Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

А.Аршинова: «Вĕренме кĕмелли экзаменсене улăштарни килĕшÿсĕр»

Апрелĕн 22-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи сентябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн вĕренме йышăнмалли йĕркене тата экзаменсене упраса хăварасси пирки калакан саккун проектне пĕрремĕш вулавра йышăннă. Çакăн пек пуçарăва «Единая Россия» партин депутачĕсен пĕр ушкăнĕ сĕннĕ.

«Çак саккуна йышăнасси ку е вăл аслă вĕренÿ заведенисен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, шăпах вĕсем 2014 çулта вĕренме кĕнĕ чухнехи предметсен йĕркине улшăнусем кĕртнĕ. Çакă вĕренме кĕрекенсене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен вĕсем малтан вĕренме кĕнĕ чухнехи пĕр предметсемпе экзамен тытма хатĕрленнĕ пулсан, çуркуннепе вĕсен пачах урăх предметсемпе тытмалла килсе тухнă», - тесе палăртнă «Ачасене - ача сачĕсем» парти проекчĕн руководителĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Комитечĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен Председателĕн заместителĕ А.Аршинова. Вăл каланă тăрăх, «Единая Россия» парти çак лару-тăрăва вăхăтра хутшăннă, ăна шайлаштарма пултарнă. Апла пулин те, кунашкал лару-тăрусем урăх ан пулччăр тесе саккун кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн вĕренме кĕнĕ чухнехи предметсен йĕркине вĕренÿ çулĕнчи октябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн улăштарма юрамасть. 
«Вĕренме кĕнĕ чухнехи тĕрĕслеве экзамен пуçланиччен улăштарни килĕшÿллĕ мар. Вĕренме кĕрекенсен тĕплĕн хатĕрленме вăхăчĕ те нумаях юлмасть. Халĕ пулас студентсем вĕренме кĕнĕ чухне мĕнле предметсемпе экзамен тытмаллине 9 уйăх маларах пĕлсе тăраççĕ», - тенĕ депутат. 
РФ Вĕрентÿпе наука министерстви аслă вĕрентÿ заведенисене вĕренме кĕнĕ чухнехи тĕрĕслев йĕркине тата вĕренÿ программине çитес çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен çирĕплетес пулать. 
«Аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕнĕ чухнехи йĕрке малтанах паллă пулмалла», - уйрăмах палăртнă РФ Патшалăх Думин промышленноç енĕпе ĕçлекен комитет членĕ, асăннă саккун проектне пуçарас енĕпе вăй хуракан А.Когогина. 
«Аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕнĕ чух вĕренме кĕрекенсене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене нумай ыйту канăç памасть. Шкул вĕренсе пĕтерсе аслă пĕлÿ илес текенсен вĕренме кĕмешкĕн вăхăтне саккун тĕлĕшĕнчен çирĕплетни вĕсен прависене хÿтĕлессин шайне ÿстерет, - тесе каланă парламентари. - Çакă вĕсене малтанах пĕтĕм сăкăлтăксемпе паллашса кирлĕ пĕлÿ пухса хăйсем малтан палăртнă аслă вĕренÿ заведенине тĕплĕн хатĕрленсе пулас тĕрĕслев витĕр тухса унта вĕренме кĕме май парать».

 



"Урмарская районная газета"
07 мая 2016
10:25
Поделиться