Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулăхлă тăпрана упрасчĕ

Çулсем япăххи, вĕсене юсама пуçласан та кăмăлсăрланмалли тупăнсах тăрать. Çулсене йĕркене кĕртсе пынăçемĕн хăш-пĕр чухне икĕ айккипе выртакан çĕрсем япăхса каяççĕ. Çакăн пирки лаптăкĕ шар курнă çĕр хуçисем час-часах тивĕçлĕ органсене евитленине курма пулать.

Акă, кăçал Етĕрне районĕнчи Иваньково ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн паха сийне пĕтерни пирки ?видеоматериалпа çирĕплетнĕ% Россельхознадзора пĕлтерчĕç. Унăн лаптăкĕпе юнашар "М-7 Атăл" çула юсаса çĕнетнĕ. Ятарлă техника унăн лаптăкĕ урлă çÿренĕ, çавăнтах стройматериалсене тăкнă та, тиенĕ те. Вĕсене тиесе кайнă хыççăн та çĕр çинче строительство производствин юлашкийĕсем тăрса юлнă. Пулăхлă сий хăйăрпа, тăмпа, вĕтĕ чулпа тата ытти япалапа хутăшса кайнă. Лару-тăрăва тĕплĕнрех тĕпчеме инспекторсем вырăна тухса тĕрĕслесен те çакнах çирĕплетнĕ.

Çĕр надзорĕн пайĕн инспекторĕсен опычĕпе паллашнă май çапла пĕтĕмлетÿ тума пулать. Чăнах та, нумай чухне çĕр пахалăхĕшĕн пăшăрханни çăхав ?жалоба% çырма хистет. Çулсем сарнă е юсанă май çывăхри çĕрсене япăхлатнă тĕслĕх пĕрре-иккĕ кăна мар. Кашни çулах кунашкал йĕркесĕрлĕхпе кĕрешме тивет тесен те йăнăш пулмĕ.

Анчах та хăш-пĕр чухне çăхав çыракан çынпа та ?ытларах чухне çĕр хуçи хăех ĕнтĕ вăл% хыттăнрах калаçма тивет. Акă, административлă тĕпчев ирттернĕ хыççăн Шупашкар район хĕрарăмне хăйнех яваплăх пирки аса илтермелле пулса тухнă. Пĕр общество çул тунă чухне унăн лаптăкĕнчи çĕре тăмпа пăтратса янă тесе çырнă вăл. Анчах та çырура çырнă пек пулăхлă сийе хăйсем тĕллĕн вырăнтан тапратнă, хырса илнĕ тени те çирĕпленеймен. Çăхавра çырса кăтартнă йĕркесĕрлĕхсем çирĕпленмен пулин те, унта çĕрпе усă курассипе çыхăннă саккунсене пăснă самант пурах. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курманни яр-уççăн палăрнă – сухаламан, акман, лартман. Çĕр ĕçĕсене пула япăхланнă лаптăкпа усă курма май килмен, тесе каласа тÿрре тухма тăрăшнă хуçи.

Тепĕр административлă тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ те çакăн пекрех.

Кун пек тĕслĕхсене нумай илсе çырма пулать. Çĕр хуçисем хăйсен çĕрĕпе туллин усă курманнине те çав сăлтавсемпех çыхăнтарма тăрăшаççĕ.

Çĕр пире тăрантаракан. Апла пулсан ăна упрасчĕ.

 

 



27 января 2016
09:07
Поделиться