Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи тăрăшуллисене чысланă

Районти çĕр ĕçченĕсем халĕ сухара та акара. Çуркунне çитнĕ май çĕр ăшăнса пиçсе çитсенех ĕçе кÿлĕннĕ вĕсем. Аслă Çĕнтерÿ кунне хатĕрленме те майне тупаççĕ, акара та аптрамаççĕ. 

Çапла вара паянхи куна районта кĕркунне сухаласа хăварнă 6115 гектар çĕре, 4060 гектар нумай çул ÿсекен курăксен анине, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 2901 гектар çинче сÿреленĕ. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 2580 гектар апатлантарнă. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4334 гектар акнă, çав шутран тулă - 2412 гектар, урпа - 1727, сĕлĕ - 195 гектар. Паянхи куна çĕрулмине 47 гектар çинче лартнă, сар пăрăçа ?горчица/ 75 гектар çинче акнă.
Хăмлан тĕп тымарне 10 гектар çинче каснă, çав шутран Çĕнĕ Вĕренерте 6 гектар çинчи хăмлана касса пĕтернĕ, халĕ вĕсем 4 гектар çинче шпалер караççĕ, Мăнçырмапа Кавал ялĕсенче 2-шер гектар каснă. Çурхи ĕçсем малалла пыраççĕ. 

 

 



07 мая 2016
10:21
Поделиться