Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн республика. Тĕп тема

Пирĕн республика. Тĕп тема

Спортсмен пулмасса та пултаратăн, анчах сывă пулма тивĕç.

Чăваш Енре спортăн массăллă тĕсĕсемпе çур миллиона яхăн çын туслă - республикăра пурăнакансен 40 проценчĕ патнеллех. Çав вăхăтрах ялсемпе хуласенче физкультурăпа сывлăх комплексĕсен, хоккей курупкисен, бассейнсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Л.Черкесов тĕп хулари "Спартак" физкультурăпа сывлăх комплексĕпе паллашрĕç. Унпа кăна та мар.

Волейболтан аэробика таран

ФОКа 2013 çулхи декабрьте Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин социаллă проектне тата республикăн 2010-2020 çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли тĕллевлĕ программине пурнăçланă май хута янă. Объект - нумай функциллĕскер, темиçе зал ĕçлет. Смета хакĕ - 172 млн тенкĕ ытла. Профессионалсем те ăсталăха туптаççĕ, ГТО нормине пурнăçлама хатĕрленекенсем те çÿреççĕ. 
Шкул ачисен тĕллевĕ пĕрре - чи лайăххи пуласси. С.Ефимовпа Ж.Иванов урайĕнчен 25 тата 27 хут тĕртĕнме пултарчĕç - хăнасем вĕсене аллисене чăмăртасах тав турĕç. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ волейбол командин тренерĕн А.Страховăн тĕллевĕ вара пысăкрах та анлăрах. 61-мĕш шкулта тинех спорт класне уçнă - талантлă ачасене тупса палăртма май пур. Унăн вĕренекенĕсенчен пĕрне А.Зварыгинăна Раççей командине илмелли кандидатсен шутне кĕртнĕ. М.Игнатьев ăна тĕп йышра çирĕпленме сунчĕ.
"Спартакра" икĕ бассейн. Пĕри - тин çеç ишме вĕренекен ачасем валли. Тепринпе çитĕннисем усă кураççĕ - "хăвăрт" çеккунтсемшĕн çунакансем те, сывлăха çирĕплетес тĕллевпе васкамасăр ишекенсем те, М.Игнатьев Н.Казаковăна сывлăх сунчĕ. Вăл 80 çултан иртнĕ, анчах пăхма ун чухлĕ параймăн. 
Ачасемпе çамрăксен "Спартак" спорт шкулĕн директорĕ А.Осипов хăнасене бассейна çÿремелли правилăсемпе паллаштарчĕ. Вăл 8-тан пуçласа 22 сехетчен ĕçлет. Куллен 500-е яхăн çын çÿрет. Пенсионерсене тÿлев тĕлĕшĕпе çăмăллăх параççĕ.
Тренажер залĕ те яланах тулли. Чылайăшĕн мышцисем - пăхса ăмсанмалла. Хăшĕсем вара кунта çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмшăн килеççĕ. М.Смирнова нумаях пулмасть ача çуратнă та - кĕлетке илĕртÿлĕхне тавăрасшăн. Чупмалли çул çинче кашнинчех сехет çурă ирттерет, 10 километр хыçа хăварать. 
Спорт аэробикин О.Филюшкина ертсе пыракан занятийĕнче этем кĕлетки мĕнешкел авкаланма пултарнине курса тĕлĕнтĕмĕр. Çакă - нумай тренировка кăтартăвĕ. Спорт аэробикипе ачасем 3 çултанах туслашаççĕ. Унашкаллисем паян - пин ытла арçын ачапа хĕрача. Çамрăксен, уйрăмах спорт мастерĕн кандидачĕн Н.Замуриевăн номерĕсене М.Игнатьев, Л.Черкесов тата Н.Малов алă çупса хакларĕç. 
Хăнасем воркаут занятийĕн площадкинче те пулчĕç. "Спартак" стадионра урамри фитнес занятийĕн тренажерĕсене ачасен ушкăнĕ Чăваш Ен Правительствине ыйтупа тухнă хыççăн вырнаçтарнă. Пулăшу кÿнĕ. Бюджета ку 2 млн тенке яхăн ларнă. Анчах хĕрсемпе каччăсен тĕлĕнмелле номерĕсене куратăн та - тăкак тÿрре тухни куçкĕрет. 
Республикăри çамрăксем паян спортăн çĕнĕ тĕсĕсене ытларах та ытларах килĕштереççĕ, кайтинг, фристайл, пăр çинчи авточупу. Çамрăксем хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ, çĕнĕ рекордсемпе палăрма ĕмĕтленеççĕ.

М.ИГНАТЬЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
- "Спартак" ФОКа тата "Олимпийский" стадиона Раççей Футбол федерацийĕ 2018 çулта пирĕн çĕршывра ирттерме палăртнă тĕнче футбол чемпионачĕ валли суйласа илнĕ. Çитес çулах Шупашкара тĕнчери футбол командисем тренировкăсене килме пуçлĕç. 2016 çулта Рио-де-Жанейрăра иртмелли çуллахи Олимп тата Паралимп вăййисене хутшăнмалли кандидатсен списокĕнче - Чăваш Енĕн 34 спортсменĕ. Пĕтĕмпе вара Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышне пирĕн республикăн 150 спортсменне кĕртнĕ. 
Спорт отраслĕ юлашки 5 çулта малалла пысăк утăм турĕ. 50 спорт объекчĕ тунă тата реконструкциленĕ. Çак ĕçе 6 млрд тенкĕ ытла хывнă. Çурри - федераци бюджечĕн укçи. Район центрĕсенче универсаллă спорт комплексĕсене хута янă, пăр керменĕсем, бассейнсем çĕкленеççĕ. Олимп резервĕсен ятарлă чылай шкулне реконструкциленĕ. Шупашкарта "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕ уçăлчĕ - 7,5 пин куракана йышăнма пултарать. Ăна тата пысăк ытти спорт сооруженине Пĕтĕм Раççейри спорт объекчĕсен реестрне кĕртнĕ. Чăваш Енре çуллен официаллă 350 ăмăрту иртет. Вĕсенчен 60-шĕ - пĕтĕм Раççей шайĕнчисем. Пĕррĕрен кая мар - тĕнче шайĕнчи.

 

Спорт объекчĔсем - малашлăх инвестицисем

"Единая Россия" парти пуçарнипе паян ялсенчи спорт залĕсемпе стадионсене çĕнетеççĕ. Н.Маловпа пĕрле хаçат корреспонденчĕ Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи шкулта пулчĕ. Шкулта спорт йăлисем çирĕппи тÿрех палăрать. Кубоксемпе медальсен, дипломсемпе грамотăсен шутне сумлă спорт клубĕ те ăмсанĕ. 
Çакăнта 11-мĕш класра вĕренекен А.Ивановпа 10-мĕш класри А.Рыбаков тÿпи пысăк. Волейбол тата баскетбол ăмăртăвĕсенче тĕрлĕ шайра чыса тивĕçеççĕ. Спорт вĕренÿре пулăшать - "Единая Россия" партин регионти лидерĕпе калаçнă май ачасем çак шухăша татăклăн палăртрĕç.
Шкул директорĕ Г.Фадеева вĕренÿ заведенине уйăрса панă 1,18 млн тенке мĕнле тĕллевсемпе тăкакланипе паллаштарчĕ, спорт залĕ юсав хыççăн мĕнлерех улшăннине кăтартрĕ. Кунта халь шкулти занятисем кăна мар, поселок мероприятийĕсем те иртеççĕ.

Н.МАЛОВ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ.
- "Единая Россия" партин "Ачасен спорчĕ" проекчĕ пулăшнипе икĕ çулта Чăваш Енри ялсенчи шкулсен 70 спорт залне юсама май килчĕ. Çак ĕç тивĕçлĕ кăтартусемпе савăнтарать. Массăллă физкультура занятийĕсем - патшалăхпа обществăна шăпах çакă кирлĕ. Чăваш Енри ялсене спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтернин шайĕ - 60 процент. Хуласенчи кăтартуран та пысăкрах - унта ку кăтарту 46 процент шайĕнче.

 

Кунта ăстасене туптаççĕ

Канаш районĕнчи Карăклăри Г.Смирнов ячĕллĕ "Олимп" центр ачасен спорт шкулĕн тренировка бази шутланать. Тĕлĕнмелле те, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ 38 çул хушшинче ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе тĕнче класлă 2 спорт мастерне, 10 спорт мастерне тата спорт мастерĕн 30 кандидатне çитĕнтерме пултарнă. Вĕсен йышĕнче - Г.Смирновăн икĕ ывăлĕ - Евгенипе Никита. Чап çĕнсе илнĕ спортсменăн тата тренерăн хĕрĕ Наталья, унăн упăшки тата 5 ачи пурте кĕрешÿпе туслă.
"Ку залра вăй-хăват тапса тăрать. Кунашкалли пирки ĕмĕтленме кăна пулать - 35 млн тенкĕ хывни чăннипех усса кайнă", - спортсменсем йышлине курса савăнчĕ Н.Малов. Занятисене ачасемпе А.Рыбаков, С.Герасимов тата тĕнче класлă спорт мастерĕ, Раççейĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пĕрлештернĕ командин членĕ А.Максимова ирттереççĕ. Анна анне пулма хатĕрленет иккен. "Хĕр-и, ывăл-и - паллă мар-ха, анчах вăл спортсмен пулатех", - шантарчĕ вăл.
Юнашарах пауэрлифтинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Л.Изратов çывхаракан ăмăртусене хатĕрленет. Çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ спортпа чăннипех туслă.

 

"500 бассейн" - чикĕ мар

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн бассейнĕ - преподавательсемпе студентсен мăнаçлăхĕ. Ирсерен тата каçсерен, çавăн пекех кану кунĕсенче кунта хула çыннисем пурте çÿреме пултараççĕ - вырăн çитет. Бассейн пысăк вĕт - 26 метр тăршшĕ, 16 метр сарлакăшĕ. ФОК çуртĕнче çавăн пекех тренажер, гимнастика залĕсем те пур. Комплекса 2012 çулхи декабрьте "Единая Россия" партин "500 бассейн" социаллă проектне пурнăçласа хута янă. 
Шывра И.Картошкина студенткăпа юнашарах - пенсири О.Обухов. Калатăп-çке, пурне те вырăн çитет. Кĕçех вара Чăваш патшалăх университечĕн те çĕнĕ йышши çакнашкал сооружени пулĕ. 
Хальхи вăхăтра Шупашкарта федерацин тĕллевлĕ программисемпе харăсах пысăк икĕ спорт объекчĕ тăваççĕ. Октябрьте Олимп хатĕрленĕвĕн биатлон центрĕ хута каймалла. Виçĕ хутлă çуртра спортсменсене хатĕрлемелли 16, çавăн чухлех йĕлтĕрсене старта хатĕрлемелли пÿлĕм, допинг-тĕрĕслев пÿлĕмĕсем, тренажер залĕсем, пресс-центр, медпункт тата ытти вырнаçĕç. Трибунăсем 500 куракана йышăнмалла. Олимп резервĕсен шкулĕн директорĕ Н.Николаев центра уçма паллă биатлонистсем - Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕртнĕ П.Магазеев, Татьянăпа Вячеслав Акимовсем - килессе шанать. 
Тепĕр Олимп объектне - маунтинбайк центрне - уçма вара тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерне И.Калентьевăна тата çамрăксен хушшинче тĕнче ăмăртăвĕнче медале тивĕçнĕ О.Терентьевăна кĕтеççĕ. Хальлĕхе вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ объектпа саккасçăпа тата подрядчикпе пĕрле паллашрĕ.
Центрта 5 спорт залĕ, шывра ишмелли 2 бассейн, вĕренÿпе методика центрĕ, 58 вырăнлă хăна çурчĕ пулмалла. Тата - уçă велодром, ункă евĕр трасса. Шупашкарти маунтинбайк центрĕ спортăн çак енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин хатĕрленÿ бази пулĕ.

Л.ЧЕРКЕСОВ, Шупашкар хулин пуçлăхĕ.
- Шупашкар 500 çул тултарнине хисеплесе ят панă паркра халĕ çĕнĕ йышши тепĕр фитнес-центр строительствине пуçлатпăр. Ăна Мускаври компани хăйĕн укçипе тăвать. Инвестицисен виçи - 80 млн тенкĕ патнелле. Ку - вĕсен Чăваш Ен тĕп хулинчи иккĕмĕш объекчĕ ĕнтĕ. Ĕçтешлĕхе малалла тăсăпăр. Уйрăм çынсем спорта хывакан инвестицисем - пирĕншĕн çĕнĕ тата кăмăллă пулăм.



16 апреля 2016
08:58
Поделиться