Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малтанхи сасăлав дебачĕ

Малтанхи сасăлав дебачĕ

Чăваш Енре «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕн дебачĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансем «Нацие сыхласа хăварасси: вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика» темăна сÿтсе явнă. Дебата Патшалăх Думинче Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен А.Аршинова депутат уçнă.

«Парти кăмăл пуррисене пурне те малтанхи сасăлава хутшăнма майсем туса пачĕ, унăн кăтартăвĕсем çитес суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕсене палăртĕç, - пĕлтернĕ А.Аршинова. - Дебат - тĕрлĕ сферăри çивĕч ыйтусене татса памалли çулсене хам мĕнле курнипе суйлавçăсене паллаштармалли меслет». 
Малалла А.Аршинова хăйĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă - вăл, тĕпрен илсен, вĕренÿ ыйтăвĕсемпе çыхăннине палăртнă. 
Партин «Ача сачĕсем - ачасемшĕн» проекта пурнăçлама Чăваш Еншĕн укçа-тенкĕ ытларах уйăрнине, унсăр пуçне федерацин ялсенчи вĕренÿ организацийĕсенче Чăваш Енре икĕ çулта 72 спортзала юсанине, кăçал та ял шкулĕсенче тепĕр 24 спортзала çĕнетессине пĕлтернĕ.
«2016 çулта çĕнĕ шкулсем тăвассине тата пуррисене реконструкцилессипе çыхăннă программа старт илчĕ, - палăртнă Алена Игоревна. - Çак тĕллевпе кăçал федераци бюджетĕнчен 50 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. 
Чăваш Енре кăçал 6 шкула çĕнĕрен тума тата юсама палăртаççĕ - çакă 2,5 пин ытла вĕренекен валли çĕнĕ вырăнсем йĕркелеме май парĕ... 2020 çул тĕлне Чăваш Енре пĕтĕмпе 18 объекта реконструкцилемелле, çав шутра çĕнĕ 7 шкул çĕклеме палăртнă. Эпĕ малашне те республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлĕп».
Дебат вĕçленсен унта хутшăнакансем суйлав умĕнхи кĕрешĕве уççăн та тĕрĕс ирттерме калаçса татăлса килĕшÿ çине алă пуснă. Дебатсем майăн 15-мĕшĕччен тăсăлаççĕ. Майăн 22-мĕшĕнче пĕрлехи сасăлав кунĕ иртĕ - унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Единая Россия» партирен Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕсене палăртĕç.



20 апреля 2016
08:50
Поделиться