Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕтĕмлетмелли, сÿтсе явмалли чылай пулнă

Пĕтĕмлетмелли, сÿтсе явмалли чылай пулнă

Раççейри чрезвычайлă лару-тăру Министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн тата çак ведомствăна пăхăнса тăракан учрежденисен 2016 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетес тĕлĕшпе Вăрмар районĕнче вĕрентÿпе методика сборĕ иртнĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче çавăн пекех 2016 çулхи иккĕмĕш кварталта туса ирттермелли ĕçсене сÿтсе явнă, пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн председателĕ В.Петров, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, надзор тата профилактика енĕпе ĕçлекен Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пайĕсен, территорири подразделенисен, пушар хуралĕн чаçĕсемпе отрячĕсен руководителĕсем, Чăваш Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру хысна учрежденийĕн шырав службин руководителĕсем, муниципаллă пĕрлĕхсен чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕн председателĕсем хутшăннă. Яланхиллех сбор строй смотрĕнчен пуçланнă. Ăна РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн заместителĕ Г.Михайлов тата РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тĕп управленийĕн начальникĕ, патшалăх пушар хăрушсăрлăхĕн службин заместителĕ С.Ерофеев ирттернĕ.
Вĕрентÿпе методика сборне РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикин Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов генерал-майор ертсе пынă. Ĕçре палăрнă сотрудниксене ведомство, Пĕтĕм Раççейри «Çунман Купина» конкурсăн республикăри тапхăрĕнчи çĕнтерÿçĕсене наградăсем парса чысланă. Унтан хăйсен тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă йĕркелĕх хуралĕн ĕçченĕсен палăкĕ умне чечексем хунă, тавра пĕлÿ музейĕнче пулса кунта пушар хуралĕн ĕçченĕсене халалласа йĕркеленĕ куравпа паллашнă.
Юлашкинчен мероприятие хутшăнакансенчен тăракан спорт командисем волейболла выляса тупăшнă. 



20 апреля 2016
08:52
Поделиться