Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрле пулар, савăнар

Пĕрле пулар, савăнар

Ял ĕмĕрсем тăршшĕ халăх йăли-йĕркине упраканĕ пулнă, пулать те. Çапах та вăл мĕнле шайра пулса пыни уйрăм пуçаруллă çынсенчен чылай килет. Çакăн пек хастарсем вара Пинер ял тăрăхĕнче, уйрăммăн илсен Çÿлти тата Çĕнĕ Кинчер ялĕсенче йышлă.

Чăваш йăли-йĕркине хисеплесе тытса пыракансем час-часах хăнана чăваш культурин паллă çыннисене чĕнсе вĕсемпе тĕрлĕ тĕлпулусем ирттереççĕ.
Акă, нумаях пулмасть Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тăван ен культурине халалланă уяв иртнĕ. Унта хисеплĕ хăнасем - район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ И.Архипов, «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организацин президенчĕ Ю.Филиппов, Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, нимĕç писателĕ Кай Элерс, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Ю.Зорин, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ П.Крылов тата ыттисем те хутшăннă.
Уявăн тĕп тĕллевĕ пухăннисене чăваш халăх культурин хăйнеевĕрлĕхĕпе туллин те тĕрлĕ енлĕн паллаштарасси пулнă. Мероприяти вăхăтĕнче музей экспоначĕсемпе, шкул историйĕпе паллаштарнă, чăваш апат-çимĕçне ас-тивсе пăхса ăна хакланă. Чăваш костюмĕсен фестивалĕнче вара тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан ентешсен тум-тирĕпе, вĕсен вăрттăнлăхĕпе паллашма пулнă. Шкул ачисемпе чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ те пурне те тыткăнланă.
Çакна та палăртмасăр иртсе кайма çук - туслăх атмосфери çынсен кăмăлне çĕклеме пулăшнисĕр пуçне эпир пĕр наци çыннисем пулнине чун-чĕрепе туйса илме те май панă. Çакăн пек ирттерекен культура мероприятийĕсенче кăна тĕрлĕ çĕршыв çыннисем пĕр-пĕринпе тĕл пулса нумай çул хушши пире çыхăнтарса тăракан истори саманчĕсемпе паллаштарма пултараççĕ.



"Урмарская районная газета"
16 апреля 2016
08:55
Поделиться