Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яваплăх тăрăшулăх ыйтать

Яваплăх тăрăшулăх ыйтать

Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Патшалăх ветеринари службин руководителĕ С.Скворцов пулнă. 

Çул-çÿреве вăл «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» патшалăх учрежденийĕнчен пуçларĕ. Кунта вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Тихоновпа, ветстанци начальникĕпе В.Александровпа пĕрле коллективпа тĕл пулса канашлу ирттернĕ. Канашлура Чăваш Республикинче уртаракан чир тата лейкоз чирĕсем еплерех сарăлнине, хуçасăр çапкаланса çÿрекен чĕрчунсен йышне йĕркелесе тăрассине, пĕтĕмĕшле лару-тăру еплерех пулнине сÿтсе явнă.
Унтан яваплă çынсем Арапуçĕнчи выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекен «Михайлов А.В.» хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе курнă. Хуçалăх хăйĕн ĕçне 2015 çулта кăна пуçланă пулин те, кĕске вăхăтрах фермер ÿсĕмсем тума ĕлкĕрнĕ. Хуçалăх ертÿçи А.Михайлов каласа панă тăрăх, хуçалăхра 350 пуç ăратлă сурăхсем. Çавăн пекех инкубаторсем те туяннă, вĕсенче кăркка тата хур чĕпписем кăларнă та. Малашне А.Михайлов мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе те ĕçлесшĕн. «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермине аталантарасси» программăна хутшăнса грант çĕнсе илни те фермера малалла хавхаланса ĕçлеме хистет.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов «Светлана» тулли мар яваплă обществăра ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă. Кунта вăл производство цехĕсенче пулса рабочисемпе тĕл пулса вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă. 

Кун йĕркинче çавăн пекех çул-йĕре юсамалли, территорисенчи çÿп-çапа пĕр çĕре пухса тиесе илсе тухасси тата ытти те канăç паман. Калаçу вăхăтĕнче Александр Иванович социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ тĕлĕшпе, Пĕрлехи информаци кунĕнче хускатнă ыйтусем тавра та чарăнса тăнă. 
Юлашкинчен вара райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов асăннă обществăри ĕçсем чăннипех те аван пынине, çĕвĕ продукцийĕ пысăк пахалăхлă пулнине, çавна май Раççейри тĕрлĕ кĕтессенчен курттăм майĕпе саккас паракансем те йышлă пулнине палăртса хăварнă. Малалла та çакнашкалах ĕçлесе пыма ăнăçу суннă.

 



21 мая 2016
13:33
Поделиться