«АККОНД» иртнине хисеплет
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 71 çул çывхарас умĕн Тăвай районĕнчи ветерансем, вĕсен шутĕнче тыл ĕçченĕсемпе «вăрçă ачисем» те, «АККОНД» акционерсен обществине çитсе курнă. Коллектившăн вĕсем килсе курни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Предприяти 1943 çулта уçăлнă, малтанах пысăках мар производство продукцине çапăçу хирĕнчисем валли те ярса панă.
Хальхи вăхăт шайĕнчи хăватлă «АККОНД» предприятинчи экскурси маларахри çулсенчи «Шупашкарти кондидер фабрики» ĕç-хĕлне аса илнинчен пуçланнă. Хăнасенчен хăшĕ-пĕрисем фабрикăна малтан та килсе курнă, теприсем - пĕрремĕш хут. Производство цехĕсенче курса çÿрени манăçми йĕр хăварнă. Вĕсене производство калăпăшĕ тата хальхи вăхăтри оборудовани, автоматизациленĕ технологи линийĕсем, ĕç процесне рабочисем контрольлесе кăна тăни тĕлĕнтернĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче кун пеккине ĕмĕтленме те пултарайман. Хăнасене уйрăмах «вĕри» продукцине производство линийĕ çинченех тутанса пăхни кăмăла кайнă.
Экскурси хыççăн ветерансене аккондсен пылак кучченеçĕсемпе чей ĕçтернĕ, унтан генеральнăй директорĕпе В.Ивановпа тĕлпулу йĕркеленĕ. Фабрика руководителĕ хăнасене ĕçри çитĕнĕвĕсемпе тата малашлăх планĕсемпе паллаштарнă. Юлашки çитĕнÿсене шута илес пулсан, 2015 çулхи кăтартусемпе кунта 1500 çын вăй хурать, экономика ăмăртăвĕ енĕпе Чăваш Республикинчи туса илекен производствăсем хушшинче предприяти пĕрремĕш вырăн йышăнать.
Калаçу вăхăтĕнче республикăри ытти ĕçсемпе пĕрлех «АККОНД» акционерсен обществин Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» хушма предприятин пысăк пĕлтерĕшĕ пирки те чарăнса тăнă. Çитес вăхăтсенче сĕт комплексĕ хăйĕн производство хăватне ÿстерес пирки те палăртнă: çĕнĕ цехсем уçса сĕт продукчĕн ассортиментне анлăлатмалла, çапла вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç. Çакă хăех «АККОНД» компани ушкăнĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине тата уншăн республика пуласлăхĕ малти вырăнтине палăртать.
Валерий Иванов: «Пирĕн çутă пуласлăхшăн несĕлсем хăйсен пурнăçне вăрçăра шеллемен. Çакна асра тытса хакламалла тата вĕсен çĕнтерĕвĕ сая ан кайтăр тесе хамăртан мĕн килнине пурне те тумалла. Çавăншăн эпир нумай вăй хуратпăр, малаллах тăрăшатпăр тата аталанатпăр».