Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи тăрăшуллисене чысланă

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Киров хулинче федерацин Атăлçи округĕнчи «Çĕнтерÿçĕ» конкурсра лауреатсемпе çĕнтерÿçĕсене чаплă лару-тăрура чысланă. 

Кунта Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Ю.Золотарев РФ Президенчĕн Тав çырăвĕсемпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен шырав ушкăнĕсен Аслă Çĕнтерĕве уявлама хатĕрленнĕ чи тăрăшуллă представителĕсене чысланă. Вĕсен хушшинче - Шупашкар хулинчи 57-мĕш номерлĕ вăтам шкул çумĕнчи «Набат» Шырав клуб руководителĕ - Е.Шумилов. 
Çак кунах Ю.Золотарев федерацин Атăлçи округĕн регионсенчи çарпа патриот клубĕсен руководителĕсемпе слет ирттернĕ. Кунта РФ Оборона Министерствин представителĕсем, ĕçе пурнăçлакан влаçăн регионсенчи органĕсем, Чăваш Енрен вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ С.Кудряшов, Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи «Родина» ятлă çарпа патриот клуб руководителĕ В.Львов, Шупашкарти 37-мĕш номерлĕ вăтам шкул çумĕнчи музей руководителĕ В.Яковлев хутшăннă. 
Кун йĕркинче çарпа патриот клубăн пĕр пĕрлĕхлĕ ĕçĕ пулмалли, асăннă организацисен ĕçĕ-хĕлĕнче вĕренĕве кирлĕ шайра йĕркелемелли çинчен те каласа хăварнă.

 



"Урмарская районная газета"
07 мая 2016
10:20
Поделиться