕ тÿлемелле: вуникĕ уйăх çине пайлăр та - хакĕ пысăк та мар, сывлăх вара пуринчен те хакли.

Парăмçăсем пурри те пăшăрхантарарть Алексей Ивановича. Предприятисем кăна 600 пин тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Уйрăм çынсем хушшинче те кивçенлĕ пурăнакансем пур. Чылай хушă тÿлеменскерсене çутçанталăк газĕ пама пăрахма та пултараççĕ. Гуманизм нормисем пурах - кунта ĕçлекенсем çакна хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтĕнче тумаççĕ - ăшă вăхăтра вара газ участокĕнчен «хăнасене» кĕтсе илме пулать. Кун пек чухне тĕлĕнме кирлĕ мар.

Республикăри пур хула ял тăрăхĕсене тахçанах çутçанталăк газĕ çитнине пĕлетпĕр, анчах кăмрăк-вутпа, электричествăпа ăшăтакансем те пур-ха. Вăрмар поселокĕнче пурăнмалли çуртсен, социаллă объектсен, предприятисемпе учрежденисен 95 процентне - «кăвак çулăмпа» тивĕçтереççĕ, ял тăрăхĕсенчи çак кăтарту 60-70 процент.

Хăй вăхăтĕнче газ кĕртмесĕр юлнисенчен чылайăшĕ çакна халĕ пурнăçлама тăрăшаççĕ. Сăмахран, Мăнçырмаран, Тупахран ыйтса çырнисем пур. Тупаха илес пулсан, ялта газ кĕртнĕ чухне пĕр урамра пурăнакансем пуçаруллăрах пулаймарĕç, сăмахне малалла тăсать аслă мастер. - Пĕрмаях такам çине çеç шанса лармалла мар.

Кивĕ Вăрмарти Чиркÿ урамĕнче çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, Çĕнĕ Кинчерте те çурт хăпартакансем пур. Çăва тухсан палăртнă вырăнсенче, тендер выляса илсен, газ пăрăхĕсем хывма пуçласшăн. Пĕлтĕр Вăрмар поселокĕнчи Колхозная урамра 200 метр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хывса хăварнă, унта çывăх вăхăтра 8-9 уйрăм пурăнмалли çурт хăпартĕç. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи Вăрмар поселокĕнчи пурăнмалли нумай хваттерлĕ çурт хăпартма хатĕрленет, унта та пирĕн валли ĕçсем пулĕç.

Уйрăм çуртсене çутçанталăк газĕ кĕртесси пирки те калаçу пулчĕ А.Романовпа. Алексей Иванович пĕлтернĕ тăрăх, проект тума 3-4 пин тенкĕ кирлĕ ?ку граждансем ăна хăш проект учрежденийĕсенче тутарнинчен килет%, монтаж ĕçĕсем 60-70 пине ларĕç, унсăр пуçне, вырăслах çырар «врезка» ĕçĕшĕн те тÿлеме тивĕç.

Тен, йÿнех те мар пулĕ, анчах малашлăх газпа хутса ăшăтасси çинче никĕсленнине манса каймалла мар.

 



27 января 2016
09:06
Поделиться