Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни алăкранах шакканă

Кăçал Раççей халăхĕ 71-мĕш хут Аслă Çĕнтерÿ кунне уявлать. Энтрияль ялĕнчен Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хаяр тăшманпа çапăçнă, вăрçă вĕçленнĕ хыççăн тăван яла сывă таврăннă салтаксенчен пурăнаканни юлмарĕ.

Иртнĕ çул Шупашкар хулинче пурăннă Энтрияль çынни, Николай Иванович Николаев çĕнтерÿçĕ-салтак 92 çула кайсан çутă тĕнчерен уйрăлчĕ. Энтрияль ялĕнчи кашни хуçалăхран тенĕ пекех кам та пулса хаяр тăшманпа вăрçăн юнлă хирĕнче алла пăшал тытса çапăçнă - 136 çын вăрçа хутшăннă, 70 çын вăрçăн юнлă хирне выртса юлнă, вĕсен тăван яла, тăван киле арăмĕ-ачисем, савнă хĕрĕ, ашшĕ-амăшĕ патне таврăнма каялла çулĕсем пулман. Трифон Федорович Федоров килĕнчен пилĕк ывăлĕ хаяр тăшманпа алла пăшал тытса çапăçнă, тăватă ывăлĕ вăрçăн юнлă хирне выртса юлнă. Фока Павлович Павловăн тăватă ывăлĕ вăрçа хутшăннă, вĕсенчен виççĕшĕ киле таврăнайман. Кузьма Борисович Борисовăн килĕнчен виçĕ ывăлĕ вăрçа тухса кайнă, виççĕшĕ те сывă таврăннă. Николай Гаврилович Гавриловăн виçĕ ывăлне вăрçăран сывă таврăнма Аслă Турă хушман пулмалла, мăнукĕ çеç тăван яла тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Терентий Иванович Иванов виçĕ ывăлне вăрçа ăсатнă. Икĕ ывăлĕ çар тивĕçне Хĕрлĕ Çар ретĕнче, фашистла Германи Совет Союзне хирĕç вăрçă пуçличченех пурнăçланă. Вăрçăн малтанхи кунĕнчех унăн юнлă вутне кĕнĕ. Евгений ывăлĕ, взвод командирĕ пулнăскер, хăйĕн çар чаçĕпе Орлов облаçне çити чакнă. Пĕр хаяр çапăçура йывăр аманса вăрçă хирне выртса юлать, ăна вилнĕ тенĕ, кĕлеткине çурри таран çĕр хупланă салтака вырăс хĕрарăмĕ хăйĕн хĕрĕпе вилĕмрен хăтараççĕ, килĕнче пытарса усраса, сиплесе ура çине тăратаççĕ. Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленсен, хăйне çăлакан вырăс хĕрарăмĕн хĕрĕпе пурнăçне çыхăнтарать, икĕ хĕрачан ашшĕ ятне тивĕçет. Мускав облаçĕнче Шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан çĕре кĕрет. Ывăлĕ, Иван, хăйĕн çар чаçĕпе Мускав патне çити чакса, тăшмана хула патĕнчен хăваласа янă çĕре хутшăнать. Виçĕ хутчен аманать. Тăшмана хăйĕн йăвине хăвалать. Хăйĕн çар чаçĕпе, батарея командирĕ пулса Кенигсберг хулине илнĕ çĕре хутшăнса, тупăран персе тăшмана аван тустарать, Çĕнтерÿ кунне госпитальте кĕтсе илет. Правительствăн нумай наградисене илме тивĕçет. Вăл вăрçăран Энтрияль ялĕнче пурăнакан арăмĕ Ольга Ивановна патне саламлă почта карточки те ярса панă. Унта «Действительный отдельный истребительный противотанковый артиллерийский дивизион, командир батареи Терентьев старший лейтенант», - тесе çырнă. Вăрçă çĕнтерÿпе чарăнсан та çар тивĕçне пурнăçлать. Совет çарĕ шутне чакарма Указ тухсан запаса тухать. Пĕр хушă Украинăра ĕçлесе пурăнать, кайран Хакассинчи Минусинск хулинче тĕпленсе пурăнса çĕре кĕрет. 
Çĕнтерÿçĕ-салтаксем ялсенче юлмарĕç пулсан та «Чыс та мухтав сире!» - тесе калас килет.

 



07 мая 2016
10:18
Поделиться