Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Энтриялĕнчи хастар почтальон

Пурнăç çултан-çул çĕнелсе, улшăнса пырать. Ачасем те, çамрăксем те, сумлă ватăсем те ытларах компьютер умĕнче лараççĕ, вĕсене Интернет хăйĕн серепине тÿрремĕнех сĕтĕрет. Ытларахăшĕ хаçат-журналтан мар, пĕтĕм кирлĕ хыпара компьютертан илме тăрăшать. Апла пулин те ялти халăх хаçат вулама манса кайнă тесе калас килмест манăн. Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ темиçешер тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет.

Кăçал тивĕçлĕ канăва кайнă медицина сестринче нумай çул ĕçленĕ И.Яковлева кашни çырăнтару кампанийĕнчех çирĕмшер, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н.Арсентьева вуншар, Е.Степанова учительница ултшар издани çырăнса илеççĕ. Ялти пур çын та ытларах хаçат вулаччăр тесе Энтриялĕн хастар почтальонĕ А.Николаева çине тăрсах вăй хурать. Кашни ир почтальон сумккине çакать те Пысăк Енккассинчи почта уйрăмне васкать. Çĕнĕ хаçат-журналпа тултарса хулпуççи çине çакать те хăйĕн йывăр сумккине харсăр хĕрарăм, малтанах Пысăк Енккассинчи Карл Маркс урамĕнче пурăнакансене хаçат валеçет, унтан Вăрманкаспа Энтрияль ялĕсенчи çыннисем патне васкать. Çак пархатарлă ĕçре мал ĕмĕтлĕ почтальонăн тÿпи питĕ пысăк. 
Алевтина Вениаминовна Уйкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Энтриялĕнчи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Мускав облаçĕнчи Щелково хулинче пир-авăр тĕртекен училищине вĕренсе пĕтерсен виçĕ çул çак хуларах ĕçленĕ. Пурнăç çулĕ çамрăк хĕре каялла Чăваш çĕрне илсе килнĕ. Виçĕ çул вăл Вăрмарта общепитра тăрăшнă. 
Качча кайнă хыççăн XXV партсъезд ячĕпе хисепленекен совхозри фермăра дояркăра ĕçленĕ, кунсерен 36-шар ĕне сунă, унтан пилĕк çул уй-хир бригадирĕ пулса тăрăшнă, икĕ çул «Паха тĕрĕ» фабрикинче те ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Почтальонра 2012 çултанпа кăна ĕçлет пулин те, Алевтина Вениаминовна хăйне ырă енчен çеç кăтартать. Хаçат-журнала çынсем патне яланах вăхăтра çитерсе парать, пенси укçине палăртнă кун валеçет, телеграмма е саккасла çыру пулсан канмалли куна та пăхса тăмасть, çийĕнчех адресат патне илсе çитерет. Пултаруллă почтальон хаçат валеçнисĕр пуçне кашни уйăхрах 4-мĕш числоран пуçласа 24-мĕшĕччен тивĕçлĕ канăва кайнисене пенси укçи валеçет, вĕсен кашни ыйтăвне ырă кăмăлпа йышăнать, кунпа пĕрлех газпа электроэнергишĕн укçа тÿлесе килсе парать, тĕрлĕрен кирлĕ тавар сутать. 
Çырăнтару кампанийĕнче хăйĕн ĕçне чунне парса пурнăçласа плана яланах тултарать, район хаçатне кашни килтех илсе тăччăр тесе тăрăшать. Пысăк Енккассинчи почта уйрăмĕн начальникĕ Л.Петрова Алевтина Вениаминовнăн тăрăшса туса пыракан ĕçĕпе кăмăллă. Ытти ялсенче ĕçлекен почтальонсемпе пирĕн ял ĕçченĕ туслă пурăнать, вĕсем пĕр-пĕринчен вĕренсе, хисеплесе ĕçлеççĕ. Хăй суйласа илнĕ ĕçне парăнса туса пынăшăн ялти çынсем ăна чĕререн тав тăваççĕ, ăшă сăмахсем кăна калаççĕ. 
2015 çулта хаçат-журнала ял халăхĕ патне вăхăтра çитерсе панăшăн, ял пурнăçĕнче активлă хутшăннăшăн Энтрияль ял пуçлăхĕ /малтанхи пуçлăх И.Яковлевăн/ Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă Алевтина Вениаминовна. Малалла та палăртнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр почтальона.

 



21 мая 2016
13:40
Поделиться